Лаша эрех шăршине те юратмасть

Нумаях юлмарĕ - Çĕнĕ çул алăкран шаккĕ. Уява хатĕрленме тытăнмарăр-и-ха? Лаша çулне мĕнле кĕтсе илмелле?

Çитес çул палли - кăвак йывăç Лаша. Вăл - пархатарлă чĕр чун. Ăна тĕрлĕ культурăра чăтăмлăхĕшĕн, ырăлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Китайри ĕлĕкхи астрологсем лашана çут çанталăк вăйĕн палли тенĕ. 2014 çул талисман пекех аталануллă пулĕ. Йывăç Лаша ыттисенчен ырăлăхĕпе, лайăх, çемçе кăмăлĕпе, шухăш хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать.

Çак чĕр чун çынпа хутшăнма юратать, çавăнпа Çĕнĕ çула пысăк, шавлă ушкăнпа кĕтсе илмелле. Уявра, каç пуличчен, общество мероприятийĕсене хутшăнни аван: курава, концерта каймалла е клуба çитмелле. Çĕнĕ çула килте кĕтме палăртрăр-и? Эппин, юлташсене, тăвансене кĕрекене пухăр е урамри тĕп ăлка патне çул тытăр. Маскарад, шартлак /хлопушка/, вăйлă янăракан кĕвĕ, ташă, йăл кулă - акă праçнике паллă тумалли чи лайăх мел. Праçникре шÿтсене аса илни вырăнлă. «Лаша пек ихĕрет», - тесе ахальтен каламаççĕ-çке-ха.

Çĕнĕ çул каçхине пÿрте мĕнле илемлетмелле? Çитес çул палли - такан тата хăнкăрма /бубенец/. Эппин, алăк тăррине такан çакмалла. Вăл усал-тĕселрен те сыхлать. Пÿлĕме мĕнле илемлетмеллине Лаша стихийĕ те - Йывăç - кăтартать. Йывăçран тунă савăт-сапа, статуэтка, бамбукран хатĕрленĕ салфетка - çаксем пĕтĕмпех вырăнлă. Тен, сирĕн килте лаша ÿкернĕ турилкке пур? Тен, ачасен ярăнмалли лаша? Апла пулсан тăхтаса ан тăрăр: вĕсене уяв кĕтсе илмелли пÿлĕме кĕртĕр.

Паллах, пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант тĕлĕшпе те тĕплĕн хатĕрленмелле. Чăрăша мĕнле хитрелетмелле-ха? Питĕ ансат. Лаша килĕштерекен тĕссемпе усă курмалла. Чăрăш турачĕсенчен кăвак, симĕс тĕслĕ теттесем çакăр, йĕплĕ лăссисене сарăрах шупка ярăмпа /гирлянда/, «кĕмĕл» çумăрпа илемлетĕр. Лаша евĕр эреш пур тăк ун валли те чăрăш çинче вырăн тупăр. Тепĕр тесен, вĕсене тăварлă чустаран та янтăлама пулать. Ачасене савăнтармашкăн открыткăсем тăвăр. Ăна хатĕрленĕ чухне те çитес çул паллипе, вăл килĕштерекен тĕссемпе усă курăр. Кашнин çине шÿтлĕ салам сăмахĕсем çырăр та чăрăшран çакăр. Асăннă тĕссемпе усă курни Лаша кăмăлне каятех. Çавăн пекех серпантин, мишура пирки ан манăр: пÿртри ÿсен-тăран та илемлĕ курăнтăр. Кашни пÿлĕм Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕр пултăр. Сĕтел çине типĕтнĕ чечексенчен е улăмран тунă çыхă лартма юрать. Тăхтăр-ха: кухня пирки манмарăр-и? Лашана сăнлакан прихватка çулталăк тăршшĕпех илем кÿрĕ. Сĕтел çинче лаша е ăлка евĕр пĕремĕк пултăр. Тепĕр самант: пÿртре хăвăр янтăланă тетте - Лаша - курăмлă вырăна йышăнтăр. Çăмран янтăланăскер питĕ вырăнлă пулĕ. Ăна йăваланă чухне кăвак йывăç Лашана сирĕнпе çулталăк тăршшĕпех кăмăллă пулма ыйтăр - чĕр чун хирĕçлемĕ.

Уявра мĕнле тумланмалла? Тум суйланă чухне кăвак, симĕс, çутă кăвак, симĕсрех кăвак тĕслисене туянăр. Кăвак тĕс лăпкăлăха палăртать. Аксессуар вырăнне çавăн тĕслех брошка тата чул пулччăр. Бирюза, топаз, изумруд, сапфир - тумтире илем кÿрĕç çеç мар, Лашан кăмăлне те çавăрĕç. Йывăçран, сăранран тунă эреш те вырăнлă. Куçа йăмăхтаракан тĕслĕ тумтир тăхăнма сĕнмеççĕ. Тата - нимĕнле синтетика та! Лаша хаклă йышши пусма килĕштерет. Паллах, хĕр-хĕрарăм прическа пирки манмĕ. Çÿçе мĕнле пуçтармалла? Хул пуççи çинче выртакан тÿрĕ çÿç те, явăнаканни те вырăнлă, анчах лаша çилхи пек пултăр. Çÿçе çивĕтлеме шухăшларăр тăк хăюпа, вĕтĕ шăрçапа илемлетĕр. Паллах, лаша прически - «лаша хÿри» - уявра шăпах кирлĕ.

Пит-куçа сăрланă чухне асăрханăр: Çĕнĕ çулта ытлашши палăракан макияж нимĕн тума та кирлĕ мар. Лаша çакна килĕштермест. Арçынсене Çĕнĕ çул кĕтсе илмешкĕн костюм е смокинг кирлĕ пулмĕ. Рыцарь сăнарне вĕсемсĕрех калăплама май пур. Çапах пиншакпа галстук тăхăнма палăртрăр тăк ытлашши «официаллă» курăнма ан тăрăшăр. Маскарада каяс тесен ковбоя çаврăнăр.

Сĕтел çине мĕн лартасси кашни кил хуçи хĕрарăмнех шухăшлаттарать. Сĕтел пуян пултăр: апат-çимĕç пурне те çиттĕр. Лаша валли нимĕн те ан шеллĕр. Йăлана кĕнĕ «иртнĕ çулхи» салатсене çисе ярасси хальхинче нихăçанхинчен те çивĕч пулĕ. Çĕнĕ çул сĕтелĕ тĕрлĕ çимĕçпе йăтăнтăр. Лаша - курăк çиекен чĕр чун. Эппин, кашни апатах ешĕл пахча çимĕçпе илемлетĕр. Çавăн пекех улма-çырла, пахча çимĕç туянма укçа ан шеллĕр. Лаша пан улми, кишĕр кăтăртаттарма юратать: çак киленĕçрен ăна ан хăтарăр. Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче Китай çыннисем сăйланакан пĕр апат та пулин пултăр. Кун валли ролл е Китай лапши каять. Эрех-сăра лартмалла мар. «Лаша пек ĕçет», - теççĕ-ха, анчах çитес çул палли кÿренме пултарать. Какайсăр пурăнаймастăр тăк менюна ашран хатĕрленĕ апат кĕртме пултаратăр. Анчах ас тăвăр: Çĕнĕ çулхи чи лайăх сĕтел - какайсăрри. Тÿрех хăраса ан ÿкĕр-ха: ашсăр та тутлă апат янтăлама пулать-çке.

Çĕнĕ 2014 çула кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленмелле. Çитес çул лайăх кăмăл-туйăмпа, кĕтмен парнепе савăнтарĕ. Çулталăкĕпех аван пурăнас тесен Лашана уявра мухтамалла. Тăван-пĕлĕше парне пама ан манăр. Ăна тулли кăмăлпа, юратса тыттарăр.

Ирина АЛЕКСЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.