Валентина ПЕТРОВА

15 Юпа, 2014

Çемье ăшши пурне те çитет

«Нумай та пĕтет, сахал та çитет - çемье пĕрлĕхне мĕн çитет?» - çакăн пек девизпа хутшăннă Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче пурăнакан Музыкантовсем «Çулталăк çемйи - 2014» конкурса. «Çĕнтерессе шухăшлама та пултарайман эпир.

8 Юпа, 2014

Хускану – çирĕп сывлăх, савăк кăмăл

Ыран Чăваш Енре «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум уçăлать. Унта Раççейри тата 20 çĕр-шыври 3 пин хăна хутшăнĕ.

8 Юпа, 2014

Саппас пур чух кÿрше утмăн

Ял хуçалăхĕнче пушă вăхăт пачах та çук. Çĕр ĕçченĕ вырма хыççăн çĕр улми, кăшман пуссине тухрĕ. Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» икĕ çул лартмаççĕ. «Юлашки çулсенче çĕр улмирен тупăш илеймерĕмĕр эпир, – тет Марина Шумилова тĕп бухгалтер. – Ăна тивĕçлĕ хакпа сутма май килмерĕ.

1 Юпа, 2014

«Кашни каç пĕлĕт вутра»

Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Валентина Портнова килĕнче фронтран янă 31 çыру упранать. Вĕсене Валентина Геннадьевнăн хуняшшĕ Василий Гаврилович Портнов хăйĕн çемйи патне çырнă. Пурне те Евдокия Иванова (мăшăрĕ) ячĕпе янă. «Çырусене малтан Евдокия Михайловна упраса пурăннă. Кайран çак тупра пирĕн алла куçрĕ, – тет Валентина Геннадьевна. – Килте пĕчĕк чăматан пур. Шăпах унта сыхланаççĕ вĕсем. Ывăл салтакран янă çырусем те кунтах. Пĕрне те пăрахман, çурман. Вĕсем никама та чăрмантармаççĕ, çăкăр ыйтмаççĕ».

24 Авăн, 2014

«Яла пĕр купа укçапа та улăштармастăп»

Çак хĕрарăма пăрчăканпа танлаштарма пулать. Вăр-варскер пур çĕре те ĕлкĕрет, кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Ахальтен мар ун пирки ачисем: «Анне аллинче ĕç вылянать», – теççĕ.

Pages