Шупашкар кулачĕ
Сашук шкула кайма тытăннă çул амăшĕ хытах чирлесе ÿкрĕ. Виçĕ çул вырăн çинчен тăраймасăр асапланчĕ вăл. Килти нуша-терт пĕтĕмпех арçынсем çине тиенчĕ. Тăваттăн – ашшĕ, икĕ пиччĕшĕ тата кĕçĕнни – пуçĕпех хуçалăх ĕçне кÿлĕнчĕç: пур-çук выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, картишне тасатса тăмалла, ирĕн-каçăн апат пĕçермелле, кăмака хутмалла, пÿрт урайне шăлмалла-çумалла... Пĕри те хăраса ÿкмерĕ йывăрлăхран, черетрен пăрăнакан тупăнмарĕ.