Комментари хушас

1 Ака, 2016

Леонид ЧЕРКЕСОВ: Ĕç çынни шанни хăват парать

Шупашкар хула пуçлăхĕ чăваш çынниех-ши е аякран килнĕскер-ши? Çапла иккĕленсе ыйтнине пĕрре кăна мар илтнĕ. Тĕрĕссипе, хам та кун пирки шухăшланăччĕ. Пĕррехинче Элкер урамĕнчи пасар ĕç-хĕлĕпе паллашма кайсан йăлтах уçăмланчĕ. Делагаци йышĕнче хула пуçлăхĕ те пурччĕ. Кинемейсем ăна сырса илчĕç, ыйтусем пама пуçларĕç. Леонид Ильич ватăсемпе тап-таса чăвашла калаçрĕ. Апла тăк вăл...

— Чăваш эпĕ, чăваш, — калаçăва пуçарса ячĕ Леонид Ильич /хăй кулать/. — Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Турханта çуралса ÿснĕ. Асатте-асанне те, кукаçи-кукамай та çак ялтанах. Пурте — чăваш. Асатте ялти пĕрремĕш комсомолецсенчен пĕри пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Кукаçи кулаксен йышĕнчен пулнă. Вăл лартнă пилĕк кĕтеслĕ, çирĕп çурт халĕ те пур. Кукаçи икĕ хутлă утар тытса тăнă, утмăл ытла вĕлле, икĕ-виçĕ лаша, икĕ-виçĕ ĕне усранă. Хĕллехи вăхăтра вара атă çĕленĕ, таврара унашкал ăста сайра пулнă. Унăн ĕç хатĕрĕсем халĕ те ялта упранаççĕ. Кукаçи, мал курăмлăскер, çемйине синкертен сыхланса мĕнпур пурлăхне хăй ирĕкĕпе колхоза панă. Анчах çакăн хыççăн вăл нумай пурăнайман, хытă пăшăрханнăран чире кайса çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Анне 50-мĕш çулсенче районта ют чĕлхе енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ пĕртен-пĕр учитель пулнă.

Эпĕ Хутар шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн 1983 çулта Шупашкара килтĕм, медицина факультетне вĕренме кĕтĕм.

— Леонид Ильич, пурнăç çулне медицинăпа çыхăнтарма мĕн хистерĕ?

— Манран вунпĕр çул аслă пичче медицина пĕлĕвĕ илнĕ, тухтăрта ĕçлетчĕ. Вăл маншăн тĕслĕх пулнă. Çавăн пекех мана шкулта хими тата биологи вĕрентнĕ Валерий Павлович тата Галина Аркадьевна Долговсем, питĕ пултаруллă учительсем, нумай хавхалантарнă. Шкулта çак предметсемпе ирттернĕ олимпиадăсенче кашни çулах мала тухаттăмччĕ. Районта иртекен хими олимпиадисенче те яланах çĕнтернĕ. Çак предметсене юратни мана медицинăна суйлама хистенĕ те ĕнтĕ.

— Хирургра чылай çул ĕçленĕ хыççăн ĕç-хĕл сферине улăштарма йывăр пулмарĕ-и?

— Хула управленине куçасси хăй еккипе пулса пычĕ. Юлашки çулсенче эпĕ ахаль врачра кăна ĕçлемен-çке. Сакăр çул 7-мĕш хула больницине ертсе пынă. Сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ вăл — чи малтанах администратор, управленец. 2005 çулта пĕрремĕш хут Шупашкар хула пухăвĕн депутатне суйлантăм. 2010 çулта хула ертÿçине суйларĕç. 2015 çулта хула пуçлăхĕ пулма тепĕр хут шанчĕç.

— Шупашкар паян мĕнле пурăнать?

— Кăçалхи çул хулашăн йывăр пуласси куçкĕрет. Пĕлтĕрхи бюджет 8 млрд та 460 млн тенкĕпе пулнă-тăк, кăçал 6 млрд та 700 млн тенкĕлĕх кăна çирĕплетнĕ. Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче депутатсен пухăвĕнче хула бюджетне 500 млн тенкĕлĕх ÿстерес шухăшлă. Малашне те ÿсĕм çулĕпе пырасчĕ. Юлашки вăхăтра хăшпĕр предприяти, çак шутра В.И.Чапаев ячĕллĕ завод, электротехника кластерĕ, лайăх ĕçлесе кайрĕç. Трактор тата Агрегат завочĕсем пăшăрхантараççĕ: тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ. Пĕчĕк предприятисен, предпринимательсен шучĕ те чакман. Йывăрлăха пăхмасăр тытăнса тăраççĕ.

— Çитес вăхăтра тĕп хулара курăмлă мĕнле ĕçсем тума палăртатăр?

— 2012 çултанпа 16 ача сачĕ хута янă. Малашне те ку енĕпе ĕçлесшĕн: çитес вăхăтра Алькеш поселокĕнче, "Радужная", "Новый город" микрорайонсенче шкулчченхи учрежденисем тума палăртнă. Гладков урамĕнче 1100 вырăнлă шкул строительствипе ака уйăхĕнче ĕçлеме пуçлаççĕ. Ăна питĕ кĕске вăхăтра туса пĕтересшĕн. Эгер бульварĕнчи ФОК, "Шупашкар: 500 çул" паркри маунтинбайк ценрĕ, сĕтелçи теннис, биатлон шкулĕсем — кăçал хута каймалли обћектсем. Ку стройкăсен ĕç-хĕлне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та сăнасах тăрать.

— Юр ирĕлнĕ май çулсем çинчи шăтăк-путăксем те "ирĕке" тухма пуçларĕç. Вĕсене "саплас" тесен сахал мар ĕçлеме тивет...

— Пĕлтĕр авăн уйăхĕнче кăна хулари çулсене юсаса пĕтернĕччĕ. Нарăс уйăхĕнче çанталăк выляса тăнăран — самантрах ăшăтать, çавăнтах сивĕтет — çулсем питĕ вăйлă арканчĕç. 60-70-мĕш çулсенче тунă çул-йĕре хальхи вăхăтри йывăр тиевлĕ машинăсене "чăтма" йывăр. Асфальтăн çиелти сийне улăштарни кăна çителĕксĕр. Никĕсĕ çирĕп кирлĕ. База проездĕнчи çулсем еплерехчĕ? Ăна кашни çул "сапланă", усси çукчĕ. Тĕпрен юсанă хыççăн тин йĕркене кĕчĕ. Кăçал Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинче, "Кĕрĕк" фабрика çывăхĕнче, сывлăшран каçă туса пĕтермелле. "Фучик — Айхи" çул хĕресленĕвĕ" пысăк проекта пурнăçа кĕртмелле. Кунсăр пуçне кăçалах хулари пилĕк çул хĕресленĕвне анлăлатса йĕркене кĕртесшĕн. Хальхи вăхăтри пысăк стройка — тĕп хулари Мускав кĕперĕ.

"Дороги городов "Единой России" программăпа ку таранччен хулари картишсен 70 ытла процентне асфальт сарнă, 426 ача-пăча площадки вырнаçтарнă, çуртсем патне пыракан çулсене анлăлатнă. Çивĕч тепĕр ыйту вăл — хулара пурăнакансене çăмăл машинисене лартма ятарлă вырăнсем туса парасси. Юлашки çулсенче çынсем ытларах çуран е велосипедпа çÿреме пуçларĕç. Çакна шута илсе халăх йышлă утакан çулсене асфальт сарма тĕллев лартнă. Çав тротуарсене тасатса тăма пĕчĕк пылесоссем кирлĕ. Кăçал хулари кашни район валли пĕрер çав техникăна туянасшăн.

— Шупашкар çуллахи вăхăтра уйрăмах хитре. Пур çĕрте те чечексем ешереççĕ, клумбăсемпе газонсем илем кÿреççĕ. Кăçал та çаплах пулĕ-и?

— 19652 чечек лартма палăртнă. Ку хисеп пĕлтĕрхинчен ытларах. Интереслĕ композицисем йышлă пулĕç. Пĕлтĕр "Зеленстрой" предприятин теплицисем хута кайрĕç. Малтанхи çулсенче калчасен 50 ытла процентне туяннă. Халĕ вĕсем хăйсем ÿстереççĕ, 20 процентне кăна аякран илме тивет. Малашне "Зеленстрой" кирлĕ чухлĕ калчана хăех туса илме тĕллев лартать.

— Авари хăрушлăхĕ пур çуртсенчен куçарасси, тăлăхсене, ветерансене пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтересси мĕнле шайра пулса пырать?

— Ку ĕç-хĕле тапхăрпа туса ирттеретпĕр. Пилĕк тапхăрта 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хулари авариллĕ 265 çуртра пурăнакансене хăтлă хваттерпе тивĕçтермелле. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрсене вĕçленĕ. Виççĕмĕш тапхăрта 54 çуртра пурăнакан 1219 çынна 372 хваттер пама йышăннă. 2014 çулта — 106, 2015 çулта 65 тăлăха хваттер панă. Кăçал та черетре тăракансем пур. Программа ĕçлет, чарăнса ларман. Вăрçа хутшăннисен тĕлĕшпе ĕçе вĕçленĕ тесен те юрать. Суд йышăнăвĕ кĕтекенсем кăна юлнă. Суд ыйтăва вĕсем майлă татса парсан, паллах, вĕсене те хваттер парăпăр. Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтересси те пирĕн кун йĕркинче тăрать.

— Юлашки вăхăтра туризма аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шупашкарти мĕнле вырăнсем туристсемшĕн кăсăклă пулĕç-ши?

— Нумаях пулмасть ку ыйтупа тĕп хулара Пĕтĕм Раççейри канашлу иртрĕ. Çакă та пире шалти туризма аталантарма хăват парать. Шупашкарта, чăнах та, интереслĕ вырăн нумай. Вĕсене Чăваш Ене урăх регионтан килекенсене кăтартмаллах. Хальхи вăхăтра Шупашкар портĕнче пысăк пăрахутсем виçĕ-тăватă сехетлĕхе кăна чарăнаççĕ. Вĕсене ÿлĕмрен хамăр патра 10-12 сехет тăратас шухăш пур. Çак вăхăтра туристсене хулари паллă вырăнсене, тĕслĕхрен, В.И.Чапаев, Трактор, Чăваш тĕррин музейĕсене, ытти çĕре, илсе кайса кăтартасшăн. Лайăх çанталăкра Атăл леш енне шыв таксине çÿретесшĕн. Автобуспа Шуршăла кайса килме те пулать. Хальхи вăхăтра "Шупашкар: 500 çул" паркра пысăк стройка пырать. Унта питĕ хитре пулĕ: пĕвесен ярăмĕ, спорт сооруженийĕсем, аквапарк, океанариум... Шупашкарта пилĕк çул хушшинче 26 палăк уçнă. Вĕсене те аякран килекенсене кăтартсан аван. Кăçал Петрпа Февроние асăнса палăк лартасшăн. "Паха тĕрĕ", "Шупашкар трикотажĕ", "Акконд", "Букет Чувашии" предприятисене экскурсие кайса курма юрать. Унта паха продукци туса кăлараççĕ, çĕнĕ йышши технологисемпе усă кураççĕ.

— Леонид Ильич, 2010 çултанпа тĕп хула ырлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшатăр. Хăвăрăн ĕçĕн çимĕçне мĕнре куратăр?

— Чи пĕлтерĕшли маншăн — хулан социаллă политика лару-тăрăвĕ тикĕс аталанса пыни. Хула ертÿлĕхĕ çынсене пурăнма, ĕçлеме, вĕренме, юратма хăтлă пултăр тесе тăрăшать. Шупашкарта пурăнакансем тата хăнасем хулара хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр — çакна та тĕпе хуратпăр. Сăмах май, "Хăрушлăхсăр хула" программăпа нумай ĕçлетпĕр. Çуртсен таврашĕнчи 200 картишĕнче, халăх йышлă çÿрекен общество вырăнĕсенче видеокамерăсем вырнаçтарнă.

— Малтанхи профессишĕн тунсăхла-мастăр-и?

— Паллах, хирургра ĕçленĕ çулсем хыçа юлчĕç. Анчах чирлĕ çын сывлăхĕшĕн кĕрешнĕ самантсем, операци ирттернĕ вăхăтсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ. Халĕ ку енĕпе ĕçлемесен те медицина литератури нумай вулатăп. 2010 çулта операцисем тума пăрахнă пулин те хирургсене консультаципе час-часах пулăшатăп.

— Хăшĕ-пĕриншĕн Шупашкар — çитĕнÿсен хули, теприсемшĕн... Сирĕншĕн мĕн вăл Шупашкар?

— Маншăн вăл хальхи вăхăтра хам çуралса ÿснĕ вырăнтан та çывăхрах пулса тăчĕ. Пĕрремĕш çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсем Шупашкарпа çыхăннă. Хулара пурăнакан ĕç çыннисем мана шанса, ĕненсе депутата суйларĕç. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн ырми-канми ĕçлемеллине лайăх пĕлетĕп. Пĕччен кăна пысăк утăмсем тăваймăн. Командăпа ĕçлесен, халăх ăнланса пулăшса пырсан кирек епле чăрмава сирме те, кирек епле йывăрлăха çĕнтерме те пулать.

— Иртнĕ çул вĕçĕнче Турцири тăванла хулапа — Антальйăпа — туслă çыхăнусене татма йышăнтăр. Çак утăма тума мĕн хистерĕ?

— Турккăсем вырăс летчикĕсене персе антарнă хыççăн Эрдоган та, Турци правительстви те Раççей халăхĕнчен те, Правительствинчен те, Президентран та каçару ыйтмарĕç. Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра Турцие кайса çÿреме те хăрушă. Çавăн пекех эпир нумай çул туслă пурăннă Анталья хулин мэрĕ, Эрдоганшăн оппозиционер пулса тăнăскер, отставкăна кайрĕ. Пĕтĕм Раççей халăхĕпе пĕрле пулас тесе Турци хулипе туслă çыхăнусене татма шут тытрăмăр. Халĕ ют çĕршывсенчи ытти хулапа тăванлашасси пирки шухăшлатпăр. Ку ыйтупа Сербипе, Ереванпа, Болгарипе, Кипрпа калаçу пуçарнă. Кунсăр пуçне Шупашкарăн Венгрире, Кубăра, Намибире туслă çыхăну тытакан хуласем пур.

— Пурнăç принципĕ мĕнре?

— Яланах ырă ту. "Ырă ырăпа таврăнать", — асанне пĕрмаях çапла калатчĕ. Ку ĕçре яланах тата пуриншĕн те лайăх пулма çук. Анчах çак сăмахсене нихăçан та асран кăлармастăп. Май килнĕ таран çынна ырă тума тăрăшатăп.

— Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

— Хĕлле канмалли кунсенче йĕлтĕрпе ярăнатăп, бассейнра ишетĕп. Чăваш ялĕнче ÿснĕскер сад-пахчара ĕçлеме юрататăп. Хамăра валли хамăрах пахчаçимĕç туса илетпĕр эпир. Çулла тăван яла Турхана каятпăр. Унта пирĕн пиччепе иксĕмĕрĕн аттепе аннерен юлнă 50 сотка çĕр, кил-çурт пур. Шел, юлашки пилĕк-ултă çулта яла кайса çÿреме вăхăт сахалрах. Малтанхи вăхăтра отпускра ялтах пурăннă. Ачасем те ялтах ÿснĕ. Мăшăра та /вăл та чăваш/ унта килĕшет.

— Ачасем сирĕн çулпа каймарĕç-и?

— Мăшăрăм ача-пăча больницинче функци диагностикин уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлет. Икĕ ача пирĕн. Хĕрача — 25 çулта. Мускавра Экономика аслă шкулне пĕтерсен çĕршывăн тĕп хулинче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкара таврăнчĕ. Унăн йышăнăвĕ мана питĕ килĕшрĕ. "Шупашкартан лайăх хула çук", — тет вăл. Ывăл кăçал 11-мĕш класс пĕтерет.

— Мĕнле çутă шанăçпа пурăнатăр?

— Чăваш халăхĕ — ĕçчен халăх. 2016 çул йывăр пуласси паллă. Эпир пурте пĕр пулса çав йывăрлăхран тухма вăй çитерессе шанатăп.

— Мана сирĕн ят вăрттăнлăхĕ кăсăклантарать: Брежневпа çыхăнман-и вăл?

— Пичче каласа кăтартнăччĕ: "Вăт эсĕ çуралнă /1966 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче. — Авт./, анчах сан валли ят тупайман-ха. Аттепе пÿрт умĕнчи сак çинче шухăша кайса ларнă самантра почтальон хаçат парса хăварчĕ. Пĕрремĕш страницăра пысăк саспаллисемпе — "Леонид Ильич Брежнев чикĕ леш енчен черетлĕ çулçÿреврен таврăннă". Иксĕмĕр пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлантăмăр: ача валли ят тупăнчĕ!" Вăт çапла майпа эпĕ Леонид Ильич — анчах Брежнев мар, Черкесов — пулса тăнă.

Валентина БАГАДЕРОВА

калаçнă.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.