Валентина ПЕТРОВА

31 Пуш, 2014

Ытларах ватăсем çырăнаççĕ

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăнче виçĕ почтальонка ĕçлет. Сăмахран, Анжела Бикинина Лачкассинче тата Тăрмăшра (пĕр урам) пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Кунти халăх "Хресчен сасси", "Сывлăх" тата "Хыпар" кăларăмсене ытларах кăмăллать. Пенсионерсем вулама юратаççĕ. Çамрăксем хаçат-журнал çырăнмаççĕ. Çавна май ачасем те вуламаççĕ. "Ман участокра "Тантăш" çыр-накан пачах та çук", - тет вăл.

Ака уйăхĕнчен хаçат-журнал хакĕ ÿсни вулакана та пăшăрхантарать. "Çырăнакан çын хака пăхса тăмасть, - малалла сăмахлать почтальонка. - Юратнă кăларăмшăн тÿрех укçа кăларса хурать".

28 Пуш, 2014

Пĕчĕк клубра ĕç вĕрет

Тăвай районĕнчи Лаçкасси ялĕнче ал ĕç кружокĕ ĕçлет. Унта 12 çын çÿрет. Хĕрарăмсем малтанах тутăр, алса-чăлха çыхнă пулсан паян хушпу-тухья тума вĕренеççĕ. Ку енĕпе вĕсене клуб ертÿçи Зоя Семенова пулăшса пырать. Эрнере пилĕк кун çÿреççĕ вĕсем кружока.

Вера Николаева вара тĕрлеме те ăста. Вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрлет вăл. Хăй валли кăна мар, тус-юлташне те парнелет. Тепĕр чух сутать те.

 

 

26 Пуш, 2014

Хисеплĕ ватă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Терентий Дверенин 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Терентий Парамонович пуканесем ăсталас енĕпе ĕçлет. Çавна май тĕрлĕ курава хутшăнать. Пултаруллă ватта республикăра çеç мар, Раççейре те пĕлеççĕ. Ун патне ют çĕршыв турисчĕсем те килеççĕ. Халĕ вăл Çĕнтерÿ кунĕ валли экспозици хатĕрлет. Танк та ăсталанă. Вăрçă çулĕсенче вăл механик-водительте вăй хунă.

Кăçал ăна «Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă.

 

Pages