Комментари хушас

Ĕмĕр сакки сарлака, тенĕ чăвашсем. Ку тапхăрта пурнăç тем тĕрлĕ те çаврăнать. Кирек хăш çула çитсессĕн те çын лайăххине шанать, ĕненет, ăна пуласлăхра курать. Çакă ăна малашне пурăнма вăй-хăват парать.

Кашни çын пурнăçĕнче кулăшла самантсем сахал мар сиксе тухаççĕ. Çулсем иртнĕ май хăшĕсем манăçаççĕ. Теприсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Вĕсем хитре юрă-кĕвĕ, тĕрĕ пекех, ламран-лама, ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ, халăх пултарулăхĕн уйрăлми пайĕ пулса каяççĕ.

Иван Афанасьевич Прокопьев /Чураль/ ачаранах республика, район хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Вĕсен страницисенче вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Çарта пулнă чух та унти хаçатсенче пичетленнĕ. Редакцисенче ĕçленĕ май тĕрленчĕксемпе, очерксемпе пĕрле калавсем, сăвăсем те шăрçаланă. Уйрăмах кулăшла калавсем хайлама кăмăллать.

И.А. Прокопьев – çут çанталăк тусĕ: пулăç та, хурт-хăмăрпа ĕçлеме те вăхăт тупать, çут çанталăкпа туслă пулма чĕнет. Ахальтен мар автор хăй псевдонимне те Мăн Çавал юхан шывĕн ĕмĕрхи çăл куçсем тапса тăракан пĕр кукăрĕн ятне илнĕ — Чураль.

Хальхи вăхăтра И.А. Прокопьев /Чураль/ Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пырать.

Питĕ палланă тăрă

Çуллахи вăйлă çил-тăвăл ялти пĕр килте сарай тăррине сÿсе урамăн тепĕр енчи кÿршисен умне пырса лартать. Килте пурăнакансем çакна чÿречерен асăрхаççĕ, çут çанталăк пысăк пă-тăрмах кÿни çинчен калаçаççĕ.

– Çил-тăвăл такамсене хытă шар кăтартнă, сарай тăрринех сÿсе кайнă, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ.

– Чим-ха, мĕншĕн ку хуралтăн тăрри питĕ палланăскер вара, ăна унччен курнă пек туйăнать? – кăшт вăхăт иртсен хăйĕнчен хăй ыйтать вăл.

Кил картине тухса пăхать те, çил никамăнне те мар, хăйсен сарайĕн тăррине сÿсе кайнине асăрхаса, пĕççисене шарт! çапать хайхи.

– Атя, тăрăна хăвăртрах пăсса кĕртер, ăна капла урамра вырттарма çынсенчен намăс, – васкатать ывăлĕсене амăшĕ.

«Ман лашана курман-и?..»

Ку нумай çул каялла пулнă. «Сельхозтехника» территорине водитель пырса кĕнĕ. Аллинче çунтармалли-сĕрмелли материал ямалли хатĕр.

– Кирпĕч завочĕ тĕлĕнче автомашинăн бензинĕ пĕтсе ларчĕ, – çитнĕ-çитменех хашкаса пĕлтернĕ вăл пĕрле ĕçлекенсене.

– Вара мĕн тумаллине пĕлмерĕн-и? – шахвăртса ыйтнă унран йышри пĕр водителĕ.

– Çук.

– Хăв мĕнле автомашинăпа ĕçленине манса кайман-и эсĕ?

– Çук, манман. Бензовозпа.

– Апла хăвăн пур чухне кунта мĕн шыраса çÿретĕн эсĕ? – хăтăрса тăн панă ăна ĕçтешĕ.

Пĕри хăй айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă. Тепри хăйĕн çамки çинчи куçлăхне çухатнă. Пирĕн кулăшри герой вара хăй бензин турттарса çÿренине манăçа кăларнă.

Çук пулсан та пур пек

Санюк кинеми çамрăках мар ĕнтĕ – çитмĕле çывхарать. Машинкăпа кĕпе-йĕм çĕлеме ăста. Шÿте кăмăллать. Мăнукĕсем те унран юлмаççĕ.

Пĕррехинче Санюк кинеми саппун çĕлеме ларать. Куçлăхне тăхăнать.

– Вăт куçлăх витĕр çĕвĕсем епле тикĕс пулаççĕ, – хăйпе хăй калаçать вăл.

Мăнукĕ Митя ахăлтатсах кулать. Икĕ пÿрнине куçлăх çаврашки ларнă вырăна чикет. Пÿрнесем ирĕклĕнех ун витĕр тухаççĕ. Куçлăх пушах-мĕн. Ăна асламăшĕ ĕçе пуçăниччен Митя вăрттăн кăларса илнĕ.

Пĕр-пĕр япалана ĕненсен вăл çук пулсан та пуррăн туйăнать çав...

Аван шыв

Чылай çул каялла пулса иртнĕ ку. Ун чухнехи райсельхозтехника пĕрлешĕвĕнче тĕп инженер пÿлĕмне ирех тĕрлĕ хатĕр турттаракан автомашина водителĕ кĕнĕ.

– Ульяновска кайсан эрех туянтăм. Аван пек туйăнчĕ. Тутанса пăхма кăмăл пур-и? – ыйтнă вăл хуçаран.

– Эрех ĕçме ытла ир халь, вăхăт çук. Ав, управляющи канашлу пухать, унта каймалла, – хуравланă инженер.

– Ну, юрĕ, кайран тутанма ярса хăваратăп, – стакана чăппиех эрех тултарать водитель. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.