Комментари хушас

11 Нарăс, 2015

Чире эмелсĕр сиплеймĕн

Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç. Çавна май Раççейри фармацевтика рынокĕнче эмелсен хакне саккунсăр майпа ÿстернине хирĕç тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çак пулăма аптека тытса тăракансем туяну хакĕ хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Анчах та ютра çеç мар, хамăр çĕршывра кăларнисем те хакланнă-çке. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем фармацевтика заводĕнчен пуçласа суту-илÿ вырăнĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, çĕршывăн тĕп хулинчи аптекăра андипала маларах 5 тенкĕпе туяннă пулсан халĕ вăл 23 тенкĕ тăрать.

Раççей прокуратурине çакнашкал çăхавсем те çитнĕ: Пермь хулинче «Звездочка» бальзам Çĕнĕ çул умĕн 77 тенкĕ пулнă, халĕ вара хăш-пĕр аптекăра ăна 180 тенкĕпе сутаççĕ. Тонометрпа глюкометр хакĕ вăтамран 300 тенкĕ ÿснĕ. Паллах, хаксен йĕркеленĕвĕ транспорт тăкакĕнчен, ăна вырнаçтарнинчен тата ытти сăлтавран килет. Анчах та специалистсем палăртнă тăрăх - эмел хакне ÿстерсе кам та пулин пуйма шут тытни каламасăрах паллă. Çавăнпа та прокуратура эмел кăлараканран пуçласа сутуçă таранах тĕрĕслеме шут тытнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăснă ытти тĕслĕхе те тупса палăртнă. Сăмахран, медицина препарачĕсене тĕрĕс мар тата срокран тухнисене упрани. Саккуна пăсакансене 40 пин тенкĕ штраф кĕтет. Хăш-пĕр аптекăн лицензине малалла тăсмĕç.

Чăваш Енре те чи кирлĕ эмелсен хакĕсене сăнаса тăраççĕ. Мониторинг кăтартăвĕ тăрăх - республикăра 22 эмел хакĕ ÿсни палăрать, вĕсен шутĕнче ют çĕршывра кăларнисем - 9. Чăваш Енри 180 аптекăри чи кирлĕ 30 эмел хакне кашни эрнерех тĕрĕслесе тăраççĕ. Папаверин, циннаризин, резалют, корвалол, гастал, пентафлуцин хакланнă. Çакна та палăртмалла: çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене эмелсемпе тивĕçтерме республикăра саппас пур-ха. 2014 çулхипе танлаштарсан вĕсен хакĕ вăтамран 2 процент ÿснине палăртмалла. Çăмăллăхсемпе усă куракан граждансен йышĕ республикăра кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 78,7 пин çын пулнă, вĕсен йышĕнче 56 пинĕшĕ - 3 çул тултарман ача-пăча.

«Фармация» патшалăх аптека тытăмĕн директорĕ Валерий Филимонов маларах пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче аптекăри хăш-пĕр препарат 5, 8, 10 процент хакланнă.

Медицина препарачĕсен хакне тĕрĕслес тĕлĕшпе республикăра тĕрлĕрен ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ведомство волонтерсемпе тата общество организацийĕсемпе пĕрле аптекăсенче рейдсем ирттернĕ, халăха чи кирлĕ эмелсен хакĕсене çырнă. Çавăн пекех аптека тытăмĕсемпе хак йĕркеленĕвĕ пирки калаçусем ирттереççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви палăртнă тăрăх - ютра кăларнă чылай препарат хамăр çĕршывра хатĕрленĕскерпе пĕр килет. Вĕсен сиплĕхĕ те пĕрешкелех. «Хамăрăннисен» хакĕ чылай йÿнĕрех. Çавăнпа та аптекăра тата сиплекен тухтăртан çакнашкал эмелсем пирки ыйтма ан манăр.

Февралĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿре сывлăх сыхлавĕнче кризиса хирĕçле мерăсем çинчен анлă калаçу иртнĕ. Унта РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та хутшăннă. 2015 çулта эмел хакĕсем Раççейре 20 процент ÿсме пултарасса палăртнă. «Халăха чи кирлĕ эмелсен хакĕсене сăлтавсăр ÿсме памалла мар», - тенĕ вăл. Вĕсен йышне тепĕр 50 препарата кĕртнине каланă. Унсăр пуçне Дмитрий Медведев кашни аптекăрах пулмалли эмелсен списокне хатĕрленине пĕлтернĕ.

Эмел тĕлĕшпе çăмăллăх тивĕçекен граждансем валли ют çĕршывра кăларакан препаратсене туянмашкăн тăкаксене саплаштарма субъектсене компенсаци уйăрма, чылай эмеле хамăр çĕршывра хатĕрлеме палăртаççĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.