Валентина БАГАДЕРОВА

21 Юпа, 2016

Марина АНИСИМОВА: Афган вăрçине кайнăшăн ÿкĕнместĕп

Мускав тата Сталинград çывăхĕнчи çапăçусенчи санитарка, госпитальти медсестра, тăшман салтакĕсене «шĕкĕлчекен» снайпер, каçхи тÿпери «тухатмăшсем», парăнтарнă Берлин урамĕнчи транспорт юхăмне йĕркелекен хĕр… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăр хĕрарăмсем çинчен

14 Юпа, 2016

Малашне те вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ, унта 26 комитет йĕркелерĕç тата вĕсен председателĕсене суйларĕç.

14 Юпа, 2016

Хуласен пуласлăхне тĕплĕ тишкерĕç

Юпа уйăхĕн 12-15-мĕшĕсенче Богота хулинче /Колумби/ Пĕтĕм тĕнчери регионсенчи тата вырăнсенчи влаçсен саммичĕ иртет. Унта Çĕр чăмăрĕ çинчи хуласен, метрополисемпе регион влаçĕсен, граждансемпе предпринимательсен, ăслăлăх çыннисен пĕрлĕхĕсен виçĕ пин ытла представителĕ хутшăнать. Мероприяти хула управленийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе тата лайăх енĕсемпе паллаштаракан пысăк лапам пулса тăрать. Пĕтĕм тĕнчери саммитра Шупашкар интересĕсене хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева хÿтĕлĕ.

12 Юпа, 2016

Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни пуçланчĕ

«Пус çумне пус хушсан иккĕ мар, виççĕ тăвассишĕн» тăрăшакан кашни çыннăн паян пĕр вăхăтрах экономист та пулмалла, ял хуçалăх ĕçне те, банксенчи лару-тăрăва та, бизнес хутлăхне те лайăх пĕлсе тăмалла. Пурнăçпа тан утма ăнтăлакансемшĕн юпа уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче республикăра иртекен «Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни» уйрăмах усăллă пулĕ. Çĕршыври финанс рынокĕн паллă специалисчĕсем тăватă кун хушшинче ятарлă вун-вун мероприятире хăйсен опычĕпе паллаштарĕç, паянхи финанс тĕнчинче çынна шанчăклă туйма пулăшакан сĕнÿсемпе канашсем парĕç.

Pages