Тăван Атăл

30 Кăрлач, 2018

Сыв пуллашаймарĕ

Пĕчченех ÿстерчĕ хĕрне Кçени. Упăшки Георги кÿршĕ ялтан таврăннă чухне колхоз председателĕн машини айне лекрĕ. Лешĕ, ÿсĕрскер, УАЗикне питĕ хытă хăваланă, пăрăнчăкра рулĕ выляса кайнипе çул хĕррипе пыракан Георги çине кĕрсе кайнă. Телефон юпи çеç чарма пултарнă «ĕрĕхсе» кайнă тăватă «кустăрмаллă ута». Ашшĕ пулма хатĕрленекен арçын самантрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Председатель, тăватă ача ашшĕ, çур çула яхăн пульницăра сипленнĕ. Арăмĕпе хĕрĕсем ăна палатăран инвалид кÿмипе илсе тухнă.

30 Кăрлач, 2018

Чăн пурнăçран

Ĕмĕр сакки сарлака, тенĕ чăвашсем. Ку тапхăрта пурнăç тем тĕрлĕ те çаврăнать. Кирек хăш çула çитсессĕн те çын лайăххине шанать, ĕненет, ăна пуласлăхра курать. Çакă ăна малашне пурăнма вăй-хăват парать.

Кашни çын пурнăçĕнче кулăшла самантсем сахал мар сиксе тухаççĕ. Çулсем иртнĕ май хăшĕсем манăçаççĕ. Теприсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Вĕсем хитре юрă-кĕвĕ, тĕрĕ пекех, ламран-лама, ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ, халăх пултарулăхĕн уйрăлми пайĕ пулса каяççĕ.

25 Раштав, 2017

Надежда Лисовая: "Украин тата чăваш халăхĕсен хушшине нимĕнле политикăна та кĕртмелле мар..."

Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть. 1982 çулхи кăрлач уйăхĕнче Киев хулине килсен мана мастер пулса ĕçлеме Украинăн тава тивĕçлĕ строителĕ Иван Иванович Божок патне ячĕç. Вăл вара шăпах Чернигов облаçĕнчи Остер хулине кĕрекен Кашкăр Сăртĕнче çуралнă.

Pages