Валентина БАГАДЕРОВА

12 Юпа, 2016

Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни пуçланчĕ

«Пус çумне пус хушсан иккĕ мар, виççĕ тăвассишĕн» тăрăшакан кашни çыннăн паян пĕр вăхăтрах экономист та пулмалла, ял хуçалăх ĕçне те, банксенчи лару-тăрăва та, бизнес хутлăхне те лайăх пĕлсе тăмалла. Пурнăçпа тан утма ăнтăлакансемшĕн юпа уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче республикăра иртекен «Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни» уйрăмах усăллă пулĕ. Çĕршыври финанс рынокĕн паллă специалисчĕсем тăватă кун хушшинче ятарлă вун-вун мероприятире хăйсен опычĕпе паллаштарĕç, паянхи финанс тĕнчинче çынна шанчăклă туйма пулăшакан сĕнÿсемпе канашсем парĕç.

7 Юпа, 2016

Сергей Козюра: Чăваш каччисене хисеплеççĕ, шанаççĕ!

Çĕршывра юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çак тапхăрта Раççей Федерацийĕн çарĕсене служба тивĕçĕсене пурнăçлама 152 пин çын каяссине палăртнă. Чăваш Енрен 1552 çамрăк салтак атти тăхăнĕ. Кĕрхи призыв пулас салтаксене мĕнле çĕнĕлĕхсемпе тата кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерĕ? Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнса юлас текенсем пулмĕç-и? Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕпе Сергей Козюрăпа çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр.

26 Çурла, 2016

Анатолий ШОРНИКОВ: Çамрăксем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр тăччăр

— Китаецсемпе тĕл пулма чи тĕреклисене суйласа илетчĕç. Çывăхрах патвар хул-çурăмлă салтаксене шыва кĕме ирĕк паратчĕç. Совет çарĕнче çÿллĕ те патвар йĕкĕтсем службăра тăнине кăтартасшăн пулнă ĕнтĕ, — тет 1980 çулсенче СССРпа Китай чиккине хуралланă Анатолий Шорников, хальхи вăхăтра Чăваш Енри пограничниксен общество организацине ертсе пыраканскер. 2006 çултанпа призывпа каякансене çĕршыв чиккине сыхлама ямаççĕ. Паян Раççей погранçара контракт йĕркипе кăна лекме пулать.

5 Çурла, 2016

Чăвашлăхăн малашлăхĕ пысăк, е Крымра тăван халăх юрри-кĕвви янăрарĕ

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ çĕршыв историне пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа кĕрсе юлчĕ — Крым çурутравĕ /унта вырнаçнă Крым Республикипе тата Севастополь хулипе/ Украина тытăмĕнчен тухса Раççей Федерацийĕпе пĕрлешрĕ.

Pages