Ял хуçалăхĕ пулăшусăр юлмĕ
23 Jan, 2017

Вирус инфекцийĕпе тата гриппа çыхăннă лару-тăру, агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене 2017 çулта пулăшу памалли çĕнĕ йĕркесем — республика Пуçлăхĕ патĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура хĕрÿ сÿтсе явнă тĕп ыйтусем пулчĕç. Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

 Эпидеми хăратмасть

Хĕле кĕрсен кашни çулах гриппа тата вирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал та федерацин Атăлçи округĕнчи вунă хулара эпидеми сарăлнă, çак шутра Шупашкар та пур. Пĕтĕмĕшле, сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче эпидемиологи лару-тăрăвĕ хăрушă шайра мар. Çакă чи малтанах грипп чирне хирĕç тунă вакци-нацин ырă витĕмĕпе çыхăннă. Кăçал республикăра пурăнакан 523,7 пин çынна /халăхăн 42,3 про-ценчĕ/ прививка тунă, çак шутра 172458 ача. Чирпе кĕрешес тĕлĕшпе вакцинаци мелĕ ăнăçлине тĕпе хурса Иван Моторин премьер-министр малашне те ку енĕпе пусăм туса ĕçлеме сĕнчĕ.

Гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче йышлă. Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх — медицина организацийĕсенче вируссене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе лаборатори тĕрĕслевĕсем ирттерсех тăраççĕ. Çавăн пекех чирпе кĕрешме больницăсемпе поликлиникăсенче хÿтĕлев тата дезинфекци хатĕрĕсем, эмелсем, тивĕçлĕ аппаратура çителĕклĕ. «Хальхи вăхăтра медицина организацийĕсенче пациентсене ирĕклĕ çÿреме чарнă, çавăн пекех пурте маскăпа хÿтĕленмелли йĕркене пăхăнаççĕ», — палăртрĕ министр.

Ачасен хушшинче чирлекенсем йышлине шута илсе республикăри хăшпĕр шкулта классене хупнă. Роспотребнадзор управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх — Шупашкарти икĕ шкулти виçĕ класс /81 вĕренекен/, Çĕнĕ Шупашкарти тăватă шкулти ултă класс /144/ тата Муркаш районĕнчи садикри пĕр ушкăн /22/ ĕнерхи кун вĕренмен. Надежда Феофановна чире сарăлма чарас тĕллевпе вĕрентÿ организацийĕсенче профилактика ĕçне пурнăçласа пыма, чирпе кĕрешме пулăшакан меслетсене пăхăнма сĕнчĕ. «Гриппа тата ОРВИпе чирлĕ вĕрентекенсен, ачасен шкула пымасан аванрах. Çавăн пекех пÿлĕмсене уçăлтарни, ăшă виçине тивĕçлĕ шайра тытса тăни усăллă пулĕ, ачасене спорт тата культура мероприятийĕсене сахалрах явăçтарасчĕ», — терĕ вăл.

 

Нухрат килет

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — федераци республикăри агропромышленноç предприятийĕсене 2017 çулта та пулăшусăр хăвармасть. Кăçалтан патшалăх пулăшăвĕн 54 енне 7 ушкăна пĕрлештернĕ.

«Пĕрлехи субсиди» тÿлевĕсем валли федераци бюджетĕнче Чăваш Республики валли 727,91 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çак виçе пĕлтĕрхинчен 31 процент ытларах пулнине палăртрĕ министр. Ку нухрат ăратлă выльăх ĕрчетекенсене, ĕçе пуçăнакан фермерсене, çемье фермисене, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене аталантарма, кĕске вăхăтлăха илнĕ кредит проценчĕсен пĕр пайне саплаштарма кайĕ.

Федераци Чăваш Енри тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсем туса илекенсем /ку шута сутлăх çĕрулми, хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕ хатĕрлекенсене кĕртмен/ валли 117,34 миллион тенкĕ уйăрма палăртать. Патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсен йышне кунсăр пуçне куккурус, хĕвелçаврăнăш тата сахăр кăшманĕн вăрлăхĕсене туса илекенсене кĕртнĕ. Анчах, шел те, Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çак культурăсен вăрлăхĕсене пĕрне те Чăваш Енре туса илме май килмест.

Сĕт суса илессине ÿстерме республикăна 90,3 миллион тенкĕ килесси паллă. Анчах çак укçана илмешкĕн пирĕн хăшпĕр йĕркене пăхăнма тивĕ. Тĕслĕхрен, субсидие тивĕçес тесен сĕт пахалăхĕн Таможня союзĕн техника регламенчĕсемпе тÿр килмелле. Кунсăр пуçне субсиди виçи мĕнле пуласси сĕт тухăçлăхĕн кăтартăвĕсенчен нумай килет. Ял хуçалăх министрĕ инвестици кредичĕсен процент тăкакĕсене саплаштармалли субсидие парас йĕркене 2017 çулта улшăнусем кĕртнине палăртрĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕччен тунă кредит килĕшĕвĕсем тăрăх субсидие ЧР Ял хуçалăх министерстви урлă илме пулать. Çак кун хыççăнхи килĕшÿсене вара банксем çăмăллатнă виçепе /5 процентран ытла мар/ субсидилеççĕ.

Çĕнĕ çулта çавăн пекех АПК об±екчĕсен строительствипе тата модернизацилессипе çыхăннă тăкаксене саплаштармалли йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Малашне ĕне тума ÿстерекен мăйракаллă шултра выльăх фермисене, сысна ĕрчетекен комплекссене хута яракансем те патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç. «Кăрлачăн 13-мĕшĕнче РФ Ял хуçалăх министерствин конкурсне хутшăнма виçĕ инвестици проектне тăратрăмăр, — пĕлтерчĕ министр. — Вĕсем — «Ольдеевская» агрофирмăн теплици, «Красное Сормово» хуçалăхăн Яманак ялĕнчи 400 ĕне вырнаçмалăх ферми тата С.Халитовăн 1000 пуç качака валли тума палăртнă ферми». Çак проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 440,8 миллион тенкĕ. Вĕсем конкурсра çĕнтерсен федераци бюджетĕнчен республикăна 98,5 миллион тенкĕ илсе килме пултарĕç.

 

Машина лартма вырăн çук

Ку ыйтăва канашлăвăн кун йĕркине кĕртменччĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин хускатрĕ. Вăл çынсем ху-лара автомашинăсем лартма вырăн сахалшăн пăшăрханнине пĕлтерчĕ: «Предприятисен тав-рашĕнче машинăна хăварма çук теççĕ. Чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи лапамра тÿлевлĕ парковка тăвас тенĕшĕн те кăмăлсăрланаççĕ».

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕп хулара вăл е ку вырăнта автомашина лартма чаракан 700 яхăн паллă вырнаçтарнине çирĕплетрĕ. Çак меслетпе хула влаçĕсем çул хĕррине е картишне лартса хăварнă машинăсем территорие юртан тасатма кансĕрлесрен усă кураççĕ. «Чукун çул вокзалĕ патĕнче автомашинăна лартса хăварнăшăн малтанхи икĕ сехетре тÿлемелле пулмĕ. Ун хыççăнхи вăхăтшăн вара укçа илме пуçлĕç», — çапларах уçăмлатрĕ ыйтăва хула администрацийĕн пуçлăхĕ. Парковка ыйтăвĕ медицина учрежде-нийĕсенче ĕçлекенсемшĕн те çивĕч тăрать. «Тĕп хулари больницăсен таврашĕнче машинăсене лартма чăннипех те вырăн сахал. Çавна май час-часах авари тăвас хăрушлăх сиксе тухать», — терĕ Алла Самойлова министр.

Ку ыйту, паллах, паян кăна сиксе тухнăскер мар. Шупашкарта машинăсен шучĕ ÿснĕ май вăл кунран кун çивĕчленсех пырать. Çавна май Иван Моторин хула влаçĕсене парковка ыйтăвне предприяти-организаци представителĕсемпе, халăхпа пĕрле вăраха ямасăр татса пама сĕнчĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас