Анне хăçан килет-ши?
– Анне-е! – йĕрет тăватă çулти Танюш.
– Анне-е! – йăмăкне кура йĕрет ултă çулти Валюш.
Анчах та амăшĕ илтмест çав пĕчĕкскерсене. Пăрахса хăварнă та кукамăшĕ патĕнче. Кукамăшĕ вара... Тем амакĕ пулнă çав кукамăшне. Иртнинче хыçĕсенчен çĕçĕпе хăваласа çÿрерĕ. Аран чÿречерен тухса тарса ĕлкĕрчĕç. Паян ав, чип-чипер выляса лараканскерсене: «Ман валли çуратса тултарнă- им çак анчăксене?» – тесе алăран тытса пÿртрен танкăлтаттарса кăларса ячĕ, алăкне шал енчен çаклатса илчĕ. Халь ак лараççĕ крыльца çинче. Никама та кирлĕ мар, хăр-тăлăххăн туйрĕ хăйне пĕчĕк Валюш. Юрать-ха, йăмăкĕ пур, пĕччен мар. Тата хырăмĕ те выçнă тахçанах, тăнăранпа пĕр тĕпренчĕк те ăша яманскерсен, ним тума та пĕлменскерсен.
– Атте-е! – чĕнет Танюш.
Валюш та ашшĕне чĕнĕччĕ, анчах ăна аса илсенех чĕтреме тытăнать пĕчĕк хĕр пĕрчи. Сахал мар хăратнă вĕсене ашшĕ. Çĕрле ĕçрен таврăнать те пуçланать ахăр самана. Амăшĕ, çывăракан пĕчĕкскерĕсене ăшă утиял айĕнчен кăларса сивĕ аслăк çине тарса пытанаççĕ вара, тĕттĕм те сивĕ мунчара çĕр каçкалани те пулнă. Ĕлкĕреймесен, ах, тур! амăшне чĕп-чĕр юнпа пĕвениччен тытса ислетет. Çакăн пек чухне вĕсем Танюшпа диван хыçне е шифоньер ăшне пытанса пĕр сас кăларма хăраса лараççĕ. Питĕ хăрушă.
– Ан макăр, Танюш, – лăплантарма пăхать йăмăкне çакскер. — Акă анне килсе çитет. Пире валли канихвет илсе килет.
– Чăнах илсе килет-и? – йĕме чарăнса ыйтать аппăшĕнчен.
– Чăнахах илсе килет. Ак çакăн чухлĕ, – аллипе саркаласа кăтартать Валюш.
– Тата мĕн илсе килет? – куççульне шăлать Танюш.
– Тата-и? – мĕн каламаллине те аптăрарĕ асли. Ах, хырăмĕ пит выçнă-çке унăн. – Тата торт илсе килет. Пан улми... Чупа-чупс...
– Кинтл тата! – хавасланса кайрĕ йăмăкĕ. – Мана кинтл киллĕ.
– Тата печени...
– Айпус!
– Тата...
– Аппа, ман хыйăм выççĕ. Анне хăçан килет-ши? Анне-е, – нăшăклама пуçларĕ Танюш.
Валюша ăслă шухăш пырса кĕчĕ: пахчана тухмалла, унта мĕн те пулин çимелли тупăнатех. Крыльца çинчен анчĕ, ун хыççăн кĕçĕнни те юлмарĕ.
– Аппа, мана ан хăвай, – тесе хыçĕнчен сĕнкĕлтетрĕ.
Çаклатнă алăкне уçса пахчана кĕрсе тăчĕ икĕ хĕр пĕрчи. Мĕн пур-ши кунта çимелли? Сухан ÿсет, çук, вăл йÿçĕ, çисе пулмасть, кунта ак кăтра çулçăлли темскер ÿсет. Çавна тымарĕпе çăлса кăларчĕ Валюш – кача пÿрнинчен те çинçерех кишĕр пулса тăчĕ хайхискер. Акă вăл çăлăнăç! Çапла майпа темиçешне çăлса кăларчĕ те ăнкаруллăскер пахчара пичкере шыв пулмаллине аса илсе унта ва скарĕ. Пичкери шывпа çуса çуррине йăмăкне пачĕ. Тутлăскере туххăмрах çисе ячĕç хĕр пĕрчисем.
– Аппа, çылла! – чĕнчĕ йăмăкĕ аппăшне. Вара асли хушмасăрах тĕмĕ çинчи симĕс çырлана çиме пуçларĕ.
Йăмăкĕ патне аппăшĕ те пырса тăчĕ, пĕр-иккĕшне чăмлакаласанах сурса пăрахрĕ.
– Ан çи, йÿçĕ, – терĕ.
Лешĕ йÿççине пăхмасăр çиме чарăнмарĕ тата кĕпи кĕсйине те тултарчĕ.
Пахчара çаврăнкаласа çÿренĕ хыççăн хĕр пĕрчисем пÿрт алăкне туртса пăхма шутларĕç, алăк уçăлмарĕ. Шаккаса та пăхрĕç йăмăкĕпе аппăшĕ. Çук, алăк уçакан пулмарĕ вĕсене. Чÿречине те пулин уçса хăварма ăс çитереймен пĕчĕкскерсем. Кукамăшĕ çывăрать пулинех, кăна Валюш ашшĕне курса пĕлет, ашшĕ ĕçсе таврăннă хыççăн, тулхăрса чунне пусарсан ним туйми çывăрать. Ку-камăшĕнчен те çав ашшĕнчен килекен ĕçкĕ шăрши темиçе кунранпа перет.
– Эх-х, анне часлах килсенччĕ, аха-и, аппа? – питĕ тунсăхланă амăшне Танюш. – Пиле анне те юлатмасть, куками те юлатмасть, никама та киллĕ мал эпил... Аппа, эпĕ сана хытă юлататăп, эсĕ мана пăлахса ан хăвал, юлать-и, аппа? – каллех нăшăклатма пуçларĕ çакскер.
Валюш паçăрах йĕрес патне çитнĕ, анчах та аслин çирĕпрех пулмалла çав, йăмăкне хÿтĕлемелле. Мĕн тăвас?
– Атя, аннене шырама каятпăр, – сĕнчĕ вăл.
– Атя, – хапăлласах йышăнчĕ çак сĕнĕве Танюш. – Ăçта каятпăй? Хулана-и?
– Хулана, – терĕ кăшт шухăшласа тăнă хыççăн Валюш. Иккĕленмелли çук, аслисем яланах хулана каяççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас