Шăнăрсăрсем
XXIII ĕмĕр. 22хх-мĕш çул.
Мускаври патшалăх университетĕнчи журналистика факультетĕнче ятарлă ушкăнпа вĕренекен чăваш каччисемпе хĕрĕсен кураторĕ Мстислав Евсеевич Соболевский юлашки вăхăтра тем улшăнма пуçланине чи малтан Юлий Булгарский /ку унăн чăн хушамачĕ мар, кăшт каярах тĕплĕнрех çырса кăтартăп/ асăрхарĕ. Халиччен вăл Раççей журналистикин историне вĕрентÿ программи ыйтнă пек, лекцисен пуххинче çырса кăтартнă пек вĕрентекенччĕ, халĕ çине-çинех Дмитрий Холодов, Анна Политковская ячĕсене асăна пуçларĕ. Тĕплĕн те каласа памасть хăй, ăнсăртран тенĕ пек асăнса иртет, анчах та студентсем ухмах мар-çке: шыраса тупрĕç те, вуларĕç-паллашрĕç те, Турра шĕкĕр, мĕн тери хăватлă, чăн-чăн журналистсем пулнă иккен Раççейре!
Уйрăмах Юлий кăсăкланса тĕпчерĕ ку журналистсен кун-çулĕпе пултарулăх çул-йĕрне. Тĕпчесе-вуласа пĕлнине çийĕнчех вĕрентешĕсене каласа пачĕ, тата вун-вун манăçнă харсăр журналист ятне шыраса тупрĕç студентсем, кашнин пурнăçне тишкерчĕç. Çак тĕпчевсем вăхăтĕнче çуралчĕ те унăн ыйтăвĕ, кайран пуçĕнчен тухма пĕлмесĕр ерипен, çапах тăтăш юхса тăракан тумлам хытă пăра шăтарнăн таккаса тăчĕ. Тек чăтса пулмасть, Юлий Соболевский профессортан çавах ыйтса пĕлесех терĕ: «Мстислав Евсеевич, эсир Раççей журналистикинчи харсăрсем пирки асăнтăр-ха, чăваш журналисчĕсен хушшинче пулнă-ши çавнашкал паттăрсем?»
Педагог кĕтнĕ-мĕн ку ыйтăва — çапах та тÿрех хуравлама тăхтарĕ, пачах та тепĕр майлă çавăрса ячĕ калаçăва:
— Эсир мĕнле шутлатăр: кам вăл чăн-чăн журналист, кама паттăр теме пулать? Тĕрĕс, Холодовпа Политковская йышшисем чăнлăхшăн пуçĕсене хунă, анчах та çакă-ши чăн-чăн журналист пулнине пĕлтерекен паллă? Вĕлернĕ — апла чăн-чăн журналист, вилмен — чăн-чăнах мар, паттăрсен ретне тăма тивĕç мар, çапла-и?
— Мстислав Евсеевич, çапах та Холодов та, Политковская та, ыттисем те урăхла çул суйлама та пултарнă-çке, лăпланма, чарăнма, профессие улăштарма тейĕпĕр. Малалла вулас...