Валентина БАГАДЕРОВА

21 Çĕртме, 2016

Шывра та путман, вутра та çунман хĕрарăм

Çын тата шăпа... Çак çыхăну тĕрлĕрен пулать: телейлĕ, йывăр... Пĕрисем ырлăхра ĕмĕрне ирттереççĕ. Теприсен кун-çулĕ тумхахлă, инкек-синкерлĕ. Апла пулин те пуçĕсене усмаççĕ çавăн йышшисем. Шăпа пÿрнĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыракансен кăмăлĕ çирĕпленет, чун-хавалĕ вăйланать, ăс-хакăлĕ пуянланать.

3 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен тата Беларуç: туслăх çирĕпленет

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева телережиссер Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă “Чăвашсем” ярăмри иккĕмĕш фильма ÿкерме Беларуç Республикине кайса килчĕç.

27 Çу, 2016

Валерий Шумилов: Шанăçа тÿрре кăлармалла

Валерий Шумилов Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăха 1988 çулта ĕçлеме килнĕ. Предприяти йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çулсенче халăх тĕп агронома председатель пулма шаннă. Çĕр ĕçне лайăх пĕлни, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни хуçалăха çитĕнÿ çулĕ çине илсе тухнă.

20 Çу, 2016

Юрий ЗОРИН: Шăл ыратни мĕн таран тертлине лайăх пĕлетĕп

...Умри çул вăрăм та хăрушă. Шанăçа çухатнă çынсем çак çул вĕçне ырă-сывă тухассине ĕненмесĕр ÿпкелешме пуçланă. Сасартăк Данко кăкăрне туртса çурнă, чĕрине алла тытса çÿле-çÿле çĕкленĕ. Вăл хĕвелтен те çутăрах ялкăшнă. Вăрман шăпланнă, тĕттĕм çĕр чатăрĕ çĕрĕк шурлăхра путса пăчланнă.

Pages