Комментари хушас

15 Юпа, 2014

Хакĕ те, сумĕ те çÿллĕ шайра

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум иртрĕ. Унта хăнасем 20 çĕр-шывран тата Раççейри 81 субъектран пухăнчĕç. Мероприятие пĕтĕмĕшле 2767 çын хутшăнни паллă. Спорт уявне Раççей Президенчĕ Владимир Путин та килчĕ. Çавăн пекех форумра Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн членĕсем, паллă спортсменсем ?Олимп чемпионĕсем 50 яхăн%, политика деятелĕсемпе спорт ĕçченĕсем пулчĕç.

Форум вăхăтĕнче ĕçлĕ 18 мероприяти ирттернĕ, 8 ăсталăх класĕ - çăмăл атлетика, хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрĕшес тĕлĕшпе, спорт гимнастики, сĕтелçи теннисĕ, триатлон, самбо тата пăр катокĕнче конькипе эрешлесе ярăнас тĕлĕшпе. Ăсталăх класĕсене çĕр-шыври 19 регионтан 400 специалист ?вĕсенчен 170-ĕшĕ - Чăваш Енрен% хутшăннă. Икĕ кунхи заняти кăтартăвĕ тăрăх унта хутшăннисене пурне те квалификацие ÿстерни çинчен калакан сертификат панă.

Форум ĕçленĕ вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе пуласлăх» тата «Спорт литератури, пресси, мультимедиа» куравсем ĕçлерĕç. Унта тĕнчери паллă издательствăсен продукцийĕсем, интернет ресурссем, мультимедиа хатĕрĕсем пулчĕç. Вĕсене 25 пине яхăн çын пырса курчĕ. Курав площадкисенче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ федераци порталĕн презентацийĕ иртрĕ.

Спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе тупăшăвĕсене сăнлакан ÿкерчĕксемпе «Спорт - пирĕн республика кун-çулĕнче» фотокурав паллаштарчĕ.

Шупашкарта йĕркеленĕ зарядкăна «Россия-2» телеканалăн спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ирттерчĕ. Унта 5 пин çын хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунне вара - 30 пине яхăн.

Форумăн пĕрремĕш куннех тĕп хулари Карл Маркс урамĕнче, «Спорт бульварĕнче», спортăн 30 лапамĕ ĕçлерĕ. Кунта Шупашкарти спорт федерацийĕсемпе спорт шкулĕсем тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе паллаштарчĕç.

Форум ĕçне çутатма Чăваш Ене федерацин тата регионсен 100 журналисчĕ килнĕ. Вĕсемсĕр пуçне Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен 100 ĕçченне аккредитациленĕ. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашлу çинчен сăнланă тÿрĕ эфира ПТРКан 60 çынни хатĕрленĕ.

Канашлăва РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, канаш членĕсем /пурĕ 32 çын/ тата ытти хăна хутшăннă. Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас тата физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сÿтсе явнă.

Владимир Путин Чăваш Енре демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсене тивĕçлипе хакланă. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен Пуçлăхне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата республикăра пурнăç пахалăхне ÿстерме тăрăшнăшăн тав тунă. «Республикăра /Чăваш Енре/ 20 çул демографи лару-тăрăвĕ пĕчĕк шайра пулнă. 20 çул! Юлашки виçĕ çулта вăл хăпарнă. Çитменнине çирĕппĕн, тĕреклĕн. Паллах, çакă эпир йышăннă мерăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ. Ку вăл - медицина, çĕнĕ перинаталь центрĕсем туни, ку вăл - амăшĕн капиталĕ шучĕпе тивĕçекен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ, ку вăл - демографи лару-тăрăвĕпе йывăрлăх тÿснĕ регионсене юлашки икĕ çулта пулăшу кÿни, виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене хавхалантарни. Анчах çакă физкультурăпа спорта тимлĕх уйăрманнине пĕлтермест.

Эпĕ сире çак ĕçре чылай çул тăрăшнăшăн тав тăвасшăн. Спорт представителĕсем пурнăç тăршшĕпех ку ĕçре вăй хураççĕ, нумай ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сирĕн вĕренекенсен кăтартăвĕсем питĕ лайăх - уйрăм çынсен те, командăсен те. Вĕсем, паллах, çамрăксене, çав шутрах пур ÿсĕмрисене те, спорта юратма хавхалантараççĕ, кăмăл-туйăма хускатаççĕ.

Паянхи тишкерĕвĕн кăтартăвĕсем çитес пилĕк çуллăхри спорт аталанăвĕн программин никĕсĕ пулнине шута илсе паянхи ĕçшĕн тав тăватăп сире», - тенĕ Владимир Путин.

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче форум хăйĕн ĕçне Шупашкарти Самбо керменĕнче пĕтĕмлетнĕ. Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко мероприяти тухăçлă иртнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл çĕр-шыври спорт аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене те хускатнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларура сăмах илнĕ май Чăваш Енри тăнăçлăха упрасси хăйĕн тĕп тивĕçĕ пулнине палăртнă. Ку енĕпе физкультурăпа спорт пулăшнине пĕлтернĕ. Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен ертÿçисем вара форум ĕçне пысăка хурса хакланă.

Ларура Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата спорт министрне Сергей Мельникова «2013 çулта Хусан хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVII универсиада» асăну медальне панă. «Физкультурăпа спорт отличникĕ» паллăна вара ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енĕн волейбол федерацийĕн вице-президенчĕ Юрий Кислов тивĕçнĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри РФ субъекчĕсенчи физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессин смотр-конкурсĕнче палăрнăшăн Чăваш Республики ятарлă Кубока тата Раççей Спорт министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Малашне Чăваш Ен çĕнĕ ăмăртусене хатĕрленме тытăнĕ: 2015 çулта Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ иртет. 2016 тата 2018 çулсенче вара - хăвăрт утакансен тĕнче чемпионачĕсем. Чăваш Ен тата Шупашкар çĕнĕ çĕнтерĕве хатĕрленет. Сăмах май, Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума ирттернĕ пиллĕкмĕш хула. Маларах вăл Хусанта /2009 çулта/, Мускавра /2010 çулта/, Саранскра /2011 çулта/ тата Якутскра /2012 çулта/ пулнă.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.