Комментари хушас

25 Раштав, 2017

Надежда Лисовая: "Украин тата чăваш халăхĕсен хушшине нимĕнле политикăна та кĕртмелле мар..."

Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть. 1982 çулхи кăрлач уйăхĕнче Киев хулине килсен мана мастер пулса ĕçлеме Украинăн тава тивĕçлĕ строителĕ Иван Иванович Божок патне ячĕç. Вăл вара шăпах Чернигов облаçĕнчи Остер хулине кĕрекен Кашкăр Сăртĕнче çуралнă. Çак вырăн мĕнпе паллă пулнине ун чухне пĕлмен те эпĕ. Иван Иванович, эпĕ чăваш хĕрĕ пулнине пĕлсен, савăнсах кайрĕ, Кашкăр Сăртĕнче хăй вăхăтĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши пурăннине, унăн вил тăприйĕ халĕ те çавăнтах пулнине каласа пачĕ, кăмăл пулсан мана Остера илсе кайма хирĕç маррине пĕлтерчĕ. /Тÿрех каласа хăварам, манăн аттепе анне Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ. Эпĕ вара Мари Эл Республикинче, Шупашкартан 40 километрта вырнаçнă Шимшурга ятлă ялта, кун çути курнă, тен çавăнпа Çеçпĕл Мишшин ĕçĕ-хĕлне вăл вăхăтра пĕлсех те кайман/.

Унтанпа 30 çула яхăн иртсе кайрĕ!!! Вăхăт çитрĕ пулас… Çÿлтен темĕскер: «Каймалла! Халех! Каймаллах!» — тесе хушрĕ. Ку вăл 2009 çулччĕ. Шăпах çак вăхăтра Çеçпĕл Мишшин таса ятне, унăн ĕçĕ-хĕлне Остерти хăш-пĕр «ырă çынсем» варалама пуçлани паллă пулчĕ. И.И.Божока шăнкăравларăм, мана Остер хулине илсе кайма, Çеçпĕл вырăнĕсемпе паллаштарма ыйтрăм. Тепĕр кунах çула тухрăмăр. Халĕ шухăшлатăп та – паян кунчченех тăсăлать çак çул. Чĕрене çывăх та канăçсăр вăл пирĕншĕн, Украинăра пурăнакан чăвашсемшĕн, Киев – Остер маршрут.

Ун чухне вара Остера çитсенех Иван Ивановичпа хула мэрĕ пулнă В.Н.Кулик патне кĕтĕмĕр. Вăл пире Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Остер шкулĕнче /халĕ вăл гимнази/ чылай çул вăй хунă Н.Ф. Перещпа паллаштарчĕ. Николай Федорович вара гимнази директорĕпе А.П. Бондарьпе тата чăвашпа украин халăхĕсен хушшинче туслăх кĕперĕ хывнă С.А. Репьяхпа /ун чухне вăл Чернигов облаçĕн Журналистсен союзĕн председателĕччĕ/ çыхăнтарчĕ.

Паллах, чăн малтан Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă вырăнсене илсе кайса кăтартма ыйтрăм. Çапла, Чăваш Республикинчен, тăван çĕрĕ-шывĕнчен аякра «канлĕх тупнă» пулсан та, Остерта Çеçпĕле пач маннă теме çукчĕ — районăн краеведени музейĕнчи поэтăн асăну пÿлĕмĕ самаях пысăк та пуян, хула варринчи парка куçарса пытарнă вил тăприне те пач пăхса тăман теме çукчĕ. Анчах гимназири Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ пÿлĕмре хĕпĕртемелли курмарăмăр. Поэта малтан пытарнă вырăна çитсен вара куççуль тухрĕ. Çухатушăн кулянни кăна мар кунта. Хамăрăн чăваш халăхĕшĕн намăсланни те пулчĕ темелле-тĕр. Шухăшлăр-ха — кам кăна килсе çÿремен унăн вил тăприйĕ çине лайăх та лăпкă вăхăтсенче, анчах Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă вырăнсенче, çав малтанхи вырăнĕнчех тĕслĕхрен, йĕрке тăвасси çинчен шухăшламан пулас. Ÿссе кайнă курăк, кивĕ юман юпа, йĕри-тавра çĕрнĕ, штакетникрен тытнă тайăлма пуçланă карта… Намăс! Чăн малтан хама ятларăм – ара, Киевран Остера çитме 75-80 км кăна, эпĕ те пулин вăхăта теме пула тăсса пытăм, çула тухаймарăм…

Шăпах çавăн чухне манăн пуçăма Украинăра пурăнакан чăвашсене пĕр чăмăра пуçтарас-пĕрлештерес шухăш пырса кĕчĕ. /Кĕскен каласан, ку таранччен тĕллев пурнăçланчĕ. Паян аякри Украинăра та унти чăвашсем ентешлĕхе чăмăртаннă, саккунпах регистраци иртнĕ. Сăмах май, Севастопольти чăваш обществи те унччен пирĕн тытăмра шутланнă/. Гимназири Çеçпĕл музейĕ шутланакан пÿлĕмрен пуçларăмăр, урайĕнчен пуçласа мачча таранах йĕркене кĕртрĕмĕр, юсарăмăр, çĕнетрĕмĕр. Юсав ĕçĕсем тăватă уйăха тăсăлса кайрĕç. Каярах хамăрăн ентешлĕх хастарĕсемпе пĕр пулса Çеçпĕл Мишшине малтан пытарнă вырăна йĕркене кĕртес терĕмĕр. Хура гранитран чаплă палăк тутартăмăр, ун çине поэтăн «Ун чухне вара çул майăн Ман çине пырса Юрă юрласа кăтартăр, Сăвă каласа» текен сăвă йĕркисене тăватă чĕлхепе – чăвашла, украинла, вырăсла тата акăлчанла — çыртартăмăр. Ку 2013 çултах пулнăччĕ. Кăçалхи чÿкĕн 16-мĕшĕнче вара, шăпах поэт-ентешĕмĕр çуралнă кун, йăлана кĕнĕ йĕркепе каллех хамăрăн кунти ентешсемпе Остера çул тытрăмăр, асăну кунĕ ирттертĕмĕр. Унсăр пуçне вăрçă çулĕсенче Çеçпĕл Мишши сăввисен ал çырăвĕсене çĕр айне чавса пытарнă, çапла майпа вĕсене пире, паянхи ăру, валли упраса хăварма пултарнă паттăр /урăхла калаймăн!/ украин хĕрарăмĕн Евдокия Пенскаян тата унăн мăшăрĕн вил тăприйĕсем çине те гранит палăк тирпейлĕн вырнаçтартăмăр. Епле-ха урăхла пулма пултартăр?! Вĕсем /паллах чăн малтан Федор Пакрышене тав сăмахĕ калама тивĕç эпир/ пирĕн поэтăмăра чи йывăр вăхăтра алă тăсса панă, унпа пур-çук çăкăр чĕллине пайланă.

Ентешĕмĕрĕн таса ятне Украинăра чыслăн упраса-çĕклесе пырас тĕлĕшпе пурнăçлама палăртнă ĕçсем пирĕн тата та пур. Юнашарти ентеш-ĕçтешĕмсене чĕререн тав тăватăп, мĕншĕн тесен йышпа чухне тем пек йывăр ĕçе те тивĕçлĕн вĕçне çитерме чылай çăмăлрах. Умра халĕ тепĕр тĕллев — Çеçпĕл Мишши хăй вăхăтĕнче хваттерте пурăннă çурт паян та тĕрĕс-тĕкел, çирĕп ларать. Çавна паянхи хуçисенчен туянса украин çĕрĕ çинче Чăваш килĕ-музейĕ уçас кăмăл пысăк пирĕн. Çакă, паллах, йышпа тумалли ĕç. Çавăнпа Чăваш Республикин пулăшăвĕ те питĕ вырăнлă тата вăхăтлă пулĕччĕ.

Пурнăçра ĕмĕр манăçми, манăçăнма пултарайман ятсем, ĕçсем пур. Çеçпĕл Мишши пирĕншĕн тÿпери сÿнми çутă çăлтăр пекех. Украинăри Остер хулинче пурăнакансем вара, пĕлетĕр-и, мĕнле калаççĕ? — «Пирĕншĕн виçĕ çветтуй япала пур – Десна юхан шывĕ, Юрьева божница /чиркÿ пулнă/ тата Çеçпĕл Мишши». Тата мĕн калăн? Çавăнпа, хальхи вăхăтра лару-тăру çăмăлах мар пулин те, украин тата чăваш халăхĕсен хушшине нимĕнле политикăна та кĕртмелле мар пирĕн, пĕр шухăшлă пулмалла, туслă пурăнмалла.

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.