Сывлăх

7 Раштав, 2016

Сывлăха упрама хăнăхтарас, тивĕçлĕ сиплес тĕлĕшпе нумай тăрăшать

Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалист чылай. Çак йышра пĕтĕмĕшле практика врачне /çемье тухтăрне/ Людмила Константиновăна та палăртмалла.

7 Раштав, 2016

ТЕХĔМЛĔХ КĂНА МАР

Хĕрен тымарĕпе ытларах апата техĕмлĕ тутă кĕртме усă кураççĕ. Çав вăхăтрах вăл килти сиплевре те витĕмлĕ. Унăн тымарĕ аппетита уçать, апат ирĕлессине, юн çаврăнăшне лайăхлатать, манкана çемçелсе тухма, тĕрлĕ сăлтава пула ыратнине лăплантарма пулăшать.

7 Раштав, 2016

ШАЛЧА ПĂРÇИ: ШУРРИ ТАТА ХĔРЛИ

Шалча пăрçинчи /фасоль/ тимĕр эритроцитсем йĕркеленессине, клеткăсем патне кислород пырса тăрассине лайăхлатать, организм тĕрлĕ инфекцие хирĕç тăрассине вăйлатать. Кӳкĕрт пыршăлăх инфекцийĕсенчен, ревматизмран, ӳт чирĕсенчен, бронх чирĕсенчен хăвăртрах сывалма пулăшать.

Шурă шалча пăрçинче пĕр-пĕрне пулăшакан, шăмăшăн, шăлшăн, чĕрнешĕн усăллă кальципе магни пур.

Анчах вăл колитпа, панкреатитпа, холециститпа, нефритпа чирлекен çынсене юрамасть.

7 Раштав, 2016

ПĂТĂ ВĂЙ КĔРТЕТ

Пăтă лайăх тăрантать, вăй, энерги хушать. Кĕрпесенчен хăшне суйласа илесси сирĕнтен килет. Усăллă япаласем кашнинчех пур. Çавăн пекех — сиенлĕ енĕсем те. Чи усăллисем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.

1. Хуратул кĕрпи

Вăл белок тата усăллă япаласен виçипе чемпион шутланать, калори питĕ сахаллипе палăрса тăрать. Унра тимĕр, кали, магни нумай. Çак микроэлементсем чĕре ĕçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, ыйхă вĕçнипе аптракансене, начарланма ĕмĕтленекенсене кирлĕ. Гликеми индексĕ питĕ пĕчĕккине пула хуратул сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсемшĕн те лайăх.

Pages