«Кашни каç пĕлĕт вутра»
Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Валентина Портнова килĕнче фронтран янă 31 çыру упранать. Вĕсене Валентина Геннадьевнăн хуняшшĕ Василий Гаврилович Портнов хăйĕн çемйи патне çырнă. Пурне те Евдокия Иванова (мăшăрĕ) ячĕпе янă. «Çырусене малтан Евдокия Михайловна упраса пурăннă. Кайран çак тупра пирĕн алла куçрĕ, – тет Валентина Геннадьевна. – Килте пĕчĕк чăматан пур. Шăпах унта сыхланаççĕ вĕсем. Ывăл салтакран янă çырусем те кунтах. Пĕрне те пăрахман, çурман. Вĕсем никама та чăрмантармаççĕ, çăкăр ыйтмаççĕ».
Тирпейлĕ çын япалана упрама пĕлетех. Çак çырусем çичĕ теçетке çул ытла выртаççĕ чăматанра. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăй ялти вулавăшра ĕçленĕ май вăрçă темипе мероприяти е курав йĕркеленĕ чухне вĕсемпе усă курать. Çырусемпе шкул ачисене, ял-йыша паллаштарать. «Вуламассерен куççуль юхать», – тет вăл.
Кăранташпа çырнисене вулама май çук, сас паллисем палăрмаççĕ. Чернилпа шăрçаланисем лайăхах упраннă.
Евдокия Михайловна та, Василий Гаврилович та ку тĕнчере текех çук ĕнтĕ. Апла пулсан та вĕсен сăнарĕсем ачисен, мăнукĕсен асĕнчен каймаççĕ. Ахальтен мар çак çырусем хальччен тĕрĕс-тĕкел упранаççĕ.
Василий Гаврилович çырăвĕсене вырăсла çырнă. Мăшăрĕ вырăс пулнă. Çапах вĕсенче чăвашла предложенисем те пур. Кашнинех çар цензури тĕрĕслени çинчен пичет çапнă.
Çырусене чăвашла куçарса пичетлетпĕр.
Сывă-и, Дуся!
Çĕнĕ çул ячĕпе ăшă салам яратăп. Санăн кулленхи ĕçÿнте лайăххине çеç сунатăп. Атте-аннене, Макара, Бориса, Матвее тата ыттисене манран салам. Дуся, эпĕ 4 уйăх çарта, çапах Матвей ман пата пĕр çыру та çырмарĕ. Вăл мана çилленнĕ пулас. Нивушлĕ вăл пиччĕшĕн пурнăçĕпе кăсăкланмасть. Сирĕн хутшăнусем унпа еплерех? Эсĕ вĕсем патне çÿретĕн-и? Хăйсем килсе каяççĕ-и? Георгий вĕсем патне каять-и? Пĕр-пĕрин хушшинче хирĕçÿ çук-и? Çырса пĕлтер. Матвей мĕн ĕçлесе пурăнать? Пурне те çырса яр. Дуся, эсĕ сăн ÿкерчĕк ярса парасшăнччĕ. Эпĕ питĕ кĕтетĕп. Сире курас килет. Енчен те сăн ÿкерĕнме май килсен – ÿкерĕнĕр.
Володьăпа Гришăран çыру килменнине хыпарланăччĕ эсĕ. Халĕ еплерех? Хальхи вăхăтра çухалма çăмăл, вăхăчĕ çапла. Дуся, мĕнле ĕçлетĕн? Районти сывлăх сыхлавĕн тата ял Канашĕн ĕçченĕсем санпа кăмăллă-и? Ял Канашĕн ертÿçи тата колхоз председателĕ кам?
Хамăн пурнăç пирки çырса пĕлтерем. Хальхи вăхăтра манăн пурнăç аван. Нимĕн пирки те ÿпкелешместĕп. Унчченхи специальнăçпах ĕçлетĕп, кун пирки хăвах тĕшмĕртетĕн. Çырăва ĕçре çыратăп. Малашнехи пурнăç пирки нимĕн те калама пултараймастăп, пурăнсан – курăпăр.
Эпĕ сире 120 тенкĕ ярса панăччĕ. Илтĕр-и е çук? Дуся, ман пирки мар, ытларах ачасем пирки шухăшла. Вĕсене ан ятла, ан кÿрентер. Май килнĕ таран лайăхрах апатлантар. Атте пур чухне лайăх çиеттĕмĕр, халĕ çăкăр та памаççĕ тесе ан калатăр Георгий. Маншăн тунсăхлама ан пар. Вĕсене лăпкăн пурăнма хăнăхтар.
Ăнланатăп, Дуся, сана пĕччен йывăр, анчах нимĕн те тăваймăн. Пĕтĕмпех чăтмалла, тÿссе ирттермелле. Енчен те сывă юлсан – хăçан та пулсан таврăнăп. Çырăва салампа вĕçлетĕп. Сире хыттăн чуп тăватăп. Телейлĕ, лайăх пурăнăр.
Сывă пул, хаклăскерĕм.
Адрес: П.П.С. /1572 ОПС-51 подразделение /3. Портнов Василий Гаврилович.
Мускав 1.01.42. Салампа (алă пуснă).
28.09.42.
***
Сывă-и, хаклăскерĕм!
Салам, салам, салам пурне те!
Дуся, Клин патĕнче пулнă хыççăн эпир каллех çула тухатпăр. Ăçта? Хамăр та пĕлместпĕр. Вырăна çитсен çеç пĕлĕпĕр. Паллах, лайăххине нимĕн те кĕтмелли çук. Малашне çыру çырма пултараймассине, паян кăна ырă-сывă пулнине шута илмелле.
Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче 8 сехетре эпир çула тухатпăр. Çавăнпа та эпĕ санăн çырăвусене каллех илсе вулаймăп. Юлашкине, сăн ÿкерчĕкпе янине, Покровскра çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче илтĕм. Ку сăн ÿкерчĕк манăн кăкăрта юлашки сывлăш тухма пăрахичченех упранĕ. Енчен те тăшман пульли чĕрене тĕллет пулсан малтанах сирĕн витĕр иртĕ. Хаклă Дуся тата ачамсем, Гера тата Валя, сире хыттăн чуп тăватăп. Тен, куççульпе. Мĕн тăвăпăр – вăхăт çавнашкал. Сывă пулăр Дуся, Гера, Валя, атте-анне. Çыру ан çыр, кайран пĕлтерĕп. Салампа Вася.
***
Сывă-и, хаклă Дуся, Гера, Валя!
Сирĕн пата ăшă салам яратăп. Кулленхи пурнăçра лайăххине кăна сунатăп. Дуся, çĕнĕ адреспа янă çырăвусене сайра хутра çеç илетĕп. Çĕнĕ çĕрте санран, хаклăскерĕм, пĕр открытка кăна илтĕм. Унта лайăх мар хыпар пĕлтернĕ эсĕ. Паллах, çав тери йывăр чĕрере. Аслă пичче Макар Гаврилович çĕр-шыва хÿтĕлесе пуçне хунă. Унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пирĕн хуйхă ун патне çитмест, вĕри куççуль ăна пăлхантарма пултараймасть. Канлĕ çывăр, юратнă пиччем. Ачисене шел. Дуся, çыру çырнă май куççуль юхать. Мĕншĕн тесен хамăн ачасене те çакнашкал шăпа кĕтме пултарать. Ман пурнăç çинчен нимĕн те пĕлместĕн эсĕ: пурнăç е вилĕм? Дуся, эпир халĕ те çеçен хиртех. Кунта вăрман та, шыв та, ял та, мунча та тата ыт. те çук. Çеçен хирти сивĕ çил кăна пирĕн ÿт-пĕве тыллать. Эпĕ шăнса чирлерĕм. Пĕрмай пуç ыратать, ÿслĕк аптратать, сасă çĕтрĕ. Сывлăх çакнашкал. Кунсем сивĕ тăраççĕ, эпир вара çу уйăхĕнчи тумтирпе çÿретпĕр. Иртнĕ çырура посылка ярса пама ыйтнăччĕ. Анчах вăл паянхи кунччен те çук. Тен, эсĕ вăл çырăва илеймен. Дуся, каçар, эпĕ сире хамăн çырусемпе йăлăхтартăм пулсан. Чĕре сывă чухне сире манма пултараймастăп. Сире те, мана та вăрах кĕтсе пурăнма йăлăхтарчĕ. Анчах нимĕн те тăваймастпăр, пирĕн ирĕк çук. Сăрă шинель çирен каймасть. Пурнăç çав тери йывăр, йÿçĕ çарăк пекех. Эпĕ сирĕншĕн питĕ тунсăхлатăп. Ачасем палламалла мар çитĕннине çыратăн, анчах курса пулмасть пулĕ (ку предложение чăвашла çырнă – В.П.). Дуся, çыру çыр, мана, хăвăн çывăх тусна, манса ан кай. Сана çăмăл маррине туятăп эпĕ, халĕ пурин шăпи те çавнашкал. Малашне мĕн пулĕ – пĕлместĕп. Ку çыруран сывă юлатăп. Сывă пулăр Дуся, Гера, Валя. Сире хыттăн чуп тăватăп, аллăрсене чăмăртатăп. Тăвансене ăшă салам кала, пурин умĕнче те пуçа таятăп. Салампа Вася.
18.11.42.
***
Сывă-и, Евдокия Михайловна!
Дуся, Гера, Валя йышăнса илсемĕр манран салам. Мĕнле пурăнатăр? Эпĕ юлашки вăхăтра сиртен çыру илеймерĕм. Тен, сирĕн çырма вăхăт та çук. Е эсир мана кÿрентĕр? Пĕр çырура киле пырасси пирки пĕлтернĕччĕ, хам вара пыраймастăп. Малашлăх пирки шухăшлас та килмест манăн. Хальхи вăхăтра хама питĕ япăх туятăп. Пĕрремĕшĕнчен, гриппа чирлетĕп, иккĕмĕшĕнчен, сирĕнпе курнăçайманшăн кулянатăп. Дуся, эпĕ сирĕншĕн питĕ пăшăрханатăп: хăвăр кăна епле пурăнăр? Эсĕ ĕçе кайсан ачасем пĕччен юлаççĕ-çке. Халĕ вăйлă çумăрсем пуçланчĕç. Пÿрте шыв илчĕ пулĕ. Сирĕн нушана ăнланатăп. Эх, питĕ шел. Георгипе Валерие пĕччен хăваратăн, вĕсем пĕчĕккĕ-çке, нимĕн те ăнланмаççĕ. Вĕсем мĕнпе айăпа кĕнĕ? Гера лаша айне пулнине иртнинче ху çырса пĕлтертĕн-çке. Эпĕ çав тери хăрарăм. Дуся, çыру илмессерен яланах хуравлама тăрăш. Хальлĕхе унчченхи вырăнтах пурăнатăп: кивĕлле, улшăнусем çук. Эпĕ сире маларах саккас çырупа справка тата сăн ÿкерчĕк ярса панăччĕ. Хальччен эсир ăна илме тивĕç. Анчах санран çыру илеймерĕм, çавăнпа пĕлейместĕп. Çакăнпа эпĕ çырăва вĕçлетĕп. Сывă пулăр, хыттăн чуп тăватăп. Пурне те салам кала. Вася.
20.08.43.
***
Сывă-и, Дуся, Гера, Валя, шăллăмсем, тăвансем, пĕлĕшсем!
Сире Мăнкун ячĕпе саламлатăп. Чĕререн тухакан салама йышăнăр. Хисеплĕ, Евдокия Михайловна, эпĕ сирĕнпе çыхăнăва тахçанах çухатрăм. Раштав уйăхĕнчен сиртен çыру илмен. Эсир те манран илмен пулас. Çавăнпа та эпĕ те, эсир те пăшăрханнăн туйăнать. Çакă пирĕн пата çырусем илсе килменнипе, хамăр та вĕсене ярайманнипе çыхăннă. Çапах ку çырăва яратăп. Эпир çула тухрăмăр. Гаврилович майор ĕмĕрлĕхех пуç хунă вырăналла каятпăр. Иккĕмĕш хĕл каçрăмăр, кăмăл-туйăм аван, вут-çулăмран, сивĕрен сывă юлтăм. Чылай юлташа кунта яланлăхах хăвартăмăр, пытартăмăр. Иккĕмĕш çул вăрçă пырать, анчах вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Малашне пĕр-пĕрне курайăпăр-ши? Чылай тÿсрĕм, анчах нуша çакăнпа çеç вĕçленмест. Сирĕнсĕр тунсăхлатăп, питĕ курас килет. Сергейпе Валерий еплерех улшăнчĕç? Вĕсене юратас, çупăрлас килет.
Çакăнпа çырăва вĕçлетĕп. Çак адреспа çырăр. Мĕнле пурăнатăр, мĕнле улшăнусем, хыпарсем пур? Хăвăр мĕн пĕлнине пурне те çырăр.
Дуся, пурне те манран салам кала. Сире те салам, чуп тăватăп. Салам Дуся, Гера, Валя.
Тепĕр çыруччен сывă пулăр. Портнов.
25.04.43.
***
Салам!
Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сана, хисеплĕ кил-йышăм! Дуся, Георгий, Валерий манран ăшă салама йышăнса илсемĕр. Сире кулленхи пурнăçра лайăххине çеç сунатăп. 1944 çулта телейлĕ пулăр. Салам аттене, аннене, Бориса, инкесене, шăллăмсене, йăмăксене, кÿршĕсене, ратнесене. Пурне те Çĕнĕ çул саламĕ. Дуся, кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче эпĕ çак вырăнта санăн çырăвна илтĕм. Эсĕ ăна чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче çырнă. Çак кунах Феньăран та çыру илтĕм. Паллах, уншăн питĕ савăнтăм, мана хисепленĕшĕн сире пысăк тав. Хам çинчен пĕлтересси – манăн тивĕç. Маларах çырнă çырусенче эпĕ сире кулянтартăм пулас. Каçару ыйтатăп. Мĕншĕн тесен сиртен çыру тахçантанпах илеймерĕм. Паллах, çакă маншăн питĕ йывăр пулчĕ. Эпĕ те сирĕнпе, пурнăçăрпа кăсăкланатăп. Мĕншĕн тесен эсир маншăн хамран та хаклăрах. Сире аса илмесĕр пĕр кун та иртмест.
Çакăн чухлĕ тÿсме, çар çынни пулса çапăçма çăмăл мар. Кун çути кăтартнăшăн тепĕр чух атте-аннене ылханатăн. Çветтуйсене аса илни те пулать. Сирĕнрен уйрăлнăранпа сахал мар шыв-шур юхса иртрĕ. Çак кунран пуçласа паянхи кунччен пĕр çĕртен тепĕр çĕре чылай куçрăмăр. Виççĕмĕш хĕл пурăнатпăр, анчах пурнăçа шанма çук. Мускавран Калинина, Клинран Сталинграда, Тулăран Киева каякан çулсем хыçа юлчĕç. Сывă юлсан тата ăçта пулса курăпăр-ши?
Пуян пурăнмастăп, чухăн тесен тĕрĕсрех. Витерекен сивĕсем хальлĕхе çук кунта, час-часах çумăр çăвать. Тумтир ăшă, лайăх. Çывăхра вăрман çук. Топливо тĕлĕшпе япăх. Кашни каç пĕлĕт вутра. Кашни каç тăманасем (тăшмана танлаштарать пулас – В.П.) вĕçсе килеççĕ. Урăх тĕлĕшпе нимех те çук. Нарăс уйăхĕнче мана килте кĕтнине çырнăччĕ эсĕ, анчах хальлĕхе нимĕн те пĕлместĕп. Çитес уйăхсем кунтах иртеççĕ пулас. Сире савăнтарасси пиртен килмест-çке.
Дуся, çырăва илсенех çырма тăрăш. Матвей, Николай ăçта? Вĕсен адресĕсене çырса яр. Çавăн пекех манăн адреса та вĕсене пĕлтер. Адрес улшăнман, çавах.
Феньăна, аннене, Володьăна салам кала. Эпĕ ун патне ĕнер çыру çыртăм. Пурне те салам. Çыру çырăр. Чуп тăватăп. Çĕнĕ çул ячĕпе.
Салампа Вася.
3.01.44.
Паттăр салтак Берлина çитнĕ. Вăрçă пĕтичченех связист пулса çапăçнă. Шăпа ăна тăван килне таврăнма пÿрнĕ. Пĕр вăхăт вăл колхоз председателĕнче, зоотехникра, кирпĕч заводĕнче мастерта вăй хунă, мăшăрĕ вара – медсестрара. Георгипе Валерисĕр (çырура ăна Валя тенĕ) пуçне вĕсем тепĕр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Василий Гаврилович 1969 çулта вилнĕ. Вăл ун чухне 58 çулта çеç пулнă. Вăрçă суранне, терт-нушана пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисен ÿсĕмĕсемпе савăнайман салтак.
Валентина ПЕТРОВА.