Чăвашлăхăн малашлăхĕ пысăк, е Крымра тăван халăх юрри-кĕвви янăрарĕ

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ çĕршыв историне пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа кĕрсе юлчĕ — Крым çурутравĕ /унта вырнаçнă Крым Республикипе тата Севастополь хулипе/ Украина тытăмĕнчен тухса Раççей Федерацийĕпе пĕрлешрĕ. Патшалăхсен хушшинчи çакна çирĕплетекен килĕшĕве Мускавра Кремль керменĕнчи Георгий залĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крым Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Владимир Константинов, Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕ Сергей Аксенов тата Севастополĕн «халăх мэрĕ» Алексей Чалый алă пусса çирĕплетрĕç. Крым халăхĕ Раççей йышĕнче пулассине хăйĕн ирĕкĕпе суйласа илчĕ. Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ референдума хутшăннисен 96,77 проценчĕ Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăланă. Кун хыççăн Крым тата Севастополь влаçĕсем Раççейрен хăйсене йышăнма ыйтнă. Пирĕн çĕршыв ертÿлĕхĕшĕн ку ыйту йышăну тумалли тĕп никĕс пулса тăнă. Крым Республики тата Севастополь хули Раççей субČекчĕсем пулса тăнине Раççей çыннисем хавхаланса, истори чăнлăхĕ çиеле тухнине палăртса йышăнчĕç. Чăваш Еншĕн те ку пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ: унта чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ çынсем те йышлă пурăнаççĕ.

Официаллă статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Крымра пурăнакан йăхташăмăрсен йышĕ 2,5 пин çынран та иртет. Вĕсенчен 500-ĕшĕ Севастопольте тата Балаклава районĕнче тĕпленнĕ. Севастопольти чăвашсем 2004 çулта ентешлĕх йĕркеленĕ. Крымри чăвашсен автономине пĕлтĕр туса хунă. Вăл Керчьри, Симферопольти тата Ялтăри ентешлĕхсене пĕрлештерсе, тăван чĕлхепе культурăна упраса хăварассишĕн тăрăшассине вăй парса тăрать.

Чăваш наци конгресĕ кăçал Севастопольти Балаклава районĕнче чăваш халăхĕн наци уявне — Акатуй — йĕркелерĕ. Палăртса хăварар: «çĕрпе сухапуç туйне» ирттернин пĕлтерĕшĕ уяв шайĕпе кăна танлашмасть. Вăл чи малтанах чăваш халăхне пĕрлештерекен, туслăхне çирĕплетсе вăйлатакан пысăк пулăм. «Чăваш халăхĕн малашлăхĕ пысăк. Пĕрле ĕçлесе пурăнар! Пĕрлĕхре — вăй!» — çапларах курать çак мероприяти тĕллевĕ-пĕлтерĕшне Крымри Акатуй пуçаруçи, ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев. Чăваш Ен хастарĕсен сĕнÿ-пуçарăвне Крымри йăхташсем ырласа йышăннă. «Мĕнпур регионти чăвашсене пухма май килчĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнни питĕ лайăх», — тет Крымри чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Андрей Яковлев.

Тĕнче тăрăх саланнă чăвашсем Крымра пĕрремĕш хут питĕ пысăк йышпа — 600 ытла çын — пухăнчĕç. ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева пĕлтернĕ тăрăх — уява тĕрлĕ регионтан 20 яхăн делегаци, юрăçсемпе фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Унта Пенза, Челябинск, Чĕмпĕр, Иркутск, Оренбург, Томск, Тутар, Чăваш республикисенчи, ытти тăрăхри чăвашсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕсем сцена çинче истори саманчĕсене кăтартнă. «Сувар» ансамбль, Муркаш районĕнчи «Калинка», «Шуракăш», Çĕмĕрле районĕнчи «Шанчăк», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Ритм», «Сĕнтĕр», ытти ушкăнпа ансамбльсем, эстрада юрăçисем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Крым çĕрĕ çине килнĕ хăнасем чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Севастополь хулине хÿтĕлесе пуç хунă чăваш салтакĕсене асăнса хунă чул патне чĕрĕ чечексем хунă. Пачăшкăсем кĕлĕ вуланă. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов сăваплă вырăнта сăмах каланă, паттăрсене асăнса ку вырăнта палăк тумашкăн пулăшма шантарнă.

Çанталăк çумăрлă тăнăран /анчах йĕпе-сапа çынсене пачах та пăшăрхантармарĕ: Акатуй çумăрĕ пуян тухăç палли пулнине пурте аван пĕлеççĕ/ уява Балаклавăри культура керменĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Раççей, Крым, Чăваш республикисен, Севастополь хулин тата Чăваш наци конгресĕн гимнĕсене зал тулли халăх ура çине тăрса юрларĕ. Балаклава район Департаменчĕн директорĕ Сергей Седых чăвашсем ĕçчен тата хастар халăх, пĕрле савăнма пĕлни çинчен ырласа сăмах каларĕ. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Севастополь хулинче пурăнакан чăвашсене аякри йăхташĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ: «Пĕрле пулсан, туслă пурăнсан эпир вăйлă та пуян!» Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев çак уяв чăвашсене пĕр шухăшпа, пĕр туйăмпа хăватлантарнине, пĕрлештернине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсене тăван культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшнăшăн тав турĕ. Уявра Крымри Балаклава муниципалитет округĕн тата Чăваш Республикинчи Етĕрне район администрацийĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме йышăну турĕç.

Хĕвел пăхса ярсан Акатуй халăхĕ Балаклава хули çывăхĕнчи лапама куçрĕ. Шупашкартан, Чăваш Республикинчи районсенчен, Саратов тăрăхĕнчен, Севастопольпе Симферополь хулисенчи автономисем йăлана кĕнĕ йĕркепе хăйсен картишĕсене хатĕрленĕ, тĕрлĕ курав йĕркеленĕ. «Паха тĕрĕ» фирма, Зинаида Воронова, Людмила Балтаева, Нина Наумова, ытти ăстасем хăйсен алĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Фольклор ушкăнĕсемпе юрăçсем пĕр-пĕринпе улшăнса Крым тăвĕсене янратса юрăсем шăрантарчĕç, ура хуçса ташларĕç. Крым Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем чăваш халăхĕн пуян йăли-йĕркине курса тĕлĕнчĕç.

«Çĕрпе сухапуç туйне» чăвашсем мăн аслашшĕсем пекех ĕçре ирттерчĕç. Кунта, тĕслĕхрен, йĕтĕн­рен тата кантăртан пир — чĕртавар хатĕрленинчен пуçласа çип арлани, хатĕр пире çемçетни таранах — тĕртсе кăтартрĕç. Уявăн хăйнеевĕрлĕхне кăтартаканни — чăвашсем пурте пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе калаçни. Акатуй йĕркелÿçисемпе хăнасем наци тумне тăхăннă. Уйрăмах хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсем хисепре. Чи пуяннисем тата капăррисем 5 килограмм ытла таяççĕ. Балаклава лапамĕнчи Акатуй çур пине яхăн çынна пуçтарчĕ. Кашниех чăваш халăх апат-çимĕçне тутанса пăхма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма, кăмăлтан юрласа ташлама пултарчĕ», — чăвашсен уявĕ çинчен çапла каласа кăтартнă «Крым24» канал тележурналисчĕсем.

Хура тинĕс хĕрринче чăвашла юрă янăрани тата мĕне тăрать! «Çăлтăрпа пĕрле зарядкăна!» флешмоба 400 яхăн çын хутшăнчĕ. Ирпе ирех тинĕс хĕрринче, уçă та сиплĕ сывлăшра чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ... Чăвашла тумланнă хастарсем пĕр-пĕринпе ăмăртса хул-çурăма çирĕплетекен хусканусем турĕç.

Крымри Акатуя хутшăннă ентешсем уяв пирки хавхаланса каласа кăтартаççĕ. «Севастополь казакĕсем çар кухнинчи яшкапа тата пăтăпа сăйларĕç. Пурне те килĕшрĕ салтак пăтти. Иртнĕ вăрçăран юлнă нимĕçсен окопĕсемпе дотсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Каç енне кĕрлекен Акатуй уявне алă сулса сывпуллашрăмăр, икĕ автобуспа тăван тăрăха çул тытрăмăр. Питĕ курăмлă та кăсăклă иртрĕ чун çÿревĕ: çĕнĕ туссем, тĕлпулусем, Хура тинĕс хумĕсемпе пĕрремĕш Акатуй ĕмĕрлĕхех асра юлĕç», — тет Шупашкар районĕнчи Атăльялра пурăнакан Николай Смирнов.

Мăн асаттесен авалхи уявĕ, ĕмĕртен ĕмĕре тирпейлĕн куçса пыракан мăнаçлă Акатуй Крым çĕрĕнче чăвашсене çеç мар, патшалăх влаç органĕсене те пĕр шухăшлă пулса пĕр тĕллевпе ĕçлеме хавхалантарчĕ. Севастопольти чăвашсен наци культура пĕрлĕхĕ, Крым Республикинчи чăвашсен наци культура автономийĕ, Крым Республикин Культура министерстви, Севастополь хулин Культура департаменчĕ, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикинчи Культура тата Экономика аталанăвĕн министерствисем тăрăшнипе йĕркелесе ирттернĕ уяв Раççей регионĕсенчи тата чикĕ леш енче тĕпленнĕ ентешсене пĕр çĕре пухма, Крым Республикинче пурăнакан чăвашсене тупма, вĕсене пĕрлештерме, Крым тата Севастополь Правительствисене Чăваш Енпе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме пулăшрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

Проект ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.