Тăван Атăл

30 Кăрлач, 2018

Сăмаха тĕрĕс те витĕмлĕ кала

Пуплев культури кашни çыннăн пĕтĕмĕшле культурипе тачă çыхăннă. Вăл литература чĕлхин виçисемпе йĕркисене çирĕп пăхăнса калаçнинче е çырнинче палăрать. Асăннă нормăсен шутне орфографипе пунктуаци тата орфоэпи правилисем, лексикăпа грамматика нормисем кĕреççĕ.

30 Кăрлач, 2018

Тайма пуç сире, пĕр шухăшлисем!.. Тавах сире, чăваш чунĕллисем!..

Тавах сире!

Тавах сире, пире кураймансем!

Тавах сире, пире юратмансем!

Тавах – хыçра йĕпленĕшĕн кулса,

Тавах – ал сулнăшăн усал сунса.

Тавах сире, ура хуракансем!

Тавах сире, усал сутакансем,

Пире пĕлмесĕрех сăмах сарса

Çÿрекенсем. Пурнăр ... павраса.

30 Кăрлач, 2018

Ÿкĕнÿ, е Психотерапевт пÿлĕмĕнчи калаçу

Маршруткăран антăм та больница еннелле васкаса утрăм. Ĕç пуçланиччен вăхăт самаяхчĕ, çавах та чун теме сиссе кăкăрта йăшкаса илчĕ. Больница алăкне хăвăрттăн уçса ятăм та картлашка тăрăх иккĕмĕш хута чупса хăпартăм. Васканипе хамăн ĕç пÿлĕмĕ умне мĕнле çитсе тăнине те ăнкарса илеймерĕм. Мана кĕтекен çынсем яланхилле манран маларах килсе ларнă. Этемсен чунĕ çапла ĕнтĕ, маларах килсен темшĕн-çке килĕсене маларах кайнăн туяççĕ хăйсене. Хăшĕ-пĕрисем ман пата чунĕсене уçса лăплантарма, тĕрĕс хурав тупма темиçе хут та килнĕ ĕнтĕ.

Pages