ХĔЛЛЕ ÇӲÇЕ ТИМЛĔРЕХ ПĂХМАЛЛА

19 Раштав, 2013

Хĕлле пирĕн организм вăйсăрланать, унăн хÿтлĕх хăвачĕ чакать. Уйрăмах çÿçе йывăр. Ăна темĕн те витĕм кÿрет: кулленхи стресс, ялан хыпкаланни, япăх апатланни, сывă мар экологи. Çÿçе хаклă маскăсемпе усă курмасăрах, авалхи рецептсемпех пулăшма пулать. Вĕсем çÿç илемĕпе хăватне питĕ лайăх упраса хăварма пултараççĕ.

Çÿç типнине, патракланнине асăрхарăр-и? Ăна çăвас умĕн чĕрĕ 1 çăмарта саррине 6-8 тумлам касторка çăвĕ тата 1 чей кашăкĕ шурă эрех е коньяк хушса пăтратмалла. Унпа çÿç тымарĕсене сăтăрмалла та ăшă тутăр çыхмалла. 2 сехетрен пуçа ăшă шывпа шампуньпе çуса тасатмалла.

Çунă хыççăн çÿçе курăк шĕвекĕпе чÿхесен аван. Пĕрер чĕптĕм типĕтнĕ вĕлтрен, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекĕ, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, сар çип ути /зверобой/, хăмла пучахĕ илмелле. Пухха тин вĕренĕ 1 литр шыва ярса вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илмелле те сивĕтмелле. Шĕвекпе çÿçе чÿхемелле, шăлмалла мар, хăй тĕллĕн типме памалла.

Лĕкĕ курăнма пуçласан, çÿç çулланса тăрсан 1 ыхра шăлĕн сĕткенне 1 çăмарта саррипе, çур чей кашăкĕ майонезпа, 2 апат кашăкĕ çăра хура чейпе хутăштармалла. Унпа пуç ÿтне лачкасах сăтăрмалла. 20 минутран пуçа çемçе шампуньпе çумалла, юман хуппин е сухан хуппин çăра шĕвекĕпе чÿхемелле. Вĕсене хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ юман хуппине е 2 ывăç сухан хуппине 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче çур сехет пĕçермелле, сăрăхтармалла. Анчах ас тăвăр, çак шĕвексем çÿç тĕсне улăштараççĕ, çавăнпа вĕсемпе тĕксĕм çÿçлĕ çынсен кăна усă курмалла.

Çÿç çÿхе тата ик вĕçленет пулсан пуç ÿтне çăвиччен 30-40 минут маларах алоэ сĕткенĕпе сăтăрмалла. Çавăн пекех чĕрĕ 2 çăмарта саррине çур лимон сĕткенĕпе, темиçе тумлам миндаль е куршанак /репей/ çăвĕпе хутăштарса пуçа сĕрни пулăшать. Ăна 20-30 минутран лимон сĕткенĕ е уксус хушнă ăшă шывпа лайăх çуса тасатмалла. Процедурăна 8 кунра пĕрре тумалла.

Сиплĕ шампунь рецепчĕ те кирлĕ пулĕ. Лăкаса кăпăшлантарнă 1 çăмарта саррине 2 апат кашăкĕ шывпа е вĕлтрен ярса пиçĕхтернĕ шĕвекпе хутăштармалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.