Коллеги ларăвĕ иртрĕ
26 Jan, 2017 | Пулса иртни

Ĕнер Раççей Федерацийĕн Айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Ларăва управлени пуçлăхĕ Александр Робота полковник уçрĕ. Вăл хăйĕн докладĕнче ведомствăн 2016 çулхи оперативлă служба, производствăпа хуçалăх ĕç-хĕлĕ тата финанспа экономика лару-тăрăвĕ çинчен каласа кăтартрĕ, çитес çул тĕллевĕсене палăртрĕ. А.Робота çулталăк çăмăлах пулманнине, апла пулин те служба ĕçченĕсем хăш-пĕр енĕпе çитĕнÿсем тума, пысăк кăтартусемпе палăрма пултарнине палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Айăплава пурнăçлакан тытăм ĕçченĕсене служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав турĕ. «Право хуралĕн ытти органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен республикăра тăнăçлăх хуçаланть. Çынсем ыранхи куна шанчăкпа пăхаççĕ, ачасене шкула, садике çÿреме хăрушă мар. Терриоризмпа, айăплавран пăрăнса юлма тăрăшакан преступниксемпе ăнăçлă кĕрешетĕр», — терĕ Михаил Васильевич.

Коллеги ларăвĕн пĕрремĕш пайĕ хыççăн хăнасем республикăри колонисенче ларакансем ăсталанă япаласен куравĕпе паллашрĕç.

В.БАГАДЕРОВА.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас