Комментари хушас

19 Раштав, 2013

Çĕнтерÿçĕсемпе мухтанатпăр!

Раштавăн 9-мĕшĕнче Ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче çиччĕмĕш хут «Кадетсен Георгий балĕ» иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Çар мухтавĕн кунне, Раççей историйĕн çулталăкне тата Романов император çурчĕ тăват çĕр çул тултарнине халалланă. Бал икĕ пайран тăрать: презентаци тата ĕçе пурнăçласси. Пĕрремĕш пайĕнче ансамбльсем гранд-маршпа утса тухрĕç. Иккĕмĕшĕнче темиçе тĕрлĕ конкурс та пулчĕ: «Пурин те пурнăçламалли композици», «Ирĕклĕ бал ташши», «Балри чи лайăх мăшăр», «Балăн примипе премьерĕ». Муркаш шкулĕн вун пĕрмĕшĕсем «Ирĕклĕ бал ташши» номинацире пĕрремĕш вырăна тухрĕç, хăйсен ÿсĕмĕн категорийĕнче те çак ушкăн çĕнтерчĕ. Эпир маттур шкул ачисене саламлатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!

Пире çак конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн «Ольга» парикмахерскире ĕçлекен Екатерина Анатольевна Тимофеевăна тата Ольга Алексеевна Афанасьевăна, уяв тумĕ çĕлесе панăшăн Зоя Андреевна Павловăна тата пур ашшĕ-амăшне те тав тăватпăр.

Людмила МИТРОФАНОВА, хореограф.

Муркаш районĕ,

Муркаш шкулĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: пирĕн кадетсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.