Валентина БАГАДЕРОВА

6 Çу, 2016

Шупашкарта Туслăх аллейи уçăлчĕ

Ӳлĕмрен республикăн тĕп хулинче ентешлĕхсен туслăхне вăй парса тăракан йывăçсем ӳсĕç.

Ĕнер Шупашкарти «Çĕнтерӳ» паркра Туслăх аллейи уçăлчĕ. Паха çак акцие Ентешлĕхсен ертӳçисен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Кашни район ячĕпе йывăç лартса тĕрлĕ район пĕрлĕхĕсен представителĕсем хулара тата республикăра иртекен мĕнпур мероприятие хастар хутшăнма хатĕррине çирĕплетме шут тытнă.

29 Ака, 2016

Вăл тăван кил те, çывăх тус та, хăватлă вăй та...

7, 70 те 7... Çак хисеп чăваш çыннишĕн асамлă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă: халăх юратса итлекен Наци радиовĕ асамлă çак хисеп чикки урлă каçрĕ. Чăваш Наци радиовне йĕркелес ĕмĕт тахçанах пулнă.

26 Ака, 2016

Пĕтĕм тĕнче инкекĕ

1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыль АЭСĕнчи техноген аварийĕпе çыхăннă пулăмсем çулран çул манăçаççĕ, истори авăрне путаççĕ. Тĕнчене кисретнĕ инкеке сирме хутшăннă çынсен шучĕ те кунран кун чакать. Анчах нумай çул иртсен те усал асаилÿсем асран тухмĕç.

1 Ака, 2016

Леонид ЧЕРКЕСОВ: Ĕç çынни шанни хăват парать

Шупашкар хула пуçлăхĕ чăваш çынниех-ши е аякран килнĕскер-ши? Çапла иккĕленсе ыйтнине пĕрре кăна мар илтнĕ. Тĕрĕссипе, хам та кун пирки шухăшланăччĕ. Пĕррехинче Элкер урамĕнчи пасар ĕç-хĕлĕпе паллашма кайсан йăлтах уçăмланчĕ. Делагаци йышĕнче хула пуçлăхĕ те пурччĕ.

Pages