Тымарсăр йывăç хăрать
Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак ял культурине аталантарассишĕн тăрăшнă. Çавна май Тури Ачак ял тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче вун-вун объект - культура çурчĕсем, ача сачĕсем, сыватмăшсем, лавккасем, аптекăсем - хута янă. Тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, историне упраса хăварас тĕллевпе çак ялта 1984 çулта хресчен килĕн музейне йĕркеленĕ. 1993 çулта вăл «Халăх музейĕ» ята тивĕçнĕ.
Чăн-чăн хресчен кил-çурчĕ
Музей чăваш халăхĕн 19 ĕмĕр вĕçĕнчи тата 20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи кун-çулне, ĕç-хĕлне сăнлать. Кил-çурт, карта-хуралтăпа юнашарах 1 гектара яхăн çĕр пур. Унта пахчаçимĕç, йĕтĕн акаççĕ. Çĕр ĕçне маларах лашапа пурнăçланă. Самсона ?çапла чĕнеççĕ ăна% ватăличчен, 2007 çулччен, тытнă. Музей ертÿçи Людмила Петрова каланă тăрăх - çĕр ĕçне халĕ мотоблокпа тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе ăна мăшăрĕ Юрий Михайлович пулăшать. Маларах лаша валли утă та хатĕрленĕ.
Килен-каяна музейрах сăра вĕретнипе, пир тĕртнипе, çăкăр пĕçернипе паллаштараççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул кунта 1098 çын килсе курнă. Вĕсен йышĕнчех ют çĕршывран килнисем те пур. «Пĕлтĕр Турцирен ăсчахсем килчĕç, - аса илет иртнине Людмила Витальевна. - Эпĕ вырăсла калаçатăп, вĕсем вара - чăвашла. Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем пулчĕç вĕсем. Тăлмачăсăрах пĕр-пĕрне лайăх ăнлантăмăр».
Китайран килнĕ «Çамрăклăх» ушкăна çÿрекенсене те музей питĕ килĕшнине палăртрĕ вăл.
Чăваш хресчен кил карти шутне пÿрт, хура пÿрт, кĕлет, лаç, мунча, выльăх карти, авăн карти кĕрет. Вĕсенче асăннă вăхăтри ĕç хатĕрĕ, тумтир, савăт-сапа упранаççĕ. Экспонатсене пухма таврари ял çыннисем те пулăшнă. Халĕ кунта 100 ытла экспонат упраннине пĕлтерчĕ ертÿçĕ. Нÿхреп те пур. Пахчаçимĕçе унта тытаççĕ. Туристсемпе хăнасене хапăл туса кĕтсе илеççĕ Тури Ачаксем. Чăваш йăлипе сĕтел хушшине лартса сăйлаççĕ, юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Ку тĕлĕшпе «Вирьял» ушкăн пулăшать. Людмила Витальевна хăй те унта çÿрет. «Хăнасене пĕр-пĕр ĕç йĕркипе паллаштарнă чухне «Вирьял» артисчĕсене явăçтаратăп», - терĕ вăл.
Хĕлле кашни кунах кăмака хутнине каларĕ. Унсăрăн пÿртри япаласем, тумтир юрăхсăра тухаççĕ. Чăвашсем икĕ пÿлĕмлĕ çуртсене 20 ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çеç тума пуçланă. Ун чухне те вĕсем сайра-хутра çеç тĕл пулнă. Пÿртре - икĕ кăмака, кравать, сĕтел-пукан пур. Япаласем - кашта çинче. Пÿлĕм варринче вара - сăпка. Ăна тĕрĕллĕ çивиттипе витнĕ. Çăкаран тунă сĕтел-пукан хушшине ларса кăмака яшки çини асăмра юлчĕ, ачалăх куç умне тухрĕ. Техĕмлĕ апата Людмила Витальевна ĕлĕкхи пек кăмакара куршакпа пĕçерет. Çулла вара - лаçра. «Туристсем килнĕ чухне шÿрпене пысăк хуранпа вучахра хатĕрлетпĕр», - паллаштарать вăл ĕçĕ-хĕлĕпе.
Йывăç çуртра сывлăш та уçăрах, тасарах. Чăн-чăн хресчен çуртĕнче пулса курни, унта упранакан асатте-асаннесем усă курнă савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕпе, тумтирпе паллашни яланлăхах асра юлĕ.
Юсав хыççăн
Улăм витнĕ хуралтăсен кун-çулĕ кĕске çав. Апла пулин те 30 çул ларнă вĕсем. Юлашкинчен вара ишĕлме тытăннă. «Аркадий Павлович час-часах килетчĕ музея, - аса илет иртнине ертÿçĕ. - Шухăшлăн утатчĕ. Хуралтăсем кивелни канăç паман ĕнтĕ ăна. Ахальтен мар ку ыйтупа вăл хăй вăхăтĕнче ЧР Культура министерствине çитнĕ, хуралтăсене çĕнетме пулăшу ыйтнă».
Виçĕм çул музея тĕпрен юсанă. Ку тĕлĕшпе патшалăх пысăк пулăшу панине палăртрĕ Людмила Петрова. Кĕлет-хуралтăна малтанхи виçепех тунă, улăм витнĕ. Вĕсен ĕмĕрне тăсас тĕллевпе улăм айне пленка хурса хăварнă. Укçа-тенкĕ çитменрен пахчари мунчана юсайман. Çавăн пекех авăн карти те çĕнелеймен. «Ăна хамăр вăйпах юсама тăрăшăпăр», - терĕ ун пирки ертÿçĕ.
Çĕнĕлĕхсем те кĕртнĕ: Станислав Эткер ăстаçă çил арман, юпасем туса парнеленĕ. Музей таврашĕнче çăл пулман маларах. Хăнасене халĕ чи малтан çурт умĕнчи тарасаллă пусă кĕтсе илет. Çатан карта та хăйне евĕр илемлĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курнă Тури Ачаксем. Юсав ĕçĕсем хыççăн музей капăрланнă. Кунта курмалли, пĕлмелли чылай. Çавăнпа та туристсене, хăнасене чĕнме, кĕтсе илме намăс мар. Сăмах май, çулсеренех Чăваш Ене «Сурские зори» турист базине Мускавран, Санкт-Петербургран, Калуга, Тула тата Ярославль облаçĕсенчен «Василий Чапаев» теплоходпа туристсем килеççĕ. Вĕсем хресчен килĕпе паллашма та пыраççĕ. Ун чухне кил карти кĕрлесе çеç тăрать: ентешсем хăнасене чăваш апачĕпе, килти сăрапа хăналаççĕ, сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçтереççĕ.
«Ленинская искра» хуçалăха ертсе пынă чухне Аркадий Айдак уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен çĕр ĕçченне çакăнта хăналанă. Хресчен кил-çурчĕ уншăн кафе-ресторанран та хаклăрах пулнă. Ара, унăн пĕтĕм кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тăван çĕрпе, тăван килпе, тăван халăхпа, тăван культурăпа çыхăннă. Вĕсене вăл питĕ-питĕ юратнă.