Вĕренÿ çулне хатĕрленесси, диспансеризаци, кĕрхи ĕççи...

22 Çурла, 2016

Хальхи вăхăтшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене пăхса тухрĕç паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă канашлура.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх — кăçал республикăри 999 вĕренÿ учреж-денийĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасене йышăнĕ. Шкулсенче, тĕпрен илсен, юсав, ытти ĕçе вĕçленĕ, вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр. Хăрушсăрлăх комплексне хута ярассине уйрăмах тĕплĕ сăнанă, турникетсем, видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Хальлĕхе пур çĕрте те мар, анчах çитес вăхăтра ку хатĕрсемпе мĕн пур шкула тивĕçтерессине пĕлтерчĕ Светлана Владимировна.

Ачасене вĕри апат çитересси упранса юлать. Ялсенче вăтамран вăл 16-25 тенкĕпе танлашĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков кăçал хула шкулĕсенче апат хакне ÿстерме палăртманни çинчен каларĕ. «Столовăй çук шкулсенче вĕренекенсене урăх çĕртен илсе килсе çитерĕç», — терĕ Светлана Петрова. Паха тепĕр са-мант — учебниксене, вĕренÿ пособийĕсене ашшĕ-амăшĕн туянмалла пулмĕ. Ырă çак пулăм темиçе çула тăсăлать ĕнтĕ. Кăçал шкулсене — 91, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене çамрăк 10 специалист ĕçлеме килнĕ. Апла пулин те вакансисем сыхланса юлнă. Хальхи вăхăтра республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче 300 ĕç вырăнĕ пушă. Вĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуршар ставкăпа тултарĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсен представителĕсене Пĕлÿ кунĕнче шкулсене кайса ачасене саламлама сĕнчĕ: «Аслă классенче вĕренекенсемпе, юлашки курссенче ăс пухакан студентсемпе калаçăр, вĕсене професси суйлас, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма пулăшас енĕпе ырă сĕнÿ-канаш парăр».

Чăваш Республикинче диспансеризаци тăваттăмĕш çул иртет, ку таранччен Чăваш Енре пурăнакансен иккĕ виççĕмĕш пайĕ ку мелпе хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи çак мероприятин кăтартăвĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ: «Çичĕ уйăхра 16 пин çын диспансеризаци витĕр тухнă, вăраха кайнă 22 пин чире тупса палăртнă. Шел те, чирлекенсен 58 проценчĕ çамрăк çынсем. Тĕрĕслев чĕре, юн тымарĕсен, вар-хырăм, шăк çулĕсен чирĕсемпе нушаланакансем ытларах пулнине кăтартать. Шыçă чирĕсен 72 процентне пуçламăш тапхăрта тупса палăртма май килнĕ». Диспансеризацин усси пурах. Министр çирĕплетнĕ тăрăх — чирсене вăхăтра тупса палăртса сипленĕрен çынсем вилесси чакнă, çут тĕнчене килекенсен йышĕ ÿснĕ.

Кăçал çанталăк аван. Çĕр ĕçченĕшĕн çак тапхăрта хĕвеллĕ кун ытларах пулни питĕ меллĕ: кĕрхи ĕççие вăхăтра тата тăкаксăр вĕçлеме май килĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — ку эрнере республикăра вырма ĕçĕсене пĕтермелле. Хальлĕхе 234 гектар /81,1 процент/ çинчен тĕштырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç — 23,5 центнер. Хирте 500 яхăн комбайн куллен ĕçлет. 158 гектар çĕрулми кăларнă. Вăтамран пĕр гектартан 237 центнер тухать. Пахча çимĕçе 212 гектар çинчен пухса илнĕ. Çĕмĕрле районĕсĕр пуçне ытти тăрăхра пур çĕрте те кĕрхисене акма тухнă. Михаил Васильевич хирти ĕçсене вĕçленĕ ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене кая юлса пыракан хуçалăхсене пулăшма сĕнчĕ.

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Сергей Артамонов каланă тăрăх, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта «Кĕркунне парни — 2016» ярмăрккасем уçăлнă. «Унта тавар туса илекенсем хăйсен продукцине сутаççĕ. Хаксем пысăк мар. Ватă çынсене, сусăрсене пахча çимĕçе килнех çитерсе парĕç», — терĕ Сергей Геннадьевич.

Канашлура иртнĕ эрнере республикăна сехĕрлентернĕ Африка мурĕ çинчен те сăмах пуçарчĕç. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх — усал чире пĕтерес тĕлĕшпе хĕрсех ĕçлеççĕ. Пăрачкав районне ятарлă специалистсенчен йĕркеленĕ 12 ушкăн тухса кайнă. Вĕсем выльăхсене тĕп тăваççĕ, ытти ĕç-хĕле пурнăçлаççĕ. "Çынсен, паллах, укçа парса туяннă, ăна вăй хурса ÿстернĕ сыснасене парас килмест. Вĕсене выльăха хăйсен ирĕкĕпе панăшăн компенсаци тÿлени çинчен каласа ăнлан-тармалла», — терĕ Михаил Игнатьев.

Чирлĕ сыснана пусса кÿршĕ регионсенче сутма хăтланнă тĕслĕхсем пулнă иккен. Анчах вăрттăн ĕç-хĕлпе аппаланакансене ÇÇХПИ постĕнче тытса чарнă, республикăран кăларса яман. «Кунашкаллисен какайне туртса илеççĕ, анчах тăкаксене саплаштармаççĕ», — асăрхаттараççĕ яваплă органсен представителĕсем.

Африка мурĕнчен çĕршыври 20 регион шар курнă. Чир сарăлнин сăлтавĕ хир сыснисем тесе шутлаççĕ. Çавна май республикăра тискер çак чĕрчунсене тытмашкăн чарма йышăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА