Валентина БАГАДЕРОВА

8 Нарăс, 2017

Василий Чапаев ятне çÿлте тытасчĕ

Чăваш наци музейĕн филиалĕ В.И.Чапаев музейĕ — республикăри ăслăлăхпа çутлăх ĕç-хĕлне пурнăçлакан учрежденисенчен пĕри. Музей совет саманинчи легендарлă çар пуçĕн, стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирĕн, Чăваш Республикинчи Будайка ялĕнче çуралнă Василий Иванович Чапаев пурнăçĕнчи тата çарти ĕç-хĕлĕнчи паллă пулăмсем çине таянса граждан вăрçи историйĕнчи тавлашуллă ыйтусене тĕпчес енĕпе тăрăшать. Ĕнер аваллăх управçин ĕç-хĕлĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

31 Кăрлач, 2017

Пулас ăрушăн ашшĕ-амăшĕ те, общество та яваплă

Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсене ÿстерес, патриот туйăмлă общество туса хурас тесен ырă çимĕç вăрлăхне ачасен чун-чĕринче пĕчĕкрен акса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕрлĕхĕсем, патшалăх влаç органĕсем пĕрешкел тĕллевпе ĕçлесен ку енĕпе çитĕнÿ тума пулатех. Ку шухăшпа Вăрнар районĕнчи Пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсен штабĕн пуçлăхĕ Юрий Никифоров та килĕшет.

23 Кăрлач, 2017

Ял хуçалăхĕ пулăшусăр юлмĕ

Вирус инфекцийĕпе тата гриппа çыхăннă лару-тăру, агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене 2017 çулта пулăшу памалли çĕнĕ йĕркесем — республика Пуçлăхĕ патĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура хĕрÿ сÿтсе явнă тĕп ыйтусем пулчĕç. Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

 Эпидеми хăратмасть

20 Кăрлач, 2017

Авалхи халăх пулнипе мăнаçланатăп

«Хăв пĕлÿ илнипе кăна çырлахмалла мар. Çав пĕлĕве санăн халăха тавăрса памалла», — тенĕ çутта кăларуçă И.Я.Яковлев. «Доктор степеньне е ученăй ята илни вăл халăхшăн, республикăшăн тăрăшмалла тенине пĕлтерет», — аслă çыннăмăрăн шухăшĕсене малалла тăсса палăртать культурологи докторĕ Владимир Васильев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин ĕç тăвакан директорĕ. Пушă сăмахсем мар вĕсем. Владимир Александрович, чăннипех те, пурнăçне, ĕç-хĕлне чăваш халăх историне, культурине тĕпчессипе, тăван халăх ят-сумне тĕнче шайĕнче çĕклессипе çыхăнтарнă.

Pages