Трактор çÿретнĕ, аманнисене çăлнă

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шăхасанти культурăпа библиотека пулăшăвĕн центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чылайăшĕн аллинче - чечек çыххи, тĕслĕ хутпа чĕркенĕ курупка, хăюпа капăрлатнă çыхă. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем, чĕвĕл саслă ачасем пысăках мар зала çутă сăн кĕртрĕç. Вĕсене кунта пухăнмалли сăлтавĕ савăнăçлă та евĕклĕ: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, нумай ача амăшĕ М.Александрова 90 çул тултарчĕ.

Районта вăрçа хутшăннă хĕрарăмсем тăваттăн пурăнаççĕ, вĕсенчен пĕри - Мария Александровна. Шăхасан ял тăрăхĕнче вара фронтовиксенчен чĕрри вăл кăна.

Мария Александровнăна сумлă уявпа Раççей Президенчĕ В.Путин та саламланă. Хаклă çырăва юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов вуласа пачĕ.

- Пирĕн тăрăхра 90 çулхи юбилее паллă тăвакан нумаях мар. Эсир çывăх çыннăрсене тата нумай çул савăнтарса пурăнасса шанатпăр, - терĕ Владислав Васильевич Маруç кинемее саламласа чечек çыххипе парне панă май.

М.Александровăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăл Шăхасан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере - виçĕ ача. Вĕсем питĕ ир амăшĕсĕр тăрса юлнă: пиччĕшĕ - 6 çулта, Маруç - тăваттăра, йăмăкĕ - çулталăк çурăра. Шăхасан вăтам шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен çамрăк хĕр ача тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай районĕнче окоп чавнă. Вун саккăр тултарсан Мария Шăхасанти машина-трактор станцийĕ çумĕнчи трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. Права илсен «У-2» трактор рулĕ умне ларнă. Малтан тракторист пулăшуçинче ĕçленĕ, кайран хăй тĕллĕн хирте çĕр сухалама тытăннă. 1943 çулччен Шăхасан районĕнчи Зеленовка, Уйкас Кипек, Дмитриевка ялĕсен уйĕсенче «хурçă ут» çÿретнĕ. Хĕр-механизатор çĕр-шывĕпе чапа тухнă Паша Ангелина пек пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл ертсе пыракан механизаторсен бригади çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Çур аки вĕçленсен М.Александровăна çар комиссариачĕ санинструкторсен шкулне вĕренме янă. Авăн уйăхĕнче Маруçа 1-мĕш Украина фрончĕн сăрт-ту стрелокĕсен 32-мĕш уйрăм батальонне ăсатнă.

М.Александрова суранланнă совет салтакĕсемпе офицерĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухса вилĕм аллинчен хăтарнă. Украинăри, Польшăри, Чехословакири çар госпиталĕсенче аманнисене ура çине тăма пулăшнă. 1944 çулта медицина службин кĕçĕн сержантне «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе, 1945 çулта Одер шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Шăхасан хĕрĕ тăван килне 1945 çулхи çурла уйăхĕнче таврăннă. Пĕр хушă районти финанс пайĕнче тăрăшнă. Вăл çывăхри ялсенче пурăнакансенчен налук пуçтарнă. Терапи уйрăмĕнче 11 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă.

Мария Александровна мăшăрĕпе, Алексей Тихонов моряк-фронтовикпа, 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Ывăлĕ-хĕрĕ, 8 мăнукĕ, 5 кĕçĕн мăнукĕ тата чи кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕсем, çывăх çыннисем хăйсемшĕн хаклă çынна 90 çулхи юбилейпе чун-чĕререн ăшшăн саламларĕç.

Вăрçă ветеранĕ хăй тĕллĕн пурăнать. «Пĕчченлĕхе туймастăп эпĕ. Ачамсем килсех тăраççĕ. Мăнуксем йăпанăç кÿреççĕ, вĕсене курмасан чунра темскер çитмест пек туйăнать», - тет вăл.

Виталий АЧЧА.

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.