Комментари хушас

22 Юпа, 2014

Ӳркенменрен сĕтел авăнать

«Выльăх-чĕрлĕх тытакан çын тутă пулнă», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсем Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Горшковсем çинчен каланăнах туйăнать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ вĕсем. Сĕтел яланах килте туса илнĕ апат-çимĕçпе пуян. Кĕркунне вара унта хур тукмакĕ те пăсланать.

Ĕçлемесĕр тутă пулаймăн

Асăннă тăрăхра хăнана хурсăр каймаççĕ. Чи сумлă, юратнă тăван-пĕтене хур тукмакĕпе хăналаççĕ. Ахальтен мар вăл техĕмлĕ те сĕтеклĕ аш шутланать.

Сăмахăма сĕтел таврашĕнчен пуçларăм. Мĕншĕн тесен ĕçлемесĕр тутă пулаймăн. Ĕçчен çыннăн вара сĕтел яланах тулли. Ĕне тытаканăн сĕт-çу, тăпăрчă, хăйма, турăх та пур. «Сыр та тăваканччĕ-ха, халĕ пушанаймарăм», - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Ирина Петровна.

Горшковсем 3-4 çул хушши чылай выльăх тытаççĕ. Сăвакан ĕне кăна тăваттă. Вĕсене ял кĕтĕвне ямаççĕ, кил хуçи Николай Алексеевич хăй кĕтет. Иртен пуçласа каçчен выльăхпа юнашар вăл.

Кашни çулах 5-6 чун хĕл каçарнине пĕлсе выльăх апачĕ пирки сăмах хускатрăм. «Çуллахи сĕт укçи алла кĕмест пирĕн. Пĕтĕмпех утă туянма каять, - кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм. - Халĕ укçа пулсан выльăх апачĕ тупасси кăткăс мар. Вырăнти хуçалăх та, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем те нумай çул ӳсекен курăк çитĕнтереççĕ. Кăçал пĕр тĕркем утта 200 тенкĕпе сутрĕç. Пирĕншĕн ку - лайăх хак».

Сĕт укçи хăйсене ?ĕнесене% тăрантарма каять тенĕрен сăмаха малалла та çав йĕрпех чуптаратăп. Ара, халĕ ĕне тытма тупăшлă мар тенине пĕрре мар илтнĕ ял çыннирен. «Ĕне хăй хакне тататех, - терĕ хĕрарăм çирĕппĕн. - Хĕллехи кунра сĕт хакĕ аванах хăпарать. Хальлĕхе литрне 14 тенкĕпе пуçтараççĕ. Çитес вăхăтрах ӳсмеллине каларĕç. Паянхи кун икĕ ĕне сăватпăр, кашни кун патшалăха çирĕмшер литр паратпăр. Çулла, паллах, ытларах. Тепĕр чухне упăшка выльăх пуçне чакарас пирки калаçать. Ман шухăшпа ăна е кăна сутма та, пусма та шел».

Ял-йыша та сĕтпе тивĕçтереççĕ вĕсем. Ĕне усракан ялта сахаллансах пырать. Унăн юр-варĕ вара ватти-вĕттишĕн техĕмлĕ апат. Ăна лавккаран туянас - питĕ хаклă. Çавăнпа Горшковсем патне савăт йăтса пыраççĕ. «Тепĕр чухне, ĕçлесе ывăнсан, манăн та çынсем пек канас килет, - хăйĕн шухăшне малалла тăсать Ирина Петровна. - Выльăхсене пĕтерсе картишне брусчатка сарма сĕнетĕп мăшăра. Çатма пек такăр çулпа киленсе утса çӳрер тетĕп. Анчах çапла тума чун-чĕре хушмасть. Вĕсемсĕр пурăнаймастпăр эпир. Пурнăç тĕллевне те курмастпăр».

Ашшĕ-амăшне кура - ачисем

Кил-тĕрĕшре хĕрарăм валли яланах ĕç пур. Унсăр пуçне Ирина Петровна районти сыватмăшра медсестрара вăй хурать. Чирлисем ăна ырă кăмăлĕшĕн, çепĕç чĕлхишĕн кăмăллаççĕ.

Сыватмăшран таврăнсан килĕнче каллех ĕç кĕтет. Мăшăрĕпе вĕлле хуртне пăхма та явăçать вăл. Ашшĕ-амăшĕ ĕлĕкрен «ылтăн хурт» усранăран ку ĕç уншăн ют мар.

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав. Горшковсен виçĕ ачи те ашшĕ-амăшĕ пек ĕçчен, тăрăшуллă çитĕннĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах халĕ хуларан яла васкаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшне пулăшмаллине нихăçан та манмаççĕ. Лешсем те вĕсемшĕн тăрăшаççĕ. Ачисем тутă пурăнччăр тесе выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал чылай тытаççĕ. Кăçал 60 хур çитĕнтернĕ вĕсем. Юнашарах пĕве пурри самай пулăшу кӳнине пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ. Кăвакалшăн вăл çăтмах вырăнĕнчех. Ир пуçласа каçчен шывра савăнать çак кайăк. «Эпĕ вĕсене мĕнле çитĕннине те сисмерĕм», - терĕ вăл.

Çырмапа юнашар - пĕчĕк вăрман. Эрозие хирĕç кĕрешнĕ май хунавсене Горшковсем хăйсем лартнă. Халĕ вĕсем тӳпенелле кармашаççĕ. Ирина Петровна каланă тăрăх - кунта кăмпа-çырла та чылай. Тивĕçлĕ ĕçшĕн паян çемйипех савăнаççĕ.

Пахчари утă тĕркемĕсем куç тĕлне пулчĕç. Типтерлĕн купаласа хунăскерсем самаях нумай. Ара, хĕл хырăмĕ те пысăк, выльăх шучĕ те чылай. «Ку çеç мар, татах пур, - пулчĕ хурав. - Çакă пĕтĕмпех вырнаçать».

«Çын хускалмасăр, ĕçлемесĕр пурăнсан юн «çывăрать». Çавăнпа кун каçипе мĕн те пулин тумаллах, - пĕтĕмлетрĕ калаçăвне медицина ĕçченĕ. - Унсăр пуçне ытлă-çитлĕ пурăнас тесен вăй хумалла. Ытти арçын Мускавран курттăммăн укçа илсе килет те çемйине тăрантарать, кил-çуртне тирпейлет. Эпир килте пурăнсах пурнăçа саплаштарма пултарнишĕн савăнатăп, Турра тав тăватăп. Ачасене вĕрентсе кăлартăмăр, çăмăл машина туяннă, трактор та пур. Çак пурлăха пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илсе пухнă».

Хăйсене шанса вăй хураççĕ вĕсем. Ĕçсĕр пĕр кун та пурăнма пултараймаççĕ. Пурăнма май та çук. Выльăхăн хырăмĕ часах выçать. Ăна тăрантармасăр апат çиме те лараймăн. Унсăр пуçне «ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче» тени те тĕрĕс.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.