21 Раштав, 2013

Ютран илнĕ арăмна пĕччен ан яр хăнана

Хăйĕн варĕнче ÿтленсе çут тĕнчене килнĕ пепкинчен çĕр-шыва юрăхлă çын тăвассишĕн ытларах хĕрарăм тăрăшнине хăнăхнă эпир. Анчах амăшĕн сăваплă ятне варалакан та йышланчĕ республикăра.

21 Раштав, 2013

Чăваш каччин сасси генерала та тыткăнланă

Пĕчĕк Сашук колхоз председателĕнче ĕçлекен ашшĕ тытса пыракан мотоцикл кÿминче ярăнма кăмăлланă. «Ну, Сашук, юрласа пар», - час-часах ыйтнă уй-хирте тăрмашакансем. Лавккана пырсан та канфетпа хавхалантарнă май çав çăмăлпах чăрмантарнă ăна аслисем.

21 Раштав, 2013

Пĕр çунатпа вĕçеймĕн

- Пур чĕр чун та хăйне юратакан патне кăна туртăнать. Çав шутра - этем те. Уçă кăмăллă та ÿрĕк çынпа çумăрлă çанталăкра та уярти пекех. Пĕр çунатпа вĕçейместĕн вĕт-ха, иккĕшĕ те сывă пулсан çеç çÿл тÿпене улăхма пулать. Дусьăпа Çĕрпÿ районĕнчи Нĕрĕшре паллашрăм.

20 Раштав, 2013

Ăмăртуччен - 49 кун

Раштавăн 27-мĕшĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Олимп çулăмне Шупашкар урамĕсемпе 160 спортсмен йăтса чупĕ. Пĕтĕмпе - 30 километр. Сумлă çулăма йăтакансен йышĕнче тĕрлĕ професси çынни пур: спортсменсем, общество деятелĕсем, искусство ĕçченĕсем, педагогсем, тухтăрсем, тренерсем, çамрăксемпе пенсионерсем.

20 Раштав, 2013

Лаша эрех шăршине те юратмасть

Нумаях юлмарĕ - Çĕнĕ çул алăкран шаккĕ. Уява хатĕрленме тытăнмарăр-и-ха? Лаша çулне мĕнле кĕтсе илмелле?

Çитес çул палли - кăвак йывăç Лаша. Вăл - пархатарлă чĕр чун. Ăна тĕрлĕ культурăра чăтăмлăхĕшĕн, ырăлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Китайри ĕлĕкхи астрологсем лашана çут çанталăк вăйĕн палли тенĕ. 2014 çул талисман пекех аталануллă пулĕ. Йывăç Лаша ыттисенчен ырăлăхĕпе, лайăх, çемçе кăмăлĕпе, шухăш хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать.

20 Раштав, 2013

Хĕл Мучи пуян-и?

Сисмерĕмĕр те - Çĕнĕ çул çывхарчĕ. Эпир, çитĕннисем, Хĕл Мучине тахçанах ĕненме пăрахнă. Анчах, психологсем пĕлтернĕ тăрăх, Хĕл Мучи пуррине шанакан ачасен пурнăçĕ ĕненменнисенчен чылай хаваслăрах та илемлĕрех пулĕ, çавăнпа пĕчĕкскерсене асамлăха шанма вĕрентмелле. Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç.

20 Раштав, 2013

Вăрçă ашшĕ- амăшне те пĕтерет

Шупашкарти театрсем хăйсен репертуарне çултан-çул пуянлатаççĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче куракансене «Сутăн илнĕ чыс» премьерăна йыхравларĕ. Афганистанра иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнчи тата ун хыççăнхи вăхăта сăнлаканскере эпĕ те кайса куртăм. Çитĕннисем кăна мар, ачасем те нумаййăнччĕ - зал туллиехчĕ. Çав çулсенче аякри тăрăхра мĕн пулнине аслă ÿсĕмрисем, унта лексе курнă салтаксем лайăх ас тăваççĕ, пĕлеççĕ.

20 Раштав, 2013

“Пĕртен пĕр Нарспи”

Вăл - Пинерпи те /«Айтар»/, Лисук та /«Кушар»/, Лариса та /«Парнесĕр хĕр»/, Лидия Павловна та /«Аркатакансем»/, Акулина та /«Çын куççулĕ çĕре ÿкмест»/, Селиме те /«Хура çăкăр»/, Эрпике те /«Тутимĕр»/, Илем те /«Телейпе Илем»/, Форд миссис та /«Ашкăнчăк инкесем»/...

20 Раштав, 2013

Пĕчĕк лаптăк – пысăк тухăç

Фермерсем ытларах тĕш тырă, аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Михаил Михайлов вара теплица хуçалăхне аталантарать. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа илнĕ гранта - 900 пин тенкĕ - производствăна янă. Укçа çителĕксĕррипе банкран 1,5 млн тенкĕ илнĕ.

Pages