Валентина БАГАДЕРОВА

3 Çурла, 2016

Пирĕнсĕр пуçне никам та!

— Ур-ра! Ур-ра! Ур-ра! — хăватлă сасăсем Атăл тăрăх ахрăм пулса инçете саланчĕç. Чăваш Енри десантниксем паян РФ Сывлăш- десант çарĕсен кунне 86-мĕш хут паллă турĕç. Кăвак беретлисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ тÿремре саламларĕ.

29 Утă, 2016

Татса пама май килмен ыйту çук

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса уççăн калаçма яланах хатĕр. Çакна Михаил Васильевич граждансемпе тĕл пулма йĕркелекен йышăну кунĕсем те туллин çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех юлашки вăхăтра информаци ресурсĕсем пулăшнипе республика çыннисемпе тÿрĕ çыхăнăва тухасси йăлана кĕчĕ.

29 Утă, 2016

Президент хушăвне пурнăçлатăп

Çут тĕнчере пайташăн çунман, ырă кăмăлпа ыттисен ырлăхĕшĕн тăрăшакан пысăк чунлă çын нумай-ши? Ахăртнех, сахал. Анчах, телее, çавăн йышшисем, альтруизмăн çут тĕслĕхĕ пулса тăракансем, пирĕн хушăра тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсенчен пĕри — Валерий Филиппович Филиппов.

29 Утă, 2016

Гузовский паркĕ çĕнелсе улшăнать

Тĕп хулари Гузовский вăрманĕ — ун таврашĕнче пурăнакан çынсемшĕн юратнă вырăн.

Таса сывлăш ÿпкене уçса ярать, йывăç сулхăнĕ ÿт-пĕве канлĕх кÿрет... Анчах паркра тирпейсĕр пулни, ачасем валли вылямалли ятарлă вырăнсем çукки хула çын­нисен чунне ыраттаратчĕ.

Pages