Эссе

30 Кăрлач, 2018

Сыв пуллашаймарĕ

Пĕчченех ÿстерчĕ хĕрне Кçени. Упăшки Георги кÿршĕ ялтан таврăннă чухне колхоз председателĕн машини айне лекрĕ. Лешĕ, ÿсĕрскер, УАЗикне питĕ хытă хăваланă, пăрăнчăкра рулĕ выляса кайнипе çул хĕррипе пыракан Георги çине кĕрсе кайнă. Телефон юпи çеç чарма пултарнă «ĕрĕхсе» кайнă тăватă «кустăрмаллă ута». Ашшĕ пулма хатĕрленекен арçын самантрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Председатель, тăватă ача ашшĕ, çур çула яхăн пульницăра сипленнĕ. Арăмĕпе хĕрĕсем ăна палатăран инвалид кÿмипе илсе тухнă.