ПĂТĂ ВĂЙ КĔРТЕТ

7 Раштав, 2016

Пăтă лайăх тăрантать, вăй, энерги хушать. Кĕрпесенчен хăшне суйласа илесси сирĕнтен килет. Усăллă япаласем кашнинчех пур. Çавăн пекех — сиенлĕ енĕсем те. Чи усăллисем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.

1. Хуратул кĕрпи

Вăл белок тата усăллă япаласен виçипе чемпион шутланать, калори питĕ сахаллипе палăрса тăрать. Унра тимĕр, кали, магни нумай. Çак микроэлементсем чĕре ĕçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, ыйхă вĕçнипе аптракансене, начарланма ĕмĕтленекенсене кирлĕ. Гликеми индексĕ питĕ пĕчĕккине пула хуратул сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсемшĕн те лайăх.

Шута илме! Организм япăх йышăнсан, гастрит, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви вĕрĕлсен, вăрах пӳре çитменлĕхĕ аптратсан асăрхануллăрах пулмалла.

Пĕлтерĕшлĕ! Хуратул кĕрпине сахăрпа хутăштарма юрамасть — сахăр çак çимĕçĕн усăллă енĕсене пĕтерсе хурать.

2. Сĕлĕ кĕрпи

Клетчаткăпа пуян. Вăл пыршăлăха тасатать: шлаксемпе наркăмăшсене, япăх холестерина кăларать. Кĕрпере микроэлементсемпе витаминсем нумай. Сĕлĕ пăтти вар-хырăм çулĕн ĕçĕ пăсăлсан усăллă.

Шута илме! Организм пĕрчĕллисене йышăнман чухне, чĕрепе пӳре çитменлĕхĕ аптратсан юрамасть.

Пĕлтерĕшлĕ! Шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăтти сиплĕ. Кĕрпе мĕн чухлĕ шултрарах — пăтă çавăн чухлĕ усăллăрах. Анчах ăна кашни кун çимесен лайăхрах, мĕншĕн тесен ытлашши пулсан вăл организма кальцие йышăнма чăрмантарать.

3. Перловка

Унăн пăтти белокпа, калипе, фосфорпа пуян. Унра клетчатка та пур. Перловкăра чи пахи — лизин нумаййи. Çак аминойӳçек вируса /уйрăмах герпес вирусне/ хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать.

Шута илме! Çак пăтă метеоризм, вар хытни, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăкки аптратсан, вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлсен юрамасть.

Пĕлтерĕшлĕ! Хатĕрлес умĕн перловка кĕрпине 12 сехете шыва ярса лартмалла. Унтан çумалла та урăх шыва ярса вĕреме кĕртмелле, çакăн хыççăн вăйсăр çулăм çинчи шыв мунчине лартса 6 сехетрен кая мар пиçĕхтермелле. Ку — авалхи чи тĕрĕс рецепт. Ăшăлла кăна çимелле, сивĕнсен пăтă усăллă япаласенчен чылайăшне çухатать.

4. Вир кĕрпи

Углеводсемпе пуян пăтă чылайччен тутă тытать. Вир кĕрпинче клетчатка нумай. Вăл вар-хырăм çулĕн дисфункцийĕпе аптракансене усăллă. Çак пăтă пыршăлăха тасатма, шлаксемпе металсен тăварĕсене кăларма пулăшать. Унсăр пуçне юн тымарĕсене тасатать, атеросклерозран хӳтĕлет.

Шута илме! Панкреатитпа тата сахăр диабечĕпе чирлекенсене юрамасть.

Пĕлтерĕшлĕ! Вир кĕрпин тĕсĕ тутă пахалăхне витĕм кӳрет: мĕн чухлĕ сарăрах — çавăн чухлĕ тутлăрах, тĕксĕмреххинчен пăтă саланса пиçет.

5. Рис кĕрпи

Рис — çут çанталăк абсорбенчĕ. Организмран шлаксемпе наркăмăшсене кăларать, япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртет. Унсăр пуçне рис кăткăс углеводсенчен тăрать. Вĕсем виçене ӳстермесĕр мышца массине ӳстерме пулăшаççĕ.

Шута илме! Гипертонипе, сахăр диабечĕпе, атеросклерозпа, шăк çулĕсен чул чирĕпе, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансене юрамасть.

Пĕлтерĕшлĕ! Хăмăр рис лайăхрах, тасатманнине пула унăн хуппинче усăллă микроэлементсемпе витаминсем питĕ нумай.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.