Комментари хушас

14 Кăрлач, 2015

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...»

«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил ?Кондратьев% сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă.

Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Вениамин Пехил «Ял пурнăçĕ» хаçатра ĕçленĕ, каярахпа «Ялав» журналта тăрăшнă. Унăн сăввисем ăшă кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ, тунсăхлă. Сăвăсемсĕр пуçне пысăкрах калăплă хайлавсем те çырнă вăл.

Пурăннă вăхăтра Вениамин Васильевич виçĕ кĕнеке - «Шăнкăрав курăкĕ», «Янкас йăмрисем» тата «Мерттес» - кăларма ĕлкĕрнĕ.

«Янкас йăмрисем» кĕнекере Нестер Янкас поэта халалланă сăвă-поэма пысăк вырăн йышăнать. Хăй вăхăтĕнче вăл унăн пултарулăхне тĕпчесе хавхаланнă-çке. Вениамин Пехилĕн паллăрах сăввисенчен çаксене палăртмалла: «Çутçанталăк пурне те паха», «Ман пур юратнă енĕм», «Чавса çывăх çыртма çук», «Çак ешĕл çут тĕнче», «Тин çеç пĕçернĕ çăкăр», «Хĕрарăма сив сăмахпа ан хăртăр», «Хамăра пурнатпăр тетпĕр» тата ыттисем.

1986 çулта унăн Чăваш кĕнеке издательствинче «Шăнкăрав курăкĕ» çапăнса тухнă. Унта поэтăн лирикăллă тата философиллĕ сăввисем, çавăн пекех «Мир ялавĕ» поэми кун çути курнă.

Вениамин Васильевич куçару ĕçĕнчен те ютшăнман: ытти халăх произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Унсăр пуçне Сталин репрессийĕнче синкер курнă Нестер Янкас, Митта Ваçлейĕ, Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕпчевсем çырнă. Акăлчан-чăваш словарьне хатĕрлес тĕлĕшпе чылай çул вăй хунă. Ку енĕпе ăслăлăх статйисен пĕр ярăмне çырса пĕтернĕ. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем хывнă. «Пĕрремĕш вĕрентекен», «Пурччĕ юрату», «Уйăхлă каç», «Хĕл сивви» юрăсене халăх юратса юрлать.

Сăваплă вутпала пурнаттăм -

тĕнче пĕтмест

чăваш пĕтмесĕр.

Ман шухăш - эс,

Çĕршывăм - эсĕ!

Çак ытарлă сăмахсенче мĕн чухлĕ шухăш пытаннине поэзие юратакансем çеç мар - вулакан та ăнланать, сăвăçăн иксĕлми пултарулăхне ăмсанать.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.