- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрçă ашшĕ- амăшне те пĕтерет
Шупашкарти театрсем хăйсен репертуарне çултан-çул пуянлатаççĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче куракансене «Сутăн илнĕ чыс» премьерăна йыхравларĕ. Афганистанра иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнчи тата ун хыççăнхи вăхăта сăнлаканскере эпĕ те кайса куртăм. Çитĕннисем кăна мар, ачасем те нумаййăнччĕ - зал туллиехчĕ. Çав çулсенче аякри тăрăхра мĕн пулнине аслă ÿсĕмрисем, унта лексе курнă салтаксем лайăх ас тăваççĕ, пĕлеççĕ.
Сцена çине виçĕ хут кăларнă çĕнĕ спектакле куракансен чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тепре пăхма май пурччĕ, анчах премьерăна чÿкри репертуартан кăларнă. Раштав уйăхĕ те вĕçленет ĕнтĕ - «Сутăн илнĕ чыса» тек курма май килмерĕ. Ăçта тата мĕне пула çухалчĕ-ха вăл? Çакăн пирки пьеса авторĕ, спектакль режиссерĕ, театрăн илемлĕх ертÿçи мĕн калаççĕ-ха? Чылай çын кĕтекен постановкăн малашлăхĕ пур-и?
Хĕрÿ тавлашу çуралнă тăк...
Пĕррехинче, чÿк уйăхĕн 20-мĕш кунĕсенчен пĕринче, каç кÿлĕм ман пата тантăшăм шăнкăравларĕ. Интернетри youtubeĕcom сайтра вăл Раççей десантникĕсен союзĕн тата Раççейри Афган вăрçин ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕсен правленийĕн анлă ларăвне /сыпăкĕсем кăна/ ÿкернĕ видеофайла пăхма сĕнчĕ, çавăн хыççăн унăн кăмăлĕ пăсăлнă. Унта пухăннисем /15 çынна яхăн/ хăйсен ĕç-хĕлĕсĕр пуçне «Сутăн илнĕ чыс» пирки те хĕрÿ калаçнă.
Ларăва, ахăртнех, чÿкĕн 21-мĕшĕнче ÿкернĕ, мĕншĕн тесен çак куна видеофайл пуçламăшĕнче палăртнă. Ăна пăхнă май мĕн курни-илтнине калас килет. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухсан пÿлĕме пухăннă арçынсенчен пĕри спектакль пирки сăмах пуçарать.
- Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче эпир виççĕн «Сутăн илнĕ чыс» спектакль премьеринче пултăмăр. Афганистан вăрçине хутшăннисем, десантниксем пирки. Чечняна лекнĕ икĕ пĕр тăван çинчен. /Пĕр арçын ăна тÿрлетет, пиччĕшĕпе шăллĕ Афганистанра пулнине асăрхаттарать. - Авт./ Хăравçă çинчен, унран паттăр епле туни пирки икĕ сехет кăтартаççĕ. Каччă тыткăна лекет, ăна орден параççĕ. Спектакль 30-мĕшĕнче татах пулать. Пурне те кайса курма сĕнетĕп. Çав театра аркатса тăкмалла. Мĕншĕнне ăнлантарăп, - тет хайхискер сюжет пирки кĕскен каласа. - Асли вилнĕ тесе шухăшлаççĕ, анчах ку тĕрĕс мар. Вăл кайран душман хĕрне, Афганистан пикине, качча илнĕ. Тепри паттăр пулса таврăнать. Ăна наркотик тултарнă тупăкпа пĕрле яраççĕ. Сюжет çакăн пек. Хăравçă çав каччăран икĕ сехет паттăр тăваççĕ. Рота командирĕ, капитан, ун тавра: «Салтак юлташ! Салтак юлташ!» - тесе чупать.
Арçын аллине тăнлав патне тытса, хисеп панине кăтартса икĕ айккинелле çаврăнать. Вăл Совет çарне кÿрентерни пирки калать.
Çĕнĕ постановкăна кайса курнисенчен тепри автор икĕ салтакăн амăшне те вилмелле тунипе кăмăлсăр:
- Пĕр купана пухнă. Вĕçĕнче вара икĕ пĕр тăван амăшне персе пăрахать. Амăшне хăварасчĕ хăть. Режиссерĕ - Иван Иванович Иванов. Ăна Матвеев медаль панă.
- Чăнах та-и? - илтĕнет сасă. Çакна илтсен тепри тарăхнăран киревсĕр сăмах лаплаттарать.
Пьеса авторне пĕлменскерсем: «Темĕнле Дмитриев çырнă пулмалла», - теççĕ. Пухăва пынисен пĕр пайĕ ăна чĕнмелли пирки калать. Пурте кулаççĕ. Премьера çинчен сăмах пуçарниех вăл спектакль вĕçленичченех тухса кайнине пĕлтерет.
Раççей десантникĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Игорь Кашаев пурне те салтак тумне тăхăнса, наградăсене çакса театра кайма сĕнет. Унăн шухăшĕпе - 15-20 çын пухăнса сцена çине хăпармалла, артистсене чармалла.
- Эпир спектакле сирпĕтсе ярăпăр та: «Çак киревсĕрлехе кăтартма чарăр», - тесе калăпăр. Хамăрах шăв-шав тăвăпăр, - ăнлантарать вăл.
- Харкашу тумăпăр, - хирĕçлет тахăшĕ. - Тен, концерт кăтартăпăр?
- Тупăкра чул тата наркотик. Амăшĕ çакна курсан Афган вăрçине хутшăннисем мĕнле чун-чĕреллĕ тесе пăхĕ? Тен, хăйĕн ывăлĕ чĕрĕ тесе шухăшлĕ? Мĕнле мăшкăл! Вăл ахалех вилме хатĕрччĕ, çитменнине ăна хăравçă ывăлĕ персе пăрахать.
- Билетсем çук, зал тулли, - çĕнĕ спектакле чылаййăн пухăннине пĕлтерет пĕрремĕшĕ.
- Игорь, тăхта. Театра çынсем канма каяççĕ. Санăн çакна пăсма ирĕк çук.
- Зала туянмалла, - сĕнет арçынсенчен пĕри.
- Культура министрне пĕлтермелле.
- Паллах. Çав каччăна эпĕ хам пĕлетĕп, - тет Кашаев. - Çынсене алă пустармалла.
- Çук, эпир урăхла тума пултаратпăр. Билетсем туянăпăр та кайăпăр. Хамăр вырăна лармăпăр, стена хĕррипе тăрса тухăпăр. Пирĕн умра спектакль кăтартчăр, - хăйĕн шухăшне палăртать ларури тепĕр çын...
Анчах çак видеофайла Интернетра халĕ тупаймăн. Ăна вырнаçтарнă хыççăн 2-3 кунранах тасатнă. Чăнах та, хăш-пĕр сăмаха илтнĕ май кулас килет. Тен, йăнăшатăп та пулĕ, анчах пухăва пынисен темиçешĕ «киккирикне хĕретнĕ» пек курăнчĕ. Туйăнчĕ çеç-ши? Сĕтел çинче ларакан сăра кĕленчисем пушă е тулли пулни паллă мар çав. Арçынсем мĕншĕн ытла тарăхнă-ха? Вăрçă тĕрĕслĕхне йышăнма йывăр-ши? Тен, хăшĕ-пĕри спектакльри сăнарсенче хăйне, çывăх çыннисене курнă?
Халăх хăй суйлать
Афган вăрçинче Анатолий Ефимов /Хмыт/ пăшал тытса икĕ çул та пилĕк уйăх çапăçнă. Хăрушă çав кунсене чăтса ирттернĕ, вилĕме парăнтарма пултарнă вăл. Душманпа куçа-куçăн тăнă салтак чыса сутса пурнăçа суйланă Петĕре епле хаклать-ха?
- Петĕр тĕрĕс суйлав тунă-и е тĕрĕс мар-и - çакна паянхи кун та хуравлама пултараймастăп. Халăх спектакле курса хăй хаклатăр терĕм. Çынсем тĕрлĕ шухăшлă. Афганецсен хушшинче те пĕр шухăшлăх çук: пĕрисем пьесăна йышăнчĕç, теприсем - çук. Афган вăрçине хутшăннисен кăна Шупашкарта 3-4 общество. Тен, ытларах та, - калаçу пуçарчĕ Анатолий Дмитриевич. - Мĕн хаклă: ниме тăман вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хуни-и е чыса сутса пурнăçа упраса хăварни-и? Чылайăшне çак ыйту канăçсăрлантарать. Петĕре те ăнланма пулать-çке. Вăл тăван амăшне хĕрхенет. Хăшĕ-пĕри «Афган вăрçин синдромĕпе» чирленĕ.
«Сутăн илнĕ чыса» пăхнисен пĕр пайĕ спектакль вĕçĕнче пиччĕшĕпе шăллĕ тытăçнă чухне тăван амăшне персе пăрахнипе кăмăлсăр. Çакна пьеса авторĕ епле ăнлантарать-ха? Унăн шухăшĕпе - вăрçă çамрăксене кăна мар, ашшĕ-амăшне те тĕп тăвать. Вĕсем тăван тĕпренчĕкĕсене кĕтсе илеймесĕр çĕре кĕнĕ. «Леш тĕнчерен...» дилоги роман авторĕн ашшĕ Дмитрий Степанович та ывăлне кĕтсе илеймен. Анатолий вăл вилни çинчен уйăхран кăна пĕлнĕ, юлашки çула та ăсатайман.
Ултă кĕнеке кăларнă Анатолий Хмыт пьесăра наркотик ыйтăвне ахальтен мар пуçарнă. Афганистан вăрçи вĕçленнĕ çулсенче çав тăрăхран цинк тупăксене наркотик туп-тулли тултарса куçарнине хаçатра çырнине пĕрре мар асăрханă. Хĕç-пăшал илсе тухма та çак меслетпе усă курнă иккен. Сутăнчăксем пирки те аса илчĕ Анатолий Дмитриевич. Пĕр подполковник карттăсем вăрласа тарнă. Çавна пула совет салтакĕсем палăртнă хăш-пĕр операци пирки душмансем маларах пĕлнĕ. Тепĕр сержант «асаттелĕхе» чăтаймасăр тăшман енне куçнă. Сутăнчăк минăсем хурса унччен хăй пулнă ротăри виçĕ салтак пурнăçне татнă. Çара ăсатнă куна аса илнĕ афганец хурланса калаçрĕ. Тус-юлташне куç умĕнче çухатнăскер, пăшал тытса хĕрÿ çапăçусене хутшăннăскер Афган вăрçи мĕн иккенне никам каласа памасăрах лайăх пĕлет. Çав кунсене вăл нихăçан та манаймĕ.
“Спектакль шайне ÿкермĕпĕр”
Театрăн илемлĕх ертÿçин Валерий Яковлевăн шухăшне пĕлес килчĕ. Вăл чăваш драматургĕсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ пьеса авторĕ сцена саккунĕсене пăхăнса чылай ĕçленине ăнлантарчĕ.
- Илемлĕх канашĕ сĕнÿсем панă хыççăн спектакле якатса çитерме палăртрăмăр. Хăш-пĕр спектакле те куракана кăтартнă хыççăн тепĕр хут чутлама тивет. Кирек мĕнле вăрçă та этем чунне амантать. Çын йăнăшма, вăл вара чунра ĕмĕрлĕхех тăрса юлма пултарать. Сăмах вăрçă пирки те мар. Вăрçă фонĕнче пулса иртекен лару-тăру çинчен, - калаçрĕ Валерий Николаевич.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ вăрçă темипе çыхăннă спектакль ку таранччен пĕрре мар лартнă. Черетлĕ постановка - Иван Иванов режиссер хатĕрленĕ «Сутăн илнĕ чыс».
- Премьера хăш-пĕр çынна тăнлавĕнчен пырса тĕкесси пирки шухăшларăмăр, кĕтрĕмĕр. Эпир спектакльсенче ытларах чухне суя кăтартнине курма хăнăхнă. Кунта пачах урăхла. Вăрçа вăйă шайĕнче кăтартмалла мар. Çав шая антарса лартмалла мар. Артистсене çакна ĕненсе выляма йывăр пулчĕ, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Иван Иванович. - Ку документлă мар, илемлĕ хайлав, çавăнпа салтака сутăннăшăн е амăшне ăнсăртран персе пăрахнăшăн хурлама, тиркеме пултараймастăп. Анатолий Ефимовăн ку пĕрремĕш пьеси кăна, çапах вăл ăна çÿллĕ шайра çырнă. Хăш-пĕр пулăм хыççăн /Интернетра видео вырнаçтарнă çынсем шăв-шав çĕклени пирки. - Авт./ спектакль шайне ÿкерес марччĕ тесе тăрăшатпăр.
Елена ТРОФИМОВА.
Статьяна пичете хатĕрленĕ май савăнăçлă хыпар илтрĕмĕр. Чăваш драма театрĕн артисчĕсем афишăран «ăнсăртран» çухалнă «Сутăн илнĕ чыс» спектакле кăрлачăн 15-мĕшĕнче пырса курма чĕнеççĕ.
Комментари хушас