Валентина ПЕТРОВА

29 Ака, 2014

Вулавăш сукмакĕ

«Кĕнеке – пурнăç çăл куçĕ», – тетпĕр пулсан та халĕ унпа çынна илĕртеймĕн. Çамрăксене пушшех те. Ахальтен мар ĕнтĕ Вера Леонтьева библиотекарь ял халăхĕпе çыхăну тытма урăх мел шухăшласа тупнă. Вулавăш çумĕнчех ача-пăча валли «Çут çанталăк тусĕсем» экологи тата хĕрарăмсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене Вера Николаевна хăй ертсе пырать.

16 Ака, 2014

Мĕншĕн тÿлевлĕ?

Пирĕн «Первомайск» хуçалăха Михаил Владимирович Петров ертсе пырать. Вăлах – «Малалла» хуçалăх ертÿçи те. Эпир, колхозра ĕçленĕскерсем, çĕр пайне хуçалăха панă. Вăл унпа усă курать. Хамăр çĕр çинче çитĕнтернĕ тыр-пула пире укçалла сутать. «Малалла» колхозникĕсем çав тыр-пула тÿлевсĕрех илеççĕ.

Эпĕ 36 çул механизаторта ĕçлерĕм: комбайнерта, трактористра вăй хутăм. Халĕ пенси укçипе тырă туянатпăр. Çын пуçне 50-шар кило пачĕç. Вăл чăх усрама та çитмест.

Алексей Смирнов. Патăрьел районĕ.

9 Ака, 2014

Çĕр улми ÿстерекенсене - субсиди

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви федерацин аграри ведомствине вырăнти экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ тăхăр программа тăратнă. Иккĕшне пăхса тухнă та ĕнтĕ. Республикăра мелиорацине тата çĕр улми туса илессине аталантарма Раççей бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи пекех шăвармалли техника туянма тăкакăн 50 процентне саплаштараççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхсем çак субсидипе анлăн усă курнă.

9 Ака, 2014

Сÿрелеме тухнă

Республикăри чылай хуçалăхра çурхи ĕçсем пыраççĕ. Акционерсен "Батырев­ский" пĕрлешĕвĕнче кĕрхисене 1055 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 300 гектар çинче апатлантарнă. Тутлăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май паракан курăк пуссине сÿрелеме тухнă.

Çĕр улми лартма хатĕрленсе ăна 1920 тонна яровизациленĕ. Тепĕр 1080 тоннине кăчкăлантарма хунă.

9 Ака, 2014

Кооперативсен съездĕнче

Кăçалхи ака уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче пĕтĕм Раççейри агропромышленноç куравĕ йĕркеленĕ, çак анлă мероприяти шайĕнче ялти кооперативсен II съезчĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи 76 регионран 700 ытла çын хутшăннă. Чăваш Ен делегацине (унта Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Муркаш, Красноармейски, Шупашкар районĕсенчи ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен, Чăвашпотребсоюзран хутшăннă) "Агро-Инноваци" КУП директорĕ Николай Васильев ертсе пынă.

Pages