Пулас ăрушăн ашшĕ-амăшĕ те, общество та яваплă

Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсене ÿстерес, патриот туйăмлă общество туса хурас тесен ырă çимĕç вăрлăхне ачасен чун-чĕринче пĕчĕкрен акса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕрлĕхĕсем, патшалăх влаç органĕсем пĕрешкел тĕллевпе ĕçлесен ку енĕпе çитĕнÿ тума пулатех. Ку шухăшпа Вăрнар районĕнчи Пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсен штабĕн пуçлăхĕ Юрий Никифоров та килĕшет. Вăл, пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнăскер, ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерессишĕн сахал мар тăрăшать, вĕсенчен çĕршыва юрăхлă гражданинсем ÿстерессишĕн нумай вăй хурать.

 Пĕрлĕх туйăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Тĕнчипе паллă педагог А.Макаренко ачасене пуçтахланма чармалла мар тенĕ. Анчах ытлашши иртĕнсе каясран вĕсене сăнаса тăмалли çинчен те асăрхаттарнă. Вĕçĕмсĕр «Тĕк тăр! Шăпăрт лар!» тени ачан аталăнăвне чарса тăрать, ÿсекен организма вара ялан хускану кирлĕ.

«Спорт çынна тÿрккес, кăнттам, усал пулма хăнăхтарать» тенине пĕрре кăна мар илтнĕ. Йĕркелĕхе мĕнле вĕрентмелле? Ку ыйтăва Юрий Никифоров хăйне майлă татса панă. Унăн шухăшĕпе — ачасене вăйне, пултарулăхне кура уйăрмалла мар, пурне те пĕр пек хаклама тăрăш-малла, вăл е ку мероприятие хутшăнма ирĕк памалла. «Фестиваль евĕрлĕ йĕркеленĕ ăмăртусемпе тупăшусенче вăй виçме пуриншĕн те кăмăллă. Кунта начар вĕренекен те, вăйсăрри те, пултарулăхсăрри те çук», — тет вăл.

Ю.Никифоров çĕршыв умĕнчи тивĕçе чикĕ хуралĕнче пурнăçланă. Салтакран таврăнсан та республикăри пограничниксемпе тачă çыхăнăва татман, паян та вăл республикăри чикĕ хуралçисен общество организацийĕн ĕçне хастар хутшăнать. 2012 çулта вара ку юхăма ачасене те явăçтарнă, районти вĕрентÿ заведенийĕсенче пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсене йĕркелеме пуçланă.

— Эпĕ хăй вăхăтĕнче пионер вожатăйĕнче чылай çул ĕçленĕ. Çавна май ачасене воспитани парас енĕпе пĕрлĕх туйăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине лайăх пĕлетĕп, — ĕçе мĕнле пуçарса яни пирки каласа кăтартнă май пĕлтерчĕ Юрий Анатольевич. — Пионер, комсомол организацийĕсем арканнă хыççăн ачасене пĕрлештерекенни нимĕн те юлмарĕ. Çакна шута илсе пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсене йĕркелес шухăш çуралчĕ. Манăн сĕнĕве чи малтан Нурăс, Хапăс шкулĕсенче хапăлласа йышăнчĕç. Каярахпа ыттисем те ку ĕçе явăçрĕç. Çавăнтанпа кашни çулах çуркунне тата кĕркунне пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсен слечĕсене йĕркелетпĕр.

Ку мероприятисем шкул ачисемшĕн чăн-чăн уявпа танах. Унта хутшăнма чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Чи пахи – слета класри кашни ача хутшăнма пултарать, никама та «эсĕ пултараймастăн» тесе уйăрса хăвармаççĕ. Çакă ачасене лайăхрах, ырăрах пулма, тăрăшса вĕрен-ме хистет, «манăн та пур енĕпе те ыттисемпе тан пулмалла» принципа тĕпе хума вĕрентет. Тата пĕр отряд та, слета хутшăннă пĕр ача та нихăçан та хаклă парнесĕр тăрса юлмасть.

Мероприятисене Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăр ентешсене халаллаççĕ. Ăмăртусенче ачасем çарпа çыхăннă тĕрлĕ задани пурнăçлаççĕ. Çапăçусенче вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хурасси, мăнаçлă кĕвĕ çеммипе ялав йăтасси, стройпа пĕр тикĕс утасси, инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси, патриотизм юррисене юрласси… Пал-лах, çакă кирек хăш ачана та килĕшет, кăмăлне çĕклет… Ĕмĕчĕсене çунатлантарать: нумай та вăхăт иртмĕ, акă, эпĕ те салтак пулса тăрăп…

Хальхи яшсем вара, чăнах та, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пĕрре те хирĕç мар. «Çар училищине вĕренме каяс текенсем питĕ йышлă. Юлашки çулсенче салтакран пăрăнса юлма тăрăшакансене те асăрхаман, — тет Юрий Никифоров. — Анчах служба вăхăчĕ пĕр çулталăк çеç пулни питĕ сахал. Унти пурнăçа хăнăхса кăна çитеççĕ — киле таврăнмалла. Салтак пурнăçĕн тути-масине, ырлăхне туйса ĕлкĕреймеççĕ вĕсем. Çар ретĕнче иртнĕ кунсем йывăр, анчах çав минутсемпе сехетсем çыннăн кăмăл-туйăмне çирĕплетеççĕ, пурнăç çине урăхла куçпа пăхма вĕрентеççĕ. Киле вара çĕршыв умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçланине туйса, мăнаçланса таврăнатăн».

Юрий Анатольевичпа калаçнă май совет самани вăхăтĕнчи çарпа патриотизм воспитанийĕн меслечĕсем пирки те сăмах пуçартăмăр. Хальхи пек астăватăп — аслă классенче вĕренекен арçын ачасем темиçе куна тăсăлакан çар вăййисене хутшăнатчĕç. Тĕрĕссипе, вăйă шайĕнче кăна пулман çав мероприятисем. Сборсенче каччăсем салтак пурнăçне хăнăхатчĕç. «Çамрăк салтак курсне пĕтернисем халĕ те чĕререн тав тăваççĕ, — тет кăмăллăн Юрий Анатольевич. Сăмах май, вăл Вăрнар районĕнче çак мероприятие пуçарса йĕркелекенсенчен пĕри. — «Çара кайсан малтанхи вăхăтра мĕн кĕтнине лайăх пĕлсе тăнă эпир. Çавна май пире йывăрлăхсем хăратман», — теççĕ вĕсем. Шел, паян кун пекки çук, пирĕншĕн кашниншĕн питĕ пысăк çитменлĕх çакă».

Паллах, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнсах пырать. Çавна май ĕлĕкхи патне таврăнма майĕ те çук, кирлех те мар. Çĕннине шырамалла. Çавна май хальхи вăхăтра ачасене çар службине çеç мар, патшалăх службине те хăнăхтармалла. Педагогикăра тата воспитани ĕçĕнчен пуян опыт пухнă Юрий Никифоров ку шухăш патне пырса тухни ăнсăртран мар ĕнтĕ. «Урокра панă пĕлÿ çителĕксĕр, практика ытларах кирлĕ. Çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнтерме обществăн тата ашшĕ-амăшĕн пĕрле вăй хумалла», — тет вăл.

Ырă ĕçе тÿпе хывар мар-и?

Раççей питĕ нумай вăрçă нушине чăтса ирттернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăха уйрăмах пысăк шар кăтартрĕ. Унтан тата Афганистанри, Кубăри, Чехославакири, Югославири, Чечня Республикинчи хирĕçтăрусем, ытти хĕрÿ вырăнсем… Халĕ тата Украина, Сири… Юнлă вăрçăра пин-пин Раççей çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Çак шутра Вăрнар районĕнче çуралса ÿснисем те йышлă.

— Мĕн чухлĕн вĕсем? Тĕрлĕ вăрçăра пуç хунисене, хыпарсăр çухалнисене пурне те никам та пĕлмест, — тет Пĕтĕм Раççейри ветерансен «Боевое братство» общество организацийĕн Вăрнар район уйрăмĕн председателĕ Олег Никитин. — Тăнăç пурнăçа хÿтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлнисем пирĕн асран нихăçан та тухмĕç. Çавна май çапăçусенче пуç хунă салтаксене асăнса Вăрнар поселокĕнче часавай уçма йышăнтăмăр.

Пархатарлă çак сĕнĕве пуçарса халăх патне çитерекенни, паллах, Олег Леонидович хăй. Вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă, чикĕ хуралланă. Вăрçăра пулма тÿр килмен ăна. «Анчах пирĕншĕн, пирĕн ачасен çутă малашлăхĕшĕн пурнăçне шеллеменнисемшĕн чун ыратать», — тет общество ĕçĕн хастарĕ. Вĕсен ырă ятне, çутă сăнарне упраса хăварас тĕллевпе Олег Никитин район халăхне явăçтарса тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшать. Пĕтĕм Раççейри ветерансен «Боевое братство» общество организацийĕн Вăрнар район уйрăмĕн хастарĕсем ытти районти пĕрлĕхсемпе те тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсем йĕркелекен мероприятисене те час-часах хутшăнаççĕ.

Вăрнар районĕнчи пограничниксем çирĕм çул каяллах пĕрлешнĕ, хăйсен пĕрлĕхне туса хунă. 1998 çулта поселокра чикĕ хуралçисен тĕп паллине — хĕрлĕ-симĕс йăрăмлă юпана – лартнă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Çак тапхăрта пĕрлĕх вăйланса çирĕпленнĕ, çĕнĕ хăватпа ĕçлеме пуçланă. Çакна çирĕплетекен самантсенчен пĕри вăл шăпах ĕнтĕ часавай лартма шухăш тытни. Кунашкал ĕçе пĕччен пурнăçлаймăн, йышлă вăй кирлĕ.

Вăрçă паттăрĕсене халалланă часавая чукун çул вокзалĕпе юнашар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен ячĕпе уçнă Астăвăм комплексĕнчен аякра мар вырнаçтарма палăртнă. Çавăн пекех общество ĕçĕн хастарĕсем часавай таврашĕнчи территорие те хăтлăх кĕртесшĕн. Йĕри-тавра чечексем ешерĕç. Вăрнар çыннисемпе хăнисене такăр çулпа уçăлса çÿреме, йывăçсен сулхăнĕнче ларса канма меллĕ пулĕ.

— Строительство планĕ те, ытти кирлĕ документ та йăлтах хатĕр. Об±ектпа çулла ĕçлеме тытăнасшăн. «А» тесе калама хăйрăн тăк «Я» темеллех, — пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллине палăртса калать Олег Никитин.

Пархатарлă çак ĕçе кашни çын тÿпе хывма пултарать. Часавай валли патшалăх укçа уйăрмасть. Унăн кун-çулĕ, вăл мĕнле сăн-сăпатлă пуласси йăлтах ырă çынсенчен, вĕсен кăмăл анлăшĕнчен килет.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Вăрнар районĕ

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.