Валентина ПЕТРОВА

11 Нарăс, 2015

Чире эмелсĕр сиплеймĕн

Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç. Çавна май Раççейри фармацевтика рынокĕнче эмелсен хакне саккунсăр майпа ÿстернине хирĕç тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çак пулăма аптека тытса тăракансем туяну хакĕ хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Анчах та ютра çеç мар, хамăр çĕршывра кăларнисем те хакланнă-çке. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем фармацевтика заводĕнчен пуçласа суту-илÿ вырăнĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, çĕршывăн тĕп хулинчи аптекăра андипала маларах 5 тенкĕпе туяннă пулсан халĕ вăл 23 тенкĕ тăрать.

4 Нарăс, 2015

Никама та манман, нимĕн те манçăман

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре» Çырура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсене, асăну объекчĕсене тирпей-илем кĕртмелли, юсаса çĕнетмелли çинчен каларĕ. Унта влаç органĕсем тата Чăваш Енре пурăнакансем хастар хутшăнасса пĕлтерчĕ.

28 Кăрлач, 2015

Сăмахĕ пултăр вилĕмсĕр йышши!

Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр. РФ Президенчĕн Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре вара çак çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ 125 çул тултарнипе çыхăнтарнă. Çавна май январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

21 Кăрлач, 2015

Тымарсăр йывăç хăрать

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак ял культурине аталантарассишĕн тăрăшнă. Çавна май Тури Ачак ял тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче вун-вун объект - культура çурчĕсем, ача сачĕсем, сыватмăшсем, лавккасем, аптекăсем - хута янă.

14 Кăрлач, 2015

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...»

«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил ?Кондратьев% сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă.

Pages