Комментари хушас

19 Раштав, 2013

Чулланнă чĕрене «Чĕрĕ Сăмах» витертĕр!

Ыр сăмах юмана та чун панă.

Каларăш

«Поэзисĕрех ар çын вăрçа кайĕ, хĕр качча тухĕ, арăм анне пулĕ, çынсем вилнисене пытарĕç, хăйсем те çут тĕнчерен уйрăлĕç; анчах сăвăпа ÿсĕрĕлнĕскерсенчен, кашниех хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пысăк шанăçпа талпăнĕ.

Салтаксем чапа тухĕç имĕш, шур пĕркенчĕклĕ пикесем Пенелопăсене çаврăнĕç, амăшĕсем Тăван çĕр-шыва юрăхлă паттăрсем çуратса парĕç, вилнисем вара Çĕр-аннемĕр ытамне путĕç, кунта юлнисен асĕнче ĕмĕрех упранĕç... Поэтсем пурнăçăн мĕн пур пĕлтерĕшсĕрлĕхне сăнласа ăна тиркенĕ чухне те вулакан пур пĕрех чун çĕкленĕвне туять», - тенĕ Торнтон Уайлдер американ çыравçи.

Шел те, поэзин хăвачĕ пысăккине пурте чухламаççĕ. Анчах сăвă тыткăнне лекнисем унран нихăçан та уйрăлмаççĕ. Ара, поэзи чĕрĕ те сиплĕ çăл куç пекех-çке. Унра - пурнăç сĕткенĕ. Ăс-пуçпа та логикăлла шухăшлавпа ăнкарса илейменнине сăвă урлă чунпа йышăнатпăр. Хамăр туйăмсене çывăх пăшăрханăва сăнлакан, вĕсене ăнлантарса пама е лăпланма пулăшакан йĕркесене тĕл пулсассăн тата еплерех хĕпĕртетпĕр-ха! Эппин, эпир пĕччен мар çак асапланура. Тен, çав çаврарах тахçанах канăçсăрлантаракан ыйту хуравĕ те пур.

Мĕн пирки тапратрăмăр-ха ку калаçăва? Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ ку уйăхра куракансене черетлĕ премьерăпа савăнтарчĕ. Хальхинче «Чĕрĕ Сăмах» сăвă-кĕвĕллĕ ревюпе тĕлĕнтерчĕç артистсем. Ăна СССР халăх артисткин Вера Кузьминан пултарулăхне халалланă. Пьеса авторĕ тата спектакле лартаканĕ - Казах Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев (Трер), ÿнерçи - Ольга Ежкова, кĕввине çыраканĕ - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Лолита Чекушкина, ташă лартаканĕ - Ирина Музыкантова. Спектакле Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пулăшу гранчĕпе хатĕрленĕ.

Чи малтанах «Чĕрĕ Сăмах» жанрĕ пирки асăнса хăварас килет. Ревю (француз чĕлхинчи revue сăмахран «тишкерÿ, пăхса тухни» тесе куçать) - музыка театрĕн тĕсĕ. Опереттăпа мюзикл пекех ревю юрра-кĕвве, ташша, сăнарсем репликăсемпе ылмашăннине, пĕр-пĕринпе хутшăннине пĕрлештерет, пĕр тĕвве çыхать. Çапах та çÿлерех асăннă икĕ жанртан уйрăм сюжет йĕрĕ çуккипе уйрăлса тăрать. Чылай чухне пĕр-пĕр темăна е истори пулăмне тĕпе хурса лартаççĕ ăна. Унăн ячĕ - тема символĕ; содержанийĕ - пĕр-пĕринпе ылмашса пыракан сценăсем: сăнарсен харкам номерĕсем е ташă ансамблĕсем. Ревю 1830-мĕш çулсенче Парижра çуралнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Францисĕр пуçне Бельги, Аслă Британи, Нидерланд çĕр-шывĕсенче анлă сарăлнă. Европа тĕслĕхĕсен витĕмĕпе АПШра ку жанрăн американ тĕсĕ йĕркеленнĕ. Ăна «шоу» тесе ят панă. Ревюпе эстрада театрĕсенче лайăхрах паллашма май пур.

Паянхи куна илес пулсан, ревю манăçа тухнă тесен те йăнăшмастпăр-тăр. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç ку термина илтмен те, унăн пĕлтерĕшне пĕлменни пирки сăмах та хускатмăпăр. Анчах вĕсен айăпĕ пур-и-ха? Хальччен курман-илтмен япала пирки аслисем каласа памасассăн ăçтан пĕлейччĕр? Усалли кăна пирĕн пурнăçа çăмăллăн кĕрет, часах пуçа та чĕрене вырнаçать. Ырă вăрлăх акассишĕн, çимĕçне туса илессишĕн вара самай тертленмелле. Телее, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре Çамрăксен театрĕ хăйĕн яваплăхне туять кăна мар, май килнине тĕплĕ тума тăрăшать. «Чĕрĕ Сăмах» спектакле те чи малтанах вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене курма сĕнет вăл. Паллах, çитĕннисемшĕн те усăллă пулмалла ревю.

Мĕншĕн сăмаха тĕпе хунă-ха? Тата мĕншĕн (тен, мĕнпе) чĕрĕ вăл? Сăмах - мĕн пуррин пуçламăшĕ. Библири йĕркесем те çакăн пиркиех çирĕплетеççĕ: «Сăмах чăн малтанах пур. Вăл Сăмах Турăра, çав Сăмах - Хăй Турă (Иоан.1,1-2)». Иосиф Александрович «Шăплăх-Сасă-Сăмах» çыхăнăва тĕпе хурать. Кунта драматург тата режиссер сăмахĕсене илсе пани вырăнлă пулмалла.

«- Шавра эп шăплăха итлетĕп, - тенĕ Айхи.

- Сейсмограф пулмалла поэт чĕри, - тет Хусанкай.

Шăплăхра сасă илтĕнет. Çав Сасă, тĕнче таппипе пĕр кĕвве килсе, Сăмах тăвать: Сăвă çуралать.

Гомер суккăр пулнă, теççĕ. Çакна грексем ытарлă каланăн туйăнать. Поэта «суккăр» тени «Поэт Тĕнче янравне уçăмлăн илтет» тенине пĕлтерет пулĕ»...

Акă сăвă еплерех çуралнин вăрттăнлăхĕ те уçăлчĕ пирĕншĕн. Çапах поэт чĕри, хайлав чунĕ нихăçан та тĕппипех уçăлмĕ пирĕншĕн. Унсăрăн унăн асамĕ çĕтет. Çавăнпа-тăр пĕр произведениех çичĕ çын çичĕ тĕрлĕ ăнланать. Пĕри тĕрĕс шухăшлать те тепри йăнăшать тесе хирĕçлеймĕн, пат татса калаймăн ку лару-тăрура. Ара, кашнин хăйĕн курăмĕ, ăнланăвĕ-сĕмленĕвĕ. Кашниех унта хăйне кирлине шырать. Вăл авторпа килĕшмесессĕн те пултарать. Тепĕр чухне çыракан çын, тен, хăй те хăйĕн хайлавĕн пĕлтерĕшне тĕрĕс хак- лаймасть. Тен, шухăшланинчен, унччен палăртнинчен те тарăнрах шухăша каланă вăл, анчах çакна хăй те ăнланмасть. Е тепĕр май та пулма пултарать - тĕллевĕ пысăк, анчах ăна кирлĕ пек пурнăçлайман, вулакан патне илсе çитереймен.

Апла-и, капла-и, эпир никама та нимшĕн те тиркес шухăшлă мар. Поэзи пирки сăмах пынă чухне пушшех те. Сăвă тĕнчи - хатĕр формулăсен хутлăхĕ мар. Кунта йăнăшпа тĕрĕслĕх пирки мар, туйăм пирки калаçмалла пирĕн шутпа. Пĕтĕмлетĕвне вара хăйне валли кашни хăй тума тивĕç.

«Чĕрĕ Сăмах» ревю XX ĕмĕрти чăваш поэзийĕн кун-çулне утса тухать. Ку тапхăр - çĕнĕ хурăмсем, çĕнĕ сăмах, хăйне евĕрлĕ кĕвĕлĕх шыранă вăхăт. Пьеса авторĕ Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн тата Геннадий Айхин пултарулăхне тĕпе хурать. Кашни сăвăç - пĕр тĕнче. Спектакльте вĕсене пĕр сăнар - Поэт (Сергей Никитин) - пĕрлештерсе тăрать. Поэтăн тĕрĕслĕхшĕн кĕрешмелли, телее туптамалли пĕртен пĕр хĕç-пăшалĕ - сăмах. Унпах вăл хăй ĕмĕтне палăртать, çĕнĕ кун еплерех пулмалли пирки евитлет. Хăйĕн шăпине халăх, çĕр-шыв кун-çулĕнчен уйрăм курмасть вăл. Чăн Поэт - эгоист мар. Тăван халăхĕн инкекĕ - унăн терчĕпе хурланăвĕ те.

«Тăван чăваш хăюллине,

Вăл вăйлине курасчĕ ман.

Чăваш!..

Çĕклен те çунатлан!

Куçна тĕлле хĕвел çине», - тесе çырать Çеçпĕл Мишши 1921 çулхи утăн 5-мĕшĕнче «Чăваш! Чăваш!» сăввинче. Анчах юпан 30-мĕшĕнчех сăвăçăн сасси урăхларах янăраса каять. Унчченхи шанăç вучĕ майĕпен сÿннĕн туйăнать.

«Эй, чĕррисем! Вилесем урлă

Ыран патне

Кĕпер хывăр», - тет поэт. («Кĕпер хывăр!») Вăй-халĕ пĕтнине сиссе хăйне те çав кĕпер айне ывăтма хушать вăл. Ун чун тăрăмне еплерех ĕнентерÿллĕ кăтартса парать-ха Сергей Никитин!

Петĕр Хусанкайăн нихăçан та пуçне усман хаваслă Тиллийĕ те еплерех чĕррĕн тухса тăрать пирĕн ума. Иосиф Александрович Çеçпĕле пророкпа танлаштарчĕ тĕк Хусанкай пирки «ĕмĕр вĕренекен çын, философ» тесе палăртрĕ. «Митта Ваçлейĕ - чăваш поэзийĕн ыратăвĕ; Айхи - чăваш поэзи чĕлхине тĕпрен улăштаракан, ун çине çĕнĕлле пăхма хистекен çын», - терĕ пьеса авторĕ.

Сăмах тени пĕрре пăхма çеç ансат пек. Апла пулин те хăвачĕпе витĕмĕ пысăк çав унăн. Тепĕр чухне вара каланишĕн явап тытма та тивет. «Тĕрĕсне калакан тăванне юрайман. Тĕрĕс сăмах чул ватать», - тесе ахальтен шахвăртман ваттисем. Авă, Петĕр Хусанкай та 20-30-мĕш çулсенче национализмшăн айăпланса çулталăк та тăхăр уйăх тĕрмере ларнă. Çапах та:

«Юн тумласа тăтăр чĕрÿнтен.

Ан хĕрхен, тăванăмçăм, хăвна», - тесе шăрçаланă. («Тăван поэта», 1925.)

Митта шăпи тата та хурлăхлăрах. «...17 çул этапра пулнă, 10 çул Чул хула облаçĕнчи Унжлагра нушаланнă хыççăн çулталăк çурă тăван ялĕнче унăн кашни утăмне сыхласа тăнă, 1949 çулта тепĕр хут арестлесе Красноярск крайне «ĕмĕрлĕхне хăямата янă». 1954 çулта кăна поэт каялла таврăнма пултарнă». Репресси хыççăн икĕ çул ытларах çеç пурăннă вăл, çĕре кĕнĕ...

Поэт савнийĕн рольне Наталья Шамбулина питĕ ăста калăпларĕ. Сасă вылявĕпех куракан чунĕн хĕлĕхĕсене хускатрĕ вăл. Вăхăтăн синкерлĕхне, юратакан чĕре хурлăхне пирĕн пата туллин çитерчĕ артистка. Спектакльте ар çын (Владимир Свинцов, Алексей Ильин, Артур Коновалов) тата хĕрарăм (Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Зайцева-Ильина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Венера Пайгильдина, Наталья Шамбулина, Алевтина Семенова, Людмила Павлова) хорĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем - тертпе нуша авăрĕнче путакан тăван халăх та, кирек хăш самантра сана пĕтерме хатĕр тăшман та (тен, пĕлĕш-тантăш та)...

Ревю истори тапхăрне кăтартса паракан пайрăм-паллăпа та пуян - çар шинелĕ, пионер галстукĕ, хĕрлĕ косынка, чанкăртатакан тимĕр сăнчăр, тăлă, хура пĕркенчĕк, тĕссĕр сăрă тум... Автор шухăшне куракан патне çитерме юрă-ташă та, кинохроникăри документлă фильмсен кадрĕсем те, архиври сăн ÿкерчĕксем те пулăшаççĕ. Чăвашла пĕлмен çыншăн та йăлт ăнланмалла.

Шел те, спектакль вăхăтĕнче залран тăрса тухса каякан çамрăксем те пулчĕç. Мĕнех калайăн вĕсене?.. «Чулланнă чĕресене «Чĕрĕ Сăмах» витертĕр!» - темелли çеç юлать. Тен, паян мар, çак самантра мар, кăшт каярахпа. Пĕр сăваплă сăмах пин те пĕр шухăш çуратать. Чĕрĕ сăмах чула та ватать. Чĕресенчи чула та тĕпретет вăл. Çÿлерех илсе панă эпиграф патне таврăнар-ха. Ыр сăмах юмана та чун парать тĕк этем унран та каярах-им? Мĕншĕн йышăнаймасть-ха вăл асамлă поэзи чĕлхине?

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.