Сыв пуллашаймарĕ

30 Кăрлач, 2018

Пĕчченех ÿстерчĕ хĕрне Кçени. Упăшки Георги кÿршĕ ялтан таврăннă чухне колхоз председателĕн машини айне лекрĕ. Лешĕ, ÿсĕрскер, УАЗикне питĕ хытă хăваланă, пăрăнчăкра рулĕ выляса кайнипе çул хĕррипе пыракан Георги çине кĕрсе кайнă. Телефон юпи çеç чарма пултарнă «ĕрĕхсе» кайнă тăватă «кустăрмаллă ута». Ашшĕ пулма хатĕрленекен арçын самантрах çут тĕнчерен уйрăлнă. Председатель, тăватă ача ашшĕ, çур çула яхăн пульницăра сипленнĕ. Арăмĕпе хĕрĕсем ăна палатăран инвалид кÿмипе илсе тухнă. Сучĕ пуласса кĕтсе илеймен вăл, эрех ĕçсе лартнă хыççăн картлашка çинчен кÿми-качки персе аннă та урăх тăрайман.

Питĕ куляннипе Кçени хĕрне вăхăт çитмесĕрех çуратрĕ.

Çурма тăлăх Ларисăна ура çине тăратма никам та пулăшмарĕ. Ачине кăкăр ĕмĕртме пăрахтарсан дояркăра ĕçлеме пуçларĕ. Хĕрне кÿршĕри чĕлхесĕр Кĕтерни патне яра-яра хăварчĕ. Фермăран таврăнсан, кăшт-кашт хыпкаласан вилнĕ пек çывăрса каякан пулчĕ. Ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă Кçени — колхозра чи лайăх дояркăсенчен пĕриччĕ. Район хаçатĕнче ун ячĕ час-часах курăнса тăчĕ. Мухтав хучĕ, хаклă парне парса тăтăшах хавхалантарчĕç ăна. Хĕрĕ виççĕ тултарсан ăна садике вырнаçтарма пулăшрĕç. Кунта вара чĕмсĕр хĕр пĕрчинчен пакăлти шăпăрлан пулса тăчĕ. Пĕр вĕçĕм чĕвĕлтетрĕ вăл. Епле хĕпĕртерĕ çакăншăн Кçени.

Шкулта та аван ĕлкĕрсе пычĕ Лариса. Аттестатпа пĕрле кĕмĕл медаль илчĕ. Унăн ашшĕ пулас текенсем те тупăнкаларĕç. Кçени пĕрне те алăк урати урлă каçармарĕ. Ферма заведующине Ваçли Иванăча кăна хушăран хăйĕнпе киленме ирĕк пачĕ. Ваçлипе вĕсем пĕр класра вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă. Аслă классене çитсен арçын ача хĕрĕн илĕртекен вырăнĕсене лектеркелеме ты-тăннăччĕ. Хыçалти ретре ларакан Георги çакна пĕтĕмпех курса тăнă. Пĕреххинче каçхине кино хыççăн Георги Матюç аппан пахчин хурлăхан тĕммисен хушшинче пытанса ларнă. Килне васкакан Ваçли еннелле чул катăкĕ вăркăнтарнă. Лешĕ пуçĕнчен лекнĕ, шăтнă вырăнтан юн тапса тухнă. Ахлатнă сасса илтсе кил хуçи сиксе тухнă. Унпа пĕрле — йăмăкĕн Канашра медсестрана вĕренекен хĕрĕ Света та. Тем самантра вăл Ваçли çамкине бинтпа чĕркесе хунă. Çакăн хыççăн вĕсем çывăхланса кайрĕç.

Юратса пăрахнă Света Ваçли суранĕ çинчи бинта кашни кун улăштарса тăчĕ. Каччă та чиперкке çине ăшă куçпа пăхрĕ. Вун саккăр тултарсанах Ваçлипе Света мăшăрланчĕç. Георги сарăмсăр вилнĕ хыççăн çулталăкран Ваçли шкулти йăлана аса илчĕ пулас. Кçенине улах вырăнта кĕтсе илсе аллине ирĕке яма пуçларĕ. Арçын ачашне чылайранпа курман çамрăк хĕрарăм хирĕçлемерĕ. Икĕ хутчен çие юлчĕ Кçенин, çынран намăс тесе иккĕшĕнче те хырăм пăрахрĕ. Анчах аптрине миххе пытараймăн. Ваçлипе Кçени çыхăнăвĕ çинчен сас-хура тухрĕ-тухрех. Ĕç шала кĕрсе каясса сиссе-ши Света упăшкипе икĕ ачине Ригăна, амăшĕн аппăшĕнчен юлнă хваттерне илсе кайрĕ. Латви ют çĕршыв пулса тăнăранпа Кçени Ваçлие пĕрре те курман, вăл мĕнле пурăннине те пĕлмест.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.