Вут-çулăм витĕр
Григорий Петрович Павлов 1922 çулта Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1940 çулта çар ретне тăнă. Малтанах Инçет Хĕвел Тухăçĕнче хĕсметре пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан шăпа ăна Ленинград фронтне илсе çитернĕ. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ чăваш каччи. Вăрçă хыççăн вăл аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Тăманлă Выçли ялĕнче музей та йĕркеленĕ. Сумлă ĕçне кура ăна ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш хисепленĕ. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.