Татса пама май килмен ыйту çук
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса уççăн калаçма яланах хатĕр. Çакна Михаил Васильевич граждансемпе тĕл пулма йĕркелекен йышăну кунĕсем те туллин çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех юлашки вăхăтра информаци ресурсĕсем пулăшнипе республика çыннисемпе тÿрĕ çыхăнăва тухасси йăлана кĕчĕ.
Чăваш Республики раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи Граждансене йышăнмалли пĕрлехи кунра çеç мар, ытти вăхăтра та ССТУ комплексĕпе усă куракан пилотлă регионсен йышне кĕнĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕ пулăшнипе граждансем хăйсем пурăнакан вырăнтанах патшалăх влаç органĕсен представителĕсемпе çыхăнма, хумхантаракан ыйту хуравне илме пултараççĕ. Çакă çынсен вăхăтне те, укçи-тенкине те перекетлеме май парать.
Хальхинче те республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн В.Путинăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансен ыйтăвĕсене шăпах видеоçыхăну мелĕпе хуравларĕ. Чи малтан Улатăртан 1-мĕш ушкăн инваличĕ Сергей Здюмаев çыхăнăва тухрĕ. Вăл гемодиализ процедурисене туса ирттерме эрнере виçĕ хутчен Шупашкара çÿрет. «Уйăхра 12 хутчен тĕп хулари медицина учрежденийĕсене каятăп. Шупашкара пĕрре килсе кайма пин тенкĕ пĕтет. Пенси пысăк мар, вăл çул çÿресех пĕтет. Хама япăх туйнă чухне тăвансенчен е пĕлĕшсенчен кам та пулсан пĕрле пырать. Вĕсемшĕн те тÿлеме тивет», — пăшăрханăвĕ пирки каласа кăтартрĕ Сергей Анатольевич. Вăл республика Пуçлăхĕнчен «патшалăх çул тăкакĕсене саплаштарма май тупаймасть-ши?» тесе ыйтрĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра С.Здюмаев пек йывăр чирлĕ 34 çын пурăнать. Вĕсем эрнере виçĕ хутчен хула тулашĕнчи общество транспорчĕпе Шупашкара килеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх — ЧР Министрсен Кабинечĕ çул укçи тăкакĕсене саплаштарма йышăну проектне туса хатĕрленĕ. «Районсенче пулнă вăхăтра граждансем ку ыйтăва час-часах хускатаççĕ, — терĕ Михаил Васильевич. — Республика бюджетĕнче ку тĕллевпе 15 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. ЧР Патшалăх Канашĕ ыйтăва çурла уйăхĕнче пăхса тухать. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче компенсаци илме пуçлатăр».
Шупашкарта пурăнакан Лидия Васильевăна 132-мĕш садикре бассейн юрăхсăра тухни пăшăрхантарать. «Мăнукăм унта виççĕмĕш çул çÿрет. Бассейн вара тата маларах та ĕçлемен. Ăна йĕркене кĕртме пулăшаймастăр-ши?», — ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне республика Пуçлăхĕ патне çитернĕ май пĕлтерчĕ Лидия Андреевна. Михаил Васильевич Шупашкар хула администрацине проектпа смета документацине хатĕрлеме хушу пачĕ. «Эпир ачасене юрататпăр, вĕсемшĕн тăрăшатпăр. Ачасен çирĕп сывлăхлă ÿсмелле, вĕсене спортпа тата физкультурăпа туслашма тивĕçлĕ услови туса памалла», — палăртрĕ регион ертÿçи.
Республика Пуçлăхĕ патне Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ Анна Юрковăн ыйтăвĕ çул тăвассипе çыхăннă: «Сĕнтĕрвăрри — Кушник» çула асфальт сарма май килмест-ши? Çурхи-кĕрхи вăхăтра яла кĕрсе тухма çук. Йĕпе-сапа çанталăкра ватăсем лавккана та, больницăна та каяймаççĕ». Кушник ялĕ — малашлăхсăр ял мар. Анна Петровна çирĕплетнĕ тăрăх — ял çĕнелсе пырать, çамрăксем çурт-йĕр çавăраççĕ, аякран килсе тĕпленекенсем те пур, хула çыннисем кунта дача валли çĕр нумай туянаççĕ.
Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх — республикăра çул-йĕр тума сахал мар укçа уйăраççĕ. Унăн пысăк пайĕ ял тăрăхĕсенчи çулсене юсама, йĕркене кĕртме каять. Правительствăн юлашки ларăвĕнче республика бюджетне улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн «Сĕнтĕрвăрри — Кушник» автоçула юсама ЧР Çул-йĕр фондĕнче 39 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Çавна май республика ертÿçи Анна Петровнăн ыйтăвне çитес вăхăтра татса пама май пулассине шантарсах каларĕ.
Алькеш поселокĕнче пурăнакансен ыйтăвне Михаил Игнатьев патне Вячеслав Павлов çитерчĕ. Микрорайон çыннисене çывăхра поликлиника çукки пăшăрхантарать. «Чирлес марччĕ, сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Анчах чир пирĕнтен ыйтмасть, темле те пулать. Поселок çулран çул пысăкланса пырать, унта пурăнакансен йышĕ те ÿсет. Юнашар больница пулсан аванччĕ», — терĕ Вячеслав Александрович. «Нумаях пулмасть уçăлнă стоматологи поликлиникинче пулса курнă-и эсир? — кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. — Вăт шăпах унпа юнашар çĕнĕ больница уçма палăртнă. Пăлхарстрой урамĕнчи сиплев учрежденийĕ 13 пин çынна йышăнма пултарĕ. Пĕчĕккисен уйрăмĕ те пулĕ унта. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Эпир Чăваш Енре пурăнма хăтлă пултăр тесе тăрăшатпăр».
Шупашкарта пурăнакан Матвеевсем — йышлă çемье, мăшăр пилĕк ача ÿстерет. Ачисем пурте пултаруллă: асли балерина пулма хатĕрленет, иккĕмĕш хĕрачи — самбо енĕпе икĕ хут Раççей чемпионĕ, икĕ ывăлĕ хоккейла выляççĕ. Пысăк çемьен инкекĕ — 2008 çулта çурчĕ çунса кайнă хыççăн пурăнмалли вырăнсăр тăрса юлни. «Пире Энтузиастсен урамĕнчи çурт путвалĕнче вăхăтлăх хваттер панă-ха, унта пурăнатпăр. Виççĕмĕш çул хваттер черетĕнче виççĕмĕш тăратпăр. Хăçан хваттер илме вăхăт çитет-ши?» — кăсăкланчĕ Татьяна Матвеева. Михаил Васильевич Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн, çав шутра хваттерпе те, пулăшма тăрăшни çинчен каларĕ. «Эсир çурла уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ хваттере куçма пултаратăр. Эгер бульварĕнчи çуртра виçĕ пÿлĕмлĕ пулĕ вăл», — республика Пуçлăхĕн çак сăмахĕсем Матвеевсене чăннипех те савăнтарчĕç. Йышăну пÿлĕмĕнчен вĕсем йăл кулăпа тухрĕç.
Валентина БАГАДЕРОВА