Валентина ПЕТРОВА

4 Ака, 2014

Ача сачĕ çĕкленĕ

Вăрнарти çурçĕр микрорайонта çĕнĕ садик тума пуçлĕç. Унта бассейн та пулĕ. Ăна кăçалах, çулталăк вĕçĕнче, уçма палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра поселокра садике кайма 152 ача (2-7 çултисем) черетре тăрать.

Çак ĕçе "Аридаль" тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Объект хакĕ - 84 млн тенкĕ.

 

3 Ака, 2014

Пĕчĕк ялăн савăнăçĕ

Пĕчĕк ялта та культура вучахĕ сÿнменни савăнтарчĕ мана. Тăвай районĕнчи Лачкассинче çĕре яхăн çын пурăнать. Ытларах - ватăсем. Ача-пăча шучĕ - 9. Паллах, кун пек чухне пултарулăх ушкăнĕсем йĕркелеме çăмăл мар. Çапах кашни уява пĕрле пухăнса ирттерет ял халăхĕ. Акă йăлана кĕнĕ тăрăх - Çимĕкре вăййа тухаççĕ вĕсем. Кунта ватти-вĕтти хутшăнать. Чăваш кĕпи тăхăнса вăйă картине тăрать.

Тĕплĕнрех "Хресчен сасси" хаçатăн çитес номерĕнче.

2 Ака, 2014

Тĕнче ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ

Кипр çĕр-шывĕнче велосипедистсен кросс-кантри енĕпе тĕнче шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕрекен çамрăк спортсменкăсем ăнăçлă ăмăртнă. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Филиппова хăйĕн ушкăнĕнче Чехословаки хĕрне Тереза Хуриковăна выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă. Унпа пĕр ушкăнри тантăшĕ Снежана Михайлова – виççĕмĕш вырăнта. Пĕрлештернĕ командăра çавăн пекех Ирина Калентьева, Ольга Терентьева, Артур Раськин, Кристина Ильина та пурри кăмăллă. Вĕсем пурте Нăрваш Шăхаль хĕрĕсемпе каччисем.

2 Ака, 2014

Çулĕ йывăр, сумки...

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче виçĕ почтальон ĕçлет. Анжела Бикинина, сăмахран, çак ĕçре вунă çул вăй хурать. Вăл кашни кунах 200 киле хаçат-журнал салатать. Кунсерен 8-9 çухрăм утма тивет унăн. Çитменнине тулли сумкăпа. Хаçат-журналсăр пуçне тавар та йăтмалла.

1 Ака, 2014

Кино кăтартма тытăнасшăн

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри информаципе культура центрĕнче Совет саманинчи пек кино кăтартма тытăнасшăн. Хатĕр-хĕтĕрне, паллах, ĕçченсен килĕсенчен илсе килме тивĕ. Хальлĕхе ĕçе Инди фильмĕсенчен пуçласшăн. Унсăр пуçне ачасем валли мультфильмсем те кăтартма тытăнасшăн. Çапла майпа хăйсене алă çавăрмалăх укçа-тенкĕ те ĕçлесе илме май пулĕ. Çавăн пекех çамрăксен культура çурче енне сукмак хывăнĕ.

Pages