Ытла та вăрттăн юрату

30 Кăрлач, 2018

Иван ВУТЛАН (Иван Дмитриевич Тимофеев) Пермь облаçĕнчи Мăн Уса ялĕнче 1940 çулхи юпан 1-мĕшĕнче çуралнă.

Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ районне кĕрекен Вăрманкас Пайкилт ялĕнче иртнĕ. Шупашкарти педагогика институчĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетĕнче вĕреннĕ. 1962 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Хăйĕн интернационаллă тивĕçне çав вăхăтри чи хĕрÿ вырăнсенче — çывăх Хĕвел тухăçĕнчи çĕршывсенче — пурнăçланă. Ăна «Çарти хастарлăхшăн» тата «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă. 10 çул хĕсметре тăнă хыççăн Шупашкара таврăннă. Учительте, шкул директорĕнче, респу-блика правительствинчи тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулнă.

Вăл Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Иван Вутлан çырнă тата пичетлесе кăларнă кĕнекесем: «Асамат кĕперĕ», «Çул — пĕрре», «Кĕтмен утăм», «На берегу чужом», «Пĕчĕк иккен çĕр чăмăрĕ», «Ытла та вăрттăн юрату» т. ыт. те.

2016 çулхи нарăс уйăхĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă. «Тăван Атăл» журналăн паянхи номерĕнче Иван Вутлан çырнă романăн сыпăкĕсемпе паллаштаратпăр.

Роман сыпăкĕсем

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Çĕрлехи урамра хĕрарăм йĕни илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ – хăна çурчĕпе юнашар тăкăрлăкри тротуар çине тимĕр татăкĕ чанклатса ÿкрĕ.

Балкон çине тухнă арçын пулăшу ыйтса кăшкăракан хĕрарăм сассине илтрĕ те аялти хута анчĕ, анчах унта туристсене кирек хăш вăхăтра та йышăнса вырнаçтаракан араба та, талăкĕпе телефон умĕнче ларакан хĕр оператора та, кашни каç вестибюль урайне çăвакан тарçа та, кунĕн-çĕрĕн çурт умĕнчи будкăра тăракан полицейские те – никама та тупаймарĕ, вара пĕчченех ансăр тăкăрлăкалла ыткăнчĕ.

Тĕттĕм кĕтесре ăна сасартăк такам пуçран йывăр япалапа çапрĕ. Тăнне çухатнă çын тротуар çине ÿкрĕ...

КАНĂÇСĂР ИР

Завод директорĕ пулма уйăрса лартсан Махмуд Монейм ирхи кĕлĕрен пуçласа сĕм çĕрлечченех тавралăха тимлĕрех сăнама, кашни çĕнĕ çуртăн илемне ыттисемпе танлаштарма, архитекторсемпе тавлаша-тавлашах пулас урамсене меллĕрех вырнаçтарма тытăнчĕ.

Паян та хăна çуртне çитичченех вăл сывлăха сыхлас енĕпе центр уçасси, производство склачĕсем тăвасси тата чукун çул станцине лартмалли лаптăка пĕчĕклетесси çинчен шухăшласа утрĕ. Ăна тепĕр япала, çие юлнă Ангелика тĕп хулара пулни, канăç памарĕ. Паллах, арăмне кашни утăмрах Софи пулăшать, анчах йăмăкĕн хăйĕн те пурнăçĕ пылак мар, мĕншĕн тесен вăл ирсерен Палестина арабĕсен штаб-хваттерĕнче упăшкинчен хыпар кĕтсе асапланать. Ангелика, Софи тата Фарук шăпи пĕр тĕвве çыхăнса Махмуда хăйне те канăç пами пулчĕ. Вăл васкаса хăна çуртне кĕчĕ те лифтпа пÿлĕмне хăпарчĕ, оператора тĕп хулари телефон номерне пĕлтерчĕ.

– Хэлло, Махмуд, – илтĕнчĕ тепĕр самантран ыйхăран вăраннă Ангеликăн çепĕç сасси.

– Епле пурăнатăн, хаклă кăвакарчăнăм? – трубкăна çывăхарах тытрĕ Махмуд.

– Чиперех.

– Эпĕ Софи тухса кайиччен шăнкăравлас терĕм, çавăнпа сана ир вăратрăм.

– Вăл сехет каялла тухса вĕçтерчĕ.

– Ăçта кайрĕ? Штаб-хваттере-и?

– Çук. Ăна кардиологи центрне чĕнчĕç.

– Кам?

– Министр.

– Ахмади Шоухди-и? Йăнăшмарăн пулĕ те?

– Министр хăй шăнкăравларĕ. Ăна васкатрĕ, хăйĕн автомашинине ярса пачĕ.

– Инкек таврашĕ сиксе тухман пулĕ те?

– Такам вилнĕ. Ахмади Шоухди господинăн çывăх юлташĕ.

– Юлташĕ? Араб е вырăс çынни?

– Пĕлместĕп.

– Пĕл, тархасшăн.

– Юрать.

– Тепĕр вун пилĕк минутран санпа çыхăнăп, – Махмуд кичеммĕн трубкăна хучĕ, аллипе хура мăйăхне пĕтĕрсе илчĕ те пÿлĕм варринчи кресло çине ларчĕ, темиçе хут министрăн çывăх тусĕсене аса илчĕ. Сасартăк пуçа çиçĕм хăвăртлăхĕпе хăрушă шухăш вирхĕнсе кĕчĕ: ĕнер, каç енне, Римали генералпа Волин господин çăмăл автомашинăпа тĕп хулана тухса кайрĕç. Тен, çул çинче мĕн те пулин пулнă?

Директор хăвăрт трубкăна тытрĕ, анчах пÿрни диск шăтăкне кĕменнине, алли чĕтреме тытăннине сисрĕ те пĕр самант вырăнтан хускалмасăр ларчĕ. «Тен, Волин господина тем пулчĕ?» – вĕлтлетрĕ шухăш. «Çук, вăл çынна хурçăран тунă. Вăл – чĕрĕ» – хирĕçлерĕ ăшри тепĕр сасă. «Тен, Римали губернатора пĕр-пĕр тискер вăрă-хурах тапăннă? Ăна çухатсан кăнтăрта тытăнса тăма йывăр пулать: халăх ăна хисеплет тата хăрать. Ятне илтсен чи хаяр вăрă-хурах та, контрреволюционер та сивĕ тарпа витĕнет. Генерал – кăнтăрти тĕрек. Революцин шанчăклă салтакĕ!» – хăйпе хăй калаçса чунне лăплантарма тăрăшрĕ çамрăк директор.

Телефон сасси пÿлĕмри шăплăха та, пуçри йывăр шухăшсене те вăхăтлăха татрĕ.

– Махмуд! Хĕвелĕм! – илтĕнчĕ сасă инçетрен. – Пысăк инкек!

– Мĕн сиксе тухрĕ?

– Волин господина такам вĕлернĕ.

– Кама вĕлернĕ? – ĕненмесĕр тепĕр хут ыйтрĕ Махмуд.

– Волин господина.

– Кам вĕлернĕ?

– Пĕлместĕп.

– Кĕт. Эпĕ çитиччен килте пул.

– Сана Ахмади Шоухди господин заводра пулма хушрĕ. Ман пирки ан пăшăрхан. Кунта аван, хаклă тусăм! Пирĕн пулас пепке хăй пуррине систерсех тăрать: вăхăт-вăхăтпа тапкалашса илет. Эпир иккĕн, çавăнпа темиçе хут асăрхануллă пул! – Çĕтрĕ инçетри сасă, анчах мĕн кантура çитичченех хăлхаран тухмарĕ, ăна хăйне те инкек кĕтме пултарнине тата кĕрешÿ çивĕчленсе хаярланнине аса илтерчĕ. Малалла вулас...

 

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.