Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни пуçланчĕ

12 Юпа, 2016

«Пус çумне пус хушсан иккĕ мар, виççĕ тăвассишĕн» тăрăшакан кашни çыннăн паян пĕр вăхăтрах экономист та пулмалла, ял хуçалăх ĕçне те, банксенчи лару-тăрăва та, бизнес хутлăхне те лайăх пĕлсе тăмалла. Пурнăçпа тан утма ăнтăлакансемшĕн юпа уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче республикăра иртекен «Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни» уйрăмах усăллă пулĕ. Çĕршыври финанс рынокĕн паллă специалисчĕсем тăватă кун хушшинче ятарлă вун-вун мероприятире хăйсен опычĕпе паллаштарĕç, паянхи финанс тĕнчинче çынна шанчăклă туйма пулăшакан сĕнÿсемпе канашсем парĕç.

Финанс пĕлÿлĕхĕн эрнин программипе килĕшÿллĕн Правительство çуртĕнче «Паянхи пурнăç условийĕсенче финанс пĕлÿлĕхĕн тата потребительсен прависене хÿтĕлессин пĕлтерĕшĕ тата кирлĕлĕхĕ» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унăн ĕçне Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина, ĕç тăвакан влаç органĕсен, банксен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Экспертсен йышĕнче — федераци тытăмĕсен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен, страхлакан тата финанс-кредит организацийĕсен представителĕсем.

Мероприятие Раççей Банкĕ çумĕнчи финанс пĕлÿлĕхĕн эксперт канашĕн председателĕ Анатолий Гавриленко ертсе пычĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх — «Финанс пĕлÿлĕхĕн эрнине» Чăваш Енре ирттерме йышăнни ăнсăртран мар. «Федераци шайĕнче сирĕн республика пилот проектсене çĕршывра пĕрремĕшсен шутĕнче пурнăçлама тытăннипе палăрса тăрать. Инноваци рейтингĕнче те Чăваш Ен малта. Вĕренÿ заведенийĕсемпе финанс пĕлÿлĕхĕн ыйтăвĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетĕр. Халĕ те экспертсем сире нумай çĕннине вĕрентсе хăварĕç. Эпир те Чăваш Енĕн тĕрлĕ проектсене пурнăçланă чухнехи опычĕпе паллашăпăр, хамăршăн усăллине сахал мар тупăпăр», — терĕ вăл.

Экономикăра кризис вăй илнĕ тапхăрта финанс пĕлÿлĕхне ÿстересси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Патшалăхăн влаç органĕсен çеç мар, рынок хутшăнăвĕсене кĕрекен çынсен те халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатассине — сăмахран, вăл е ку финанс продуктне туянакан граждансен çемье бюджетне тăкакланин усси пулассине малтанах пĕлсе тăмаллине — тĕпе хумалла. «Финанс пĕлÿлĕхне ÿстересси — паянхи кун ыйтăвĕ», — юлашки çулсенче республикăра ку енĕпе ăнăçлă ĕçленине пĕлтернĕ май палăртрĕ Светлана Енилина министр та. ЧР Финанс министерстви пĕлтĕр кăна Чăваш Енри вĕрентÿ заведенийĕсенче финанс ыйтăвĕсемпе пине яхăн мероприяти йĕркеленĕ. Çавăн пекех «Раççей 24» канал «Чăвашкредитпромбанкпа» пĕрле хатĕрлекен тематика кăларăмне кăтартать, пуçламăш классем валли методика материалĕсем кун çути кураççĕ. «Пурнăçа кĕртнĕ ĕç-хĕл кăтартăвĕсем тăрăх бюджет уççăнлăхĕн шайĕпе эпир Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр, çĕршыври 85 суб±ект хушшинче лидерсен ушкăнне /19-20-мĕш вырăнсем/ кĕтĕмĕр», — терĕ Светлана Енилина.

Финанс министрĕ экспертсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çĕршыври паллă финансистсем ку эрнере Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра тата Кÿкеç поселокĕнче шкул ачисемпе, студентсемпе, бизнес-пĕрлĕхпе тĕлпулусем йĕркелеме, семинарсем, «çавра сĕтелсем» ирттерсе финанс-экономика ĕç-хĕлĕн кăткăс ыйтăвĕсене уçăмлатма палăртаççĕ. «Чăваш Енре иртекен çак мероприятисем халăха финанс тата бюджет пĕлÿлĕхне тарăнлатма хистекен пулăм пулса тăрасси иккĕлентермест», — терĕ Светлана Енилина. Анатолий Гавриленко экспертсен ĕçĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çеç мар, хăнасемшĕн те кăсăклă пулассине палăртрĕ. «Республика çинчен нумай вуланă. Халĕ Чăваш Енри пурнăçпа паллашма, интереслĕ çак çĕр çинче пурăнакансемпе тĕл пулма ăнăçлă самант килсе тухрĕ. Çамрăксене çĕннине пĕлтерме, республикăри ватă çынсен ăс-хакăлĕпе пуянланма май пуласса шанса тăратпăр», — терĕ экспертсен канашĕн председателĕ.

«Финанс пĕлÿлĕхĕн эрни» проекта Раççей регионĕсенче 2010 çулхи ака уйăхĕнче пурнăçа кĕртме пуçланă. Ку таранччен финанс ĕç-хĕлĕн «шур сухалĕсем» çĕршыври 60 ытла хулара пулнă, Раççейĕн пин-пин гражданинне финанс пĕлÿлĕхĕн ыйтăвĕсемпе кăсăклантарса янă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.