Пирĕнсĕр пуçне никам та!

3 Çурла, 2016

— Ур-ра! Ур-ра! Ур-ра! — хăватлă сасăсем Атăл тăрăх ахрăм пулса инçете саланчĕç. Чăваш Енри десантниксем паян РФ Сывлăш- десант çарĕсен кунне 86-мĕш хут паллă турĕç. Кăвак беретлисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ тÿремре саламларĕ.

Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалланă уява Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ, Чăваш Республикинчи «Десантниксен союзĕ» общество организацийĕн канашĕн председателĕ Игорь Кашаев уçрĕ. Ялав илсе килнĕ, Раççей тата Чăваш гимнĕсем янăранă хыççăн десантниксем çар ăсталăхне кăтартрĕç.

— Çар служби çăмăл мар, унăн йывăрлăхĕсене чăн-чăн патриотсем кăна тÿссе ирттерме пултараççĕ. Десантниксем тĕрлĕ вăрçă витĕр тухнă, тăнăç пурнăçра Конституци çирĕплĕхне сыхланă. Вĕсем Афганистан чиккинче те, Çурçĕр Кавказ регионĕсенче те, хĕрÿ ытти вырăнта та паттăрлăхпа палăрнă, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев десантниксене професси уявĕпе саламланă май. — Сывлăш- десант çарĕсем тахçанах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Аслă Главнокомандующийĕн тĕп шанăçĕ пулса тăнă. Иккĕленместĕп: вăл чĕнсен десантниксем паян та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кар! çĕкленĕç. Пĕрле чухне эпир вăйлă! Мухтав десантниксене!

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен мухтавĕ пулса тăракан çарсенче тăнисем служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне çеç мар, мирлĕ пурнăçра та харсăр та пуçаруллă. Вĕсем çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Шкул ачисемпе час-часах тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Уявра харсăрсен йышĕнчисене общество наградисемпе чысларĕç.

Кăвак беретлисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин çар комиссарĕн ветерансемпе ĕçлекен пулăшуçи Александр Осипов саламларĕç, Шупашкарăн тата республикăн общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав турĕç.

Сывлăш-десант çарĕсен историйĕ пуян, салтак атти тăхăннисен чăтăмлăхĕпе тÿрĕлĕхне тĕрĕсленĕ çулсем вăрăм та тумхахлă. Тăван Çĕршыва хÿтĕлессишĕн вăй-хала та, сывлăха та шеллемен вĕсем. Тепĕр чухне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă... Служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.

Кăвак беретлисен вăйне тата хастарлăхне халалласа сăвă сахал мар çырнă, юрă кĕвĕленĕ. Вĕсене пысăк сцена çинче те юрлаççĕ, юлташсем пĕчĕк ушкăнпа пухăнсан гитарăпа та шăрантараççĕ. Уявра та Шупашкар артисчĕсем, çав шутра «Живи и помни» ансамбль, патриотизм юррисене нумай юрларĕç.

«Çунатлă пехотăра» службăра тăма юрăхлă пулни яланах сумлă тата хисеплĕ шутланнă. Хальхи вăхăтра служба тивĕçĕсене пурнăçлакансем те, ветерансем те мăнаçлăн «Эпĕ — десантник!» тесе калама пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен хушшинче «ĕнерхисем» çук. Десантниксем кирек хăçан та, кирек ăçта та «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа тĕпе хураççĕ: яланах малта пыраççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.