19 Раштав, 2013

Михаил Игнатьев Çырăвне хаклаççĕ

Леонид НИКОЛАЕВ, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ: Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнипе пĕрлех вĕсен ĕç пахалăхне те çĕклемелле тенине уйрăмах çывăха илтĕм. Шел те, шăпах çак енĕпе хальлĕхе çитменлĕхсем пур - çынсем кăмăлсăрланнă тĕслĕхсем те çук мар. Бюджет тытăмĕсенче вăй хуракансем халăха кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ лайăхланмалла - кун пирки иккĕленместĕп.

19 Раштав, 2013

Йывăр вăхăтра пулăшаççĕ, шанчăк парнелеççĕ

Сусăрсене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшни - цивилизаци шайĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри. Пирĕн республикăра та инвалидсене пулăшасси ЧР Правительствипе ĕçлев службин органĕсен приоритетлă тĕллевĕ пулса тăрать. Ку енĕпе Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та çине тăрса ĕçлет.

19 Раштав, 2013

«Специалистсен яваплăхĕ, ăсталăхĕ пысăк...»

Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕ кăçалхи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласси иккĕлентермест. Çакна вун пĕр уйăхри кăтартусем аван çирĕплетеççĕ.

19 Раштав, 2013

Трактор çÿретнĕ, аманнисене çăлнă

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шăхасанти культурăпа библиотека пулăшăвĕн центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чылайăшĕн аллинче - чечек çыххи, тĕслĕ хутпа чĕркенĕ курупка, хăюпа капăрлатнă çыхă. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем, чĕвĕл саслă ачасем пысăках мар зала çутă сăн кĕртрĕç.

19 Раштав, 2013

«Кашни саманта сăнласчĕ...»

Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Михайловна Табакова мĕн ачаранах фото ĕçĕпе «чирленĕ». Алла пĕрремĕш хут илнĕ «Зенит» фотоаппарат уншăн темрен те хаклă шутланнă. Çакна вăл паян та хăпартланса аса илет.

19 Раштав, 2013

Çĕнтерÿçĕсемпе мухтанатпăр!

Раштавăн 9-мĕшĕнче Ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче çиччĕмĕш хут «Кадетсен Георгий балĕ» иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çар мухтавĕн кунне, Раççей историйĕн çулталăкне тата Романов император çурчĕ тăват çĕр çул тултарнине халалланă. Бал икĕ пайран тăрать: презентаци тата ĕçе пурнăçласси.

19 Раштав, 2013

Унăн çитĕнĕвĕпе хăпартланатăп

Шашка-шахмат вăййипе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланнă Арина Лукинаран паян ку енĕпе районта никам та иртеймест. Кашни ăмăртуранах çĕнтерÿпе таврăнать вăл килне. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра та хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Ытти район ачисене парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

19 Раштав, 2013

ХĔЛЛЕ ÇӲÇЕ ТИМЛĔРЕХ ПĂХМАЛЛА

Хĕлле пирĕн организм вăйсăрланать, унăн хÿтлĕх хăвачĕ чакать. Уйрăмах çÿçе йывăр. Ăна темĕн те витĕм кÿрет: кулленхи стресс, ялан хыпкаланни, япăх апатланни, сывă мар экологи. Çÿçе хаклă маскăсемпе усă курмасăрах, авалхи рецептсемпех пулăшма пулать. Вĕсем çÿç илемĕпе хăватне питĕ лайăх упраса хăварма пултараççĕ.

19 Раштав, 2013

БАНАН ÇИСЕН ХУППИНЕ АН ПĂРАХĂР

  • Ыраттарнă ÿт çине банан хуппине шал енĕпе хумалла. Çак компресс ура хыттинчен те хăтăлма пулăшать. Сываличченех сипленмелле.
  •  Тарăн тăрăннă шăрпăк çине каçхине çывăрма выртас умĕн банан хуппине шал енĕпе хумалла. Ир енне вăл пинцетпа çаклатса илмелĕх курăнакан пулать. Компресс валли хăмăр пăнчăсем палăрма пуçланă сарă банан юрăхлăрах.
  •  Сыпăсем тата мышцăсем ыратсан вĕтетнĕ 4-6 хуппа çур литр лайăх шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 5 эрне лартмалла. Çак настойкăпа çĕрлене хирĕç ыратакан вырăнсене сăтăрмалла, унтан ăшă япалапа çыхмалла.

Pages