«Специалистсен яваплăхĕ, ăсталăхĕ пысăк...»

Çĕрпÿ районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр коллективĕ кăçалхи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласси иккĕлентермест. Çакна вун пĕр уйăхри кăтартусем аван çирĕплетеççĕ. Асăннă тапхăрта ĕçсĕр 1201 çынна регистрациленĕ, çав шутра предприяти-организацие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем, е хăйсен ирĕкĕпе, е икĕ енлĕ килĕшсе татăлнипе кайнисем - 67-ĕн. Центра пулăшу ыйтма пынисен хушшинче хĕрарăмсем /56,8 процент/ тата 16-29 çулсенчи çамрăксем /35,47 процент/ йышлă. Пĕрремĕшĕсем иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен - 8,79, иккĕмĕшĕсем 2,62 процент нумайланнă.

2013 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 67 çын учетра тăнă /пĕлтĕрхи çав вăхăтра -77/, вĕсенчен 5-шĕ - инвалид. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,30 процент пулнă, 2012 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,34.

Ĕç вăйĕн кирлĕлĕхне тата ăна сĕннине илес тĕк чÿк уйăхĕн вĕçĕнче вакансисен банкĕнче 176 вырăн пуррине пĕлтернĕ. Вĕсен 72,86 проценчĕ рабочи профессийĕпе çыхăннă. 13,63 проценчĕ - промышленноçпа строительство, 18,75-шĕ - ял хуçалăх предприятийĕсенчен, 43,75-шĕ - ытти отрасльтен.

Служба органĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паянхи кăларăмра унăн ертÿçи Валерий Александрович ПАТШИН паллаштарать.

- Валерий Александрович, Чăваш Республикин 2013 çулта халăха ĕçлĕ тумалли тĕллевлĕ программине Çĕрпÿсем еплерех пурнăçлаççĕ?

- Ку программăн мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн специалистсем кăçалхи 11 уйăхра 1051 çынна тупăшлă вырăн тупса панă. Çак кăтарту çулталăкри заданин 100,86 проценчĕпе танлашать. Центрта учетран кăларнă граждансен пĕтĕм йышĕнчен ĕçпе тивĕçтернисен танлаштаруллă виçи 87,80 пулнă.

Программăн уйрăм мероприятийĕсене илес тĕк общество ĕçĕсене кăçал граждансене ямашкăн хуçалăхсемпе 34 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Вĕсем тăрăх 138 çынна /116-шĕ ĕçсĕр шутланнă/ вырнаçтарнă.

14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта ĕç тупса парас тĕллевпе 490 вăхăтлăх вырăн йĕркелемешкĕн 19 килĕшÿ тунă. Вырнаçмашкăн уйрăмах кансĕр 8 çынна - 3 инвалида тата тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракан 5 ĕçсĕре /пенсие тухиччен 2 çул юлнисене/ - ĕç тупса панă. Професси училищи е ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведени пĕтернĕ 18-20 çулсенчи 6 хĕрпе каччăна стажировкăна, сезонлăх тата яланлăх ĕçлеме республика тулашне оргнабор мелĕпе 50 çынна янă.

Ĕçлев органĕсен пуçаруллă политикин пĕлтерĕшлĕ аспекчĕсенчен пĕри - центртан пулăшу кĕтекен граждансене тата ĕçсĕрсене пĕчĕк бизнес йĕркелемешкĕн хавхалантарасси. Кăçалхи вун пĕр уйăхра предпринимательлĕх йĕркелессипе çыхăннă консультацие 22-ĕн илнĕ, «Харпăр хăй ĕçне мĕнле пуçăнмалла» семинара» 20-ĕн çÿренĕ. Çапла 4 çын ĕçсĕрлĕх статусне предпринимателĕннипе ылмаштарчĕ, 58,8-шар пин тенкĕ субсидие тивĕçрĕ.

- Кăçал сирĕн служба тепĕр çĕнĕлĕхе пурнăçлама пикенчĕ терĕр. Мĕнпе çыхăннă асăннă ен? Ĕçе тухас тĕллевлĕ çамрăк амăшĕсене ăсталăха ÿстерме пулăшатăр-и?

- Асăннă çĕнĕлĕхе илес тĕк - вăл пенсионерсене хăйсем килĕштерекен профессипе пĕлÿ илме май туса парассипе çыхăннă. Кăçал ун пеккисем пулмарĕç-ха. Çитес çул вара 3 пенсионера вĕрентсе кăлармалла.

Центр сĕннипе ĕç рынокĕ ыйтакан профессие вĕренме, тепĕр специальноçа хăнăхма, квалификацие ÿстерме çулталăк пуçланнăранпа 41 çынна тата ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 14 хĕрарăма янă. Вĕсен шутĕнче ĕç хутшăнăвĕсенче тăракан та пур.

Професси ориентацине 1519-ăн тивĕçнĕ, тĕрлĕ тренинга хутшăнса психологи хÿтлĕхне - 52-ĕн, социаллă адаптацие 35-ĕн илнĕ.

Ваканси ярмăрккин уссин пĕлтерĕшне туйса илтĕмĕр. Ăна ирттерни ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмешкĕн тата предприяти-организаци валли кирлĕ кадр суйласа илмешкĕн пулăшать. Кăçал асăннă мероприятие 10 хут пухнă. Унта тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансене, профессин пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлĕвĕ илнисене, ĕçрен кăларса ярас хăрушлăх пуррисене йыхравлатпăр. Ярмăрккасене 18 организаци хутшăнчĕ, 140 ваканси сĕнчĕ. Вĕсене çитсе курнă 284 çынран 16-шĕ ĕç тупнă.

- Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăлассипе çыхăннă саккун Çĕрпÿ тăрăхĕнче мĕнле пурнăçланать?

- Ку саккуна районти предприяти-организаци пăхăннипе интересленсех тăратпăр. Çавна май сусăрсене ĕçе илекенсем те сахал мар. Кăçал вĕсене «Мой дом», «Альянс-комфорт» ОООсенче, райпора, Емельянов предприниматель патĕнче йышăнчĕç. Ĕç вырăнне инвалидсемшĕн юрăхлă майлаштарнипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма 268 пин тенкĕ куçарнă.

Район халăхне ĕçпе тивĕçтермелли полномочисене пурнăçламашкăн кăçал 7 млн тенкĕ тăкакламалла, çав шутра Чăваш Республикин 2012-2013 çулсенчи «Халăх ĕçлевне пулăшасси» программин мероприятийĕсем валли - 328 пин.

Çапла вара кăçал пирĕн 1042 çынна ĕçлĕ тумалла, професси ориентацийĕ тата психологи хÿтлĕхĕ 732 граждана памалла, рынок ыйтакан профессисене вĕрентмешкĕн 33 ĕçсĕре, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри 13 хĕрарăма ямалла.

- Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх вырнаçтарнине асăнтăр-ха. Тен, кун пирки тĕплĕнрех каласа паратăр?

- Ведомствăн тĕллевлĕ программи тăрăх районта кăçал çул çитмен 490 çамрăка вăхăтлăх вырнаçтармалла. Ку енĕпе умри тĕллевсене пурнăçланă ĕнтĕ. Ĕçлев центрĕ ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе çул çитменнисене хутшăнтаракан вăхăтлăх ĕçсене йĕркелесси, вĕсем мĕнлерех пуласси пирки тăтăшах калаçу ирттерет. Кун çинчен сайтра, центрăн ятарлă стендĕнче, массăллă информаци хатĕрĕсенче вуласа пĕлме пулать.

Çул çитменнисене ятарлă хатĕрленÿ кирлĕ мар вырăнсене йышăнаççĕ.

Йывăр условисенче çитĕнекенсене тата теветкеллĕх ушкăнĕнчисене - тăлăхсене, çывăх çыннисен хÿттисĕр юлнисене, ĕçсĕр граждансен ывăл-хĕрне, тăнăçсăр тата йышлă çемьесенче ÿсекенсене, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăракансене - чи малтанах вăхăтлăх вырнаçмашкăн май туса паратпăр. Ачасем кăçал районти 14 хуçалăхра вăй хучĕç: уй-хир ĕçĕсене, кулленхи юсава хутшăнчĕç, ялсене тирпей-илем кĕртрĕç тата ытти те.

Чăн та, юлашки вăхăтра 14-18 çулсенчи çамрăксене вырнаçтарма йывăрлансах пырать - предприяти ертÿçисем вĕсене йышăнма тăхтаса тăраççĕ, мĕншĕн тесен кун пек чухне ĕç сыхлавĕн йĕркине, ĕçлев саккунне çирĕп пăхăнмалла, чи пĕчĕк шалуран кая мар тÿлемелле, çаксемпе район прокуратури интересленсех тăрать.

- Халăха ĕçлĕ тăвассипе çыхăннă программа мероприятийĕсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ апла...

- Паллах. Умри тĕллевсене çĕнсе илмешкĕн пултармаллах, мĕншĕн тесен специалистсем маттур пирĕн, вĕсен ăсталăхĕ, яваплăхĕ пысăк, пултарулăхĕ иксĕлми. Партнерсем те шанчăклă. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ те пулăшсах тăрать.

Валентина СМИРНОВА

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.