Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Эпир хамăрăн паттăрсене хисеплетпĕр

Мухтавлă ентешĕмĕр, граждан вăрçин паттăрĕ, виçĕ Георгий хĕресĕн тата медалĕн, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, легендарлă комдив Василий Иванович Чапаев 32 çул çеç пурăннă. Хĕрлĕ Çар командирĕ Урал шывĕнче путса вилнĕ. Анчах унăн ячĕ тĕпсĕрлĕхре çухалса манăçман, халăх асĕнче ĕмĕрлĕх тăрса юлнă.

 …Легендарлă комдив çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче паллă çак пулăма халалланă уяв иртрĕ.

— Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ питĕ паттăр, хăюллă, çирĕп кăмăл-туйăмлă çын пулнă. Вăл чи кăткăс самантра татăклă йышăнусем тума, хăй хыççăн халăха ертсе кайма пултарнă, вун-вун çапăçуран çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. Сахал мар ăру унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿснĕ, ун пекех паттăр пулма ĕмĕтленнĕ. Паян та вăл — хăюлăхпа харсăрлăх символĕ — пире Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулса ÿсме вĕрентет, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мухтавлă ен-тешĕн кун-çулне, вăрçă çулĕсенчи пурнăçне аса илнĕ май.

Совет саманинче çуралса ÿснĕ арçын ачасен хушшинче Василий Чапаев пек çар пуçĕ пулма ĕмĕтленменни çук та ахăртнех. Алла йывăç хуллинчен тунă хĕç тытнăскерсем вăрçăлла сахал вылянă-и?

— Эпир пурте чапаевецсем пулнă, — терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов. — Кун-çулĕ кĕске пулнă унăн, анчах темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ вăл. Ентешĕн паттăрлăхĕ, çар стратегийĕ легенда пулса тăнă. Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлне ялан асра тытать. Унăн ячĕпе урамсем, производство пĕрлешĕвĕсем хисепленсе тăраççĕ, музейсем ĕçлеççĕ, палăксем çĕкленнĕ. Эпир аваллăха, хамăрăн паттăрсене хисеплетпĕр.

Уява Василий Чапаевăн мăнукĕн ывăлĕ Александр та хутшăнчĕ. Вăл мăн аслашшĕне Тăван çĕршывĕнче манманшăн, ăна хисеплесе асра тытнăшăн тав турĕ.

— Эсир çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă паттăрсене манăçа кăларманни савăнтарать. Çакна пĕлсе тата курса тăма питĕ кăмăллă. Тăванăм 130 çул тултарнă тĕле парне — Раççейри В.Чапаев музейĕсене çыхăнтаракан сайт — хатĕрлерĕм, вăл паян официаллă йĕркепе ĕçлесе каять. Пĕтĕмпе çĕршывра — пилĕк музей, вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшли Шупашкарта, — терĕ хăна.

Александр Чапаев пĕлтернĕ тăрăх — ку сайтра легендарлă комдивăн Василий Чапаевăн кун-çулĕпе, паттăр ĕçĕпе, йăх-несĕлĕпе туллин паллашма пулать.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнӳкерчĕкĕ

Рубрика: