Пирĕн ентеш - киноактер
Шупашкарти кинофестивале пирĕн ентеш Анатолий Гущин актер та хутшăнать тенине вуласа пĕлтĕм. Ăçта çуралса ÿснĕ вăл? Мĕнле фильмсенче ÿкерĕннĕ?
И.МИХЕЕВА.
Шăмăршă районĕ.
Раççей театр тата кино актерĕ Анатолий Александрович Гущин 1976 çулхи чÿкĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ - вырăс, амăшĕ - чăваш. Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкултан вĕренсе тухсан Мускава куçса кайнă. 1998 çулта М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине пĕтернĕ. "Таганка актерĕсен пĕрлĕхĕ" театрта Николай Губенко патĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Актерăн кинори карьери 2000 çулта пуçланнă. Унтанпа 60 ытла фильмра вылянă. Ентеш ÿкерĕннĕ пĕрремĕш сериал - "Маросейка, 12". Юлашки вăхăтри паллăрах ĕçĕсем - "Сын отца народов" /Толя Гущин/, "Вий" /Брусак/, "Москва: Три вокзала" /Заика/, "Глухарь: Возвращение" /прокуратура следователĕ Константин Васин/, "Гаражи" /Чубиков участковăй/, "Сделано в СССР" /Михаил/, "Гагарин. Первый в космосе" /Алексей Леонов/ т.ыт.те. А.Гущин çавăн пекех Анатолий Воропаевăн продюссер компанийĕн "Чонкин", "Шулера" спектаклĕсенче вылять.
Чăнах та, малтан Анатолий кинофестивале хутшăнассине пĕлтернĕччĕ. Анчах палăртнă кун ентешĕмĕр Шупашкара килсе çитеймерĕ.